06 февраля 2013 г.
Вак тата вăтам предпринимательлĕх объекчĕсен ĕçĕ-хĕлне тĕрĕслесси район администрацийĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри. Акă нумаях пулмасть Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин Вăрмар поселокĕнче вырнаçнă райпон «Обществăлла апатлану предприятийĕ» тулли мар яваплă обществăн çитес вăхăтра хута каякан «Юмах» кафене, Т.Иванова тата Л.Дмитриев уйрăм çын предпринимательсен суту-илÿ çурчĕсене çитсе курнă.
Ĕçлĕ çул çÿрев чи малтанах райпон обществăлла апатлану предприятийĕн «Юмах» кафене пулчĕ. Унăн пĕрремĕш хутĕнче 40 çын вырнаçмалăх зал йĕркеленĕ. Иккĕмĕш хутĕнче вара çурма фабрикатсем хатĕрлекен производство цехĕ пулĕ. Хальхи вăхăтра кунта шал енчен тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе ĕçсем пурнăçлаççĕ. Ку енĕпе «Урмарская» коллективлă строительство организацийĕ» акционерсен хупă обществи ĕçлет.
2012 çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн райпон «Обществăлла апатлану предприятийĕ» тулли мар яваплă обществăн çаврăнăшĕ 40 миллион тенкĕпе танлашнă, ÿсĕм, 2011 çулпа танлаштарсан, 108,3 процент.
Ĕçлĕ çул çÿрев малалла Т.Иванован суту-илÿ çуртне пулчĕ. Кунта шал енчи отделка ĕçĕсене вĕçлесе пыраççĕ. Виçĕ хутлă çуртра кафе, сĕтел-пукан, строительство материалĕсем, йăлара усă курмалли техника сутмалли вырăнсем: пурĕ 600 тăваткал метр çинче вырнаçтарма палăртнă.
Л.Дмитирев уйрăм çын предпринимателĕн суту-илÿ çурчĕ 900 тăваткал метр шутланать. Кунта тул енчен ĕçсем пурнăçланă, хальхи вăхăтра электричество кĕртессипе тата сантехника вырнаçтарассипе ĕçсем пыраççĕ. Çавăн пекех автомашинăсем валли ятарлă чарăну вырăнĕ, лавкка патне пыракан çул-йĕре тума палăртнă.
Çакна палăртмалла: асăннă строительство объекчĕсем районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕнче пысăк вырăн йышăнаççĕ. Кунта хушма ĕç вырăнĕсем йĕркелессипе, çавна май вырăнти халăхăн пурнăç условийĕсене лайăхлатассипе чылай ĕçсем пурнăçлаççĕ. Ку объектсене кăçалхи Республика кунĕ тĕлне уçма палăртнă.