АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Арапуçсем - театр тусĕсем

06 февраля 2013 г.

Арапуçсем К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш академи драма театрĕн коллективĕпе питĕ туслă пурăнаççĕ. Çак туслăх иртнĕ çулхи март уйăхĕнчен пуçланчĕ. Чăваш халăх артисчĕ Ефим Никитин 2012 çулхи мартăн 22-мĕшĕнче çуралнăранпа 100 çул çитнине Чăваш академи драма театрĕ Асăну каçĕ ирттерсе палăртрĕ. Унта Арапуçсен делегацийĕ те хутшăнчĕ, хăнасене юрăпа саламларĕ.

Иртнĕ çулхи март уйăхĕн 24-мĕшĕнче вара Ефим Никитин çуралнă кунне халалласа Арапуçĕнче Асăну каçĕ иртрĕ. Вунă çынран тăракан Чăваш академи драма театрĕн делегацийĕ те килсе çитрĕ кунта.

Асăну каçĕ вĕçленсен артистсем чылайччен сĕтел хушшинче Арапуçсемпе калаçса ларчĕç, чей ĕçрĕç. Килĕшрĕ ял çыннисене артистсен ĕçĕ. Çавăнпа ĕнтĕ кĕрхи ĕçсене пуçтарсан ял администрацийĕ театра яла чĕнсе илчĕ. Ваттисен кунĕ ячĕпе Арапуçсене «Юратсан юрлас килет» спектакль лартса пачĕç. Чунĕсем тапранчĕç ватăсен...

Борис Дрозд çырнă произведени тăрăх «Авланатăп эпĕ, авланатăп» ятлă çĕнĕ постановкăна курма Шупашкара çул тытрĕç Арапуçсем. Вĕсене театр ĕçченĕсем тăвансене кĕтнĕ пекех кĕтсе илсе хăна турĕç. Кăçал вара эпир пысăк ушкăнпа тепĕр çĕнĕ спектакль кайса куртăмăр.

Чăн та, Чăваш академи драма театрĕ пĕрре те пурнăçран юлмасть. Мĕн чухлĕ çĕнĕ спектакльсем хатĕрленĕ вăл! Вĕсене чăваш халăхĕ хаваспах курма çÿрет, пур кăмăлтан хапăл тăвать.

Çитес февраль уйăхĕнче К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш академи драма театрĕ 95 çул тултарать. Эппин кайма та сăлтавĕ пур.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика