АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Коопераци юхăмĕ аталанать

06 февраля 2013 г.

Шупашкарти Наци библиотекинче республикăри ял кооперативĕсен пĕрремĕш съезчĕ ĕçленĕ. Форума ЧР ял хуçалăх министрĕ С.Павлов ертсе пынă, ялсенчи кооператив хутшăнăвĕсен ку чухнехи лару-тăрăвĕпе тата аталану малашлăхĕпе тухса паллаштарнă.

- Пĕлтĕр республика туса илнĕ ял хуçалăх продукцийĕн пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 2011 çулхин 104,1 проценчĕпе (Раççейре - 95,3) танлашнă. Тĕш тырă сахалрах пухса илнĕ пулсан та çĕр улмипе эпир федерацин Атăлçи округĕнче иккĕмĕш вырăн йышăнтăмăр - ăна 900 пин тонна пухса кĕртнĕ, виçĕм çулхинчен 9,5 процент ытларах, - тенĕ Сергей Владимирович. - Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе те лайăх ĕçлерĕмĕр. Уйрăмах çăмарта туса илессипе ăнтартăмăр - округра мала тухрăмăр. Çак çитĕнĕве ял хуçалăх кооперативĕсем курăмлă тÿпе хыврĕç.

Тытăмра Чăвашпотребсоюзăн пĕлтерĕшĕ пысăк. Кунта суту-илÿ, йăла ыйтăвĕсене тивĕçтересси, апат-çимĕç хатĕрлесси, ытти те кĕрет. Республикăри 100 çынран сахалрах пурăнакан 58 яла тавар çитерсе парать.

Чăвашпотребсоюз предприятийĕсем 23 процент çăкăрпа булка-батон, 19 процент кăлпасси, 62 процент тутлă шыв, 65 процент улма-çырлапа пахча çимĕç консервĕ туса кăлараççĕ, Раççейре экономика ăмăртăвĕнче 2-мĕш вырăн йышăнаççĕ.

Республикăри кашни виççĕмĕш çын потребкоопераци таварĕпе, пулăшăвĕпе усă курать, 8 пин ытларахăшне ĕçпе тивĕçтернĕ.

Ял çыннисене ытлашши çимĕçе вырнаçтарма 8 ял хуçалăх, 4 кооператив пасарĕ уçнă.

Мартăн 21-22-мĕшĕсенче Санкт-Петербургра Раççей ял кооперативĕсен I съезчĕ иртет, унта 1200 çын хутшăнĕ. Форумра пирĕн республикăран кайма 16 делегат суйларĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика