АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултаруллисем пултарулăхне кăтартĕç

06 февраля 2013 г.

Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕн К.Никитинăн 2013 çулхи январĕн 25-мĕшĕнчи 68 " йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн Вăрмар станцине никĕсленĕренпе 120 çул, Совет Союзĕн Геройĕ А.Казаков 90 çул тултарнине, РФ Президенчĕн 2012 çулхи августăн 10-мĕшĕнчи «Раççей Федерацийĕнче тăван тавралăха упрамалли çулталăк» 1157 номерлĕ Указĕпе килĕшÿллĕн халăхăн тавра курăмне аталантарас, эстетикăпа художество енĕпе культура шайне ÿстерес тĕлĕшпе районта художествăлла пултарулăх коллективĕсен фестивальне ирттерме йышăннă.

Районти художествăлла пултарулăх ушкăнĕсен фестивалĕ кăçалхи февралĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа мартăн 8-мĕшĕччен аяларах асăннă график тăрăх иртет.

Фестиваль (отчет-смотр) пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх районта иртекен Акатуйра «Чи лайăх хор коллективĕ», «Чи лайăх ташă коллективĕ», «Чи лайăх вокал ансамблĕ», «Чи лайăх фольклор коллективĕ», «Чи лайăх çемье ансамблĕ», «Çамрăк талантсем» номинацисенче чыслĕç.

Çак мероприяти икĕ тапхăрпа иртет: малтанах художество пултарулăх коллективĕсем хăйсен пултарулăхне хула, ял тăрăхĕсенче кăтартĕç, иккĕмĕш тапхăр Вăрмар районĕн Акатуйĕнче иртĕ. Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕн уйрăм йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн чи лайăх коллективсемпе уйрăм юрă-ташă ăстисене чыслĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика