АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çут çанталăк пурлăхĕпе пĕлсе усă курмалла

17 сентября 2014 г.

Çут çанталăк пурлăхĕпе пĕлсе усă курмалла

 

Энтрияль, Шутнерпуç ялĕсем таврашĕнче вăрмансем кашламаççĕ. Вăрмар çулĕн икĕ айккипе те посадкăсенче йывăçсем ÿсеççĕ-ха. Вăрманкас çырминче пĕчĕк ката пекки пур. Энтриялĕнчи вăтам шкулăн стадион спорт площадки тавра йывăçсем ÿсеççĕ, ку аван-ха, анчах та вăтам шкулне пĕтерни ултă çул та (тен ытларах) иртрĕ пулĕ. Хушăран, ялта пулсан, тăван тавралăх илемĕпе, мĕнле улшăнусем пур-ха тесе, киленсе çÿреме кăмăллатăп.

Энтриялĕнчен Пăртас салине каякан асфальтлă çултан Вăрмар çулĕн сылтăм енче, Шутнер çырми патне çитиччен пĕр-икĕ çухрăм ытла. Асфальтлă çул хушшинче çамрăк хурăнсем ÿсетчĕç. Питĕ аванччĕ вĕсене курсан, савăннăччĕ, иккĕмĕш хутĕнче пĕтерсе ыраш акрĕç пулмалла, вăрман пек курăнăччĕç ÿснĕ пулсан - тĕп турĕç. Çулăн тепĕр енче вĕренесем çул хĕррипе юнашарах пулĕ, питĕ аван кашласа лараççĕ, кашни çул вăррисене çилпе таврана вĕçтереççĕ. Çула пăхса юсаса тăракансем мĕншĕн-ха вĕренесене кăкласа тĕп тумаççĕ, хамăрăн чăваш курăкĕсене ÿсме ирĕк памаççĕ, кăкласах тăраççĕ. «Пире вĕрентме кирлĕ мар, хамăра хушнине çул-йĕре пăхса тăмалли правилăсене пурнăçлатпăр», - теççĕ пулмалла. Вĕренесене ÿстерме çул-йĕр службин правилисем ирĕк параççĕ мĕн. Юрĕ, калăпăр вĕсем инструкци хушнине пурнăçлаççĕ. Автобуссем чарăнмалли павильон çине çырнă «Вурманкассы» сăмах вырăнне «Бишево» сăмах çырма хăюлăх çитмест-ши/ Çамрăк хурăнсене хĕрхенмесĕрех тĕплеççĕ. Вĕсем чăнах та çул çинчи ĕçсене кансĕрлеççĕ-ши/ Ара икĕ яла пĕрлештерсе, Энтрияльпе Вăрманкас ялĕсенчен пĕр Энтрияль ялĕ туни - 36 çул ?Чăваш АССР-ĕн, Верховнăй Президиумĕн Указĕпе 24.05.78 ç.%. Юрĕ, çула пăхса, юсаса тăракансем хăйсен ĕçне тăваççĕ, туччăр, ĕçлеччĕр, мана урăххи кăмăла хуçать. Пăртас салине каякан асфальтлă çулпа юнашар, сулахай енче пĕр-виçĕ-тăватă гектар çинче çамрăк хурăнсем ÿсеççĕ. Манăн çакă хурăнсем ÿсекен вырăнта пулма тиврĕ. Кунта ÿсекен хурăнсене, çамрăкскерсене, пĕр-пĕр тайфун тылланă тейĕн. Эпир, çынсем, пурте мунча кĕрсе, çăвăнса тасалма юрататпăр. Ара сывлăхшăн та усăллă, çан-çурăм та канать. Мунчара милĕкпе çапăнса çан-çурăма кантарма июль-август уйăхĕсенче хурăн милĕкĕсем хатĕрлеме тытăнатпăр. Нумайăшĕ ăçта хурăнсем ÿсеççĕ, çавăнта автомашинăсемпе вĕçтереççĕ, çуран утмаççĕ, ÿркенеççĕ. Пăртас салине каякан çулпа юнашар вырнаçнă пушă вырăнта ÿсекен хурăнсене çынсем тылланине курсан тĕлĕнсех кайрăм: çирĕм çамрăк хунав хурăна пуртăпа, пăчкăпа хуçса йăвантарнă, вĕсем 6-7 метр ÿснĕ, тен хăшĕ-пĕри вăрăмрах та пулĕ, выртаççĕ, тураттисене хуçса милĕк туса илсе кайнă. Икĕ вырăнта милĕк тума хуçнă хурăн тураттисем выртаççĕ, те илсе кайма маннă, те ытлашши, юрăхсăр тенĕ-ши. Нимĕн шухăшлама пĕлмесĕр, чĕлхене çыртса тăтăм. Çапла кашни çул çамрăк хунав хурăнсене тĕпрен касса йăвантарсан, ытти пулас, çитес çулсенче ăçта милĕк касса пуçтарас теççĕ-ши/ Ара, ăна вĕсене, хăйсем лартса ÿстермен-çке, касас, хуçас тесен çутçанталăк панине, унăн пуянлăхне тискерле усă курма кам вĕрентнĕ-ши çав тискер чунлă çынсене/ Вĕсем хăйсен ĕмĕрĕнче пĕр йывăç та, хурăн та лартса курнă-ши/ Пĕлместĕн нимĕн калама та, икĕ çамрăк, 35-40 çулсенче пулĕ, арçын каланине илтнĕччĕ: «Халĕ милĕк хатĕрлеме йывăр мар, автомашинăпа ларса кай та, тыр пул акса туман уйсенче çамрăк хурăн хунавĕсем ÿсеççĕ, касма ан ÿркен», - теççĕ. Çапла пулĕ те, анчах та çанталăк пуянлăхĕпе тискерлĕ усă курмалла-ши, хăйĕн лартса ÿстерме тăрăшмалла мар-ши/

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.ВИШНЕВСКИЙ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика