АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мăшăрна куç шăрçи пек упра

20 сентября 2014 г.

Мăшăрна куç шăрçи пек упра

 

Пурăнас кун-çул икĕ хутчен килменнине пĕлсех, пурăннă чух пĕр-пĕрне упрама, хÿтĕлеме, пайтасăр пулăшма пĕлместпĕр. Нумай чухне çăмăлттайланса, шухăшсăр çумри мăшăрсене сив сăмахпа кÿрентеретпĕр. Сиксе тухакан ыйтусене хирĕçÿсĕр татса пама пултарнă чухнех чăкрашатпăр, вĕçсĕр-хĕрсĕр харкашатпăр. Çĕр çинче эпир пурте хăнара анчах, пурте пĕрешкел, шăпасем кăна расна. Пурнăçра нумаййи те пĕтет, сахалли те çитет. Яланах пĕр-пĕрне упраса, ăнланса, хÿтĕлесе пурăнмаллине пĕлсе тăрсах, çапла тумастпăр, кайран, çумри мăшăра çухатсан, вĕри куççульпе йĕретпĕр. Иккĕн пĕр-пĕрне ăнланса пурăнса, ватлăхра шăкăл-шăкăл калаçса, вăрăм каçсене ирттерекен мăшăр питех те сахал.

Пирĕн Энтриялĕнче, Мухтав Турра, пĕр-пĕрне мĕн ачаранах пĕлсе ăнланса пурăнакан мăшăр, хисеплĕ çемье пур. Вĕсем Эльза Петровнăпа Анатолий Николаевич Николаевсем ?ÿкерчĕк çинче%. Çак мăшăр пурнăç çулĕпе, пĕр сукмакпа, çамрăк чухнехи пек юратса, килĕштерсе 54 çул пурăнаççĕ. Вĕсен юратăвĕ паянхи кун та тĕлĕнмелле илемлĕ упранать. Вĕсем иккĕшĕ те пĕр ялта çуралса ÿснĕ, сакăр çул хушши пĕр шкулта вĕреннĕ, пĕр парта хушшинче ларнă, пĕрле улахсенче пулнă, вăйăра ташланă. Каярахпа Саратов хулинче чукун çул çинче çумма-çумăн ĕçленĕ. Çак хисеплĕ мăшăр паянхи кун та ваттисен пиллĕхне асра тытса, йăнăш утăмсем тумасăр пĕр-пĕрне упраса пурăнать. Ялта вĕсене «Толя пичче, Эльза Петровна» тесе чĕнеççĕ. Халĕ вĕсем иккĕшĕ те тивĕçлĕ канура, иккĕшĕ те ĕç ветеранĕсем. Толя пиччен ĕç стажĕ 43 çул, вĕсенчен 39 çулне тракторпа ĕçлесе ирттернĕ. Салтакра та виçĕ çул хушши тракторпа «туслă» пулнă. Салтакран таврăнсан «Гигант», «Динамо» колхозсенче, XXV партсъезд ячĕпе хисепленекен совхозра яланах чи чаплă та ĕçчен тракторист пулнă.

«Пĕрремĕш парне манăн телевизор пулчĕ, кайран икĕ хуткупăс тата ытти нумай парнесем пулчĕç. Мĕн панисене пĕтĕмпе аса илсе те, çырса та пĕтерейрес çук. Унсăр пуçне Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсем, çырăвĕсем, дипломсем, социализмла ăмăртусенче çĕнтернĕшĕн панă кăкăр çине çакмалли значоксем», - тесе сăпайлăн аса илсе каласа парать паянхи кун та пурнăç çулĕпе çирĕппĕн утакан патвар арçын. Толя пичче кашни арçын хăйĕн пурнăçĕнче тумалли ĕçсене тĕппипех пурнăçланă тесе çирĕппĕн калас килет: хăтлă кил-çурт çавăрнă, нумай-нумай йывăç лартса ÿстернĕ, икĕ ывăлпа виçĕ хĕрне ăс парса çитĕнтернĕ. Ывăлĕсем те ялтах тĕпленсе капмар çурт лартнă. Толя пичче вара ывăлĕсене те çурт лартнă вăхăтра вăй çитнĕ таран пулăшса пынă. Эльза Петровна яланах майралла пулнă ?ĕлĕкрех тирпейлĕ, хитре çÿрекенсене çапла каланă%, ячĕ те унăн ытти ятсенчен урăхларах. Çамрăк чухне те, паянхи кун та вăл питĕ илемлĕ хĕрарăм. Кăтра çÿçĕпе, илемлĕ кĕлеткипе нумай каччăн чунĕсене çунтарнă пулĕ вăл, анчах та маттур каччă Толя ăна хăй аллинчен вĕçертмен. Пултаруллă хĕрарăмăн ĕç стажĕ хĕрĕх çул ытла. Эльза Петровна яланах питĕ маттур та хастар, ăслă та тăнлă çын пулнине кура ытларах халăх хушшинче тăрăшнă. Ăна яваплă ĕçсем кăна шанса панă: Вăрманкас лавккинче ĕçленĕ, Энтриялĕнче уй-хир бригадирĕ пулнă. Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнчен агронома вĕренсе тухсан, совхозра агроном пулса ĕçленĕ. Ăна халăх шаннипех ĕнтĕ темиçе хут та ял совечĕн депутатне суйланă. Вăлах парторганизаци секретарĕн ĕçĕсене те туса пынă, шкулти ашшĕ-амăшĕсен комитечĕн, ял тăрăхĕнчи хĕрарăмсен тата ветерансен совечĕн председателĕ пулса ĕçленĕ, суйлав комиссийĕн шутĕнче нумай çул пулнă. Ялти клубра иртекен концертсенче тăтăшах хутшăннă, еплерех вăрăм сăвăсене пăхмасăр, чуна пырса тивмелле вуланă. Унăн ĕçне те хакласа тĕрлĕрен хавхалантару хучĕсене нумай панă. Мĕн пĕчĕкрен алли ĕç çумне çыпăçнăскер, ĕмĕр тăршшĕпех ал ĕç тума юратать вăл. Илемлĕ алшăллисем тĕрлĕрен минтер пичĕсем тата ытти те тĕрленĕ. Энтриялĕнчи библиотекăра унăн ал ĕçĕсенчен хатĕрленĕ курава темиçе хутчен те ирттернĕ. Хăйсен килĕнчи пахчара теплица лартса пахча çимĕç калчи çитĕнтерекенни те ялта вăл пĕрремĕш пулнă. Паянхи кун та вăл çак ĕçе пăрахмасть. Вĕсен теплицинче паянхи кун та симĕс сухан ешерет. Çыххи-çыххипе тутлă пăрăç, помидор куçа илĕртсе лараççĕ.

Хисеплĕ мăшăрăн ачисем те хăйсем пекех маттур, пурте ятарлă пĕлÿ илнĕ. Людмилăпа Татьяна медицинăра, Лариса суту-илÿ ĕçĕнче, Рудольф Çĕрпу районĕн полици уйрăмĕнче ĕçлет, Шалти ĕçсен майорĕ. Алексей Сургут хулинче электрик пулса ĕçлет. Ватăсене ултă мăнук, пĕр мăнукĕн ачи чунтанах савăнтараççĕ. Юратнă ачисемшĕн ашшĕпе-амăшĕ пурнăç тăршшĕпех ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ. Анатолий Николаевичпа Эльза Петровнăна малалла та хальхи пекех туслă пурăнма, пĕр-пĕрне упраса пурăнма ăнăçлăхпа тăнăçлăх, тулли телей сунатпăр.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: З.РАЗУМОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика