13 сентября 2014 г.

Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче чăваш писателĕсем те тăшмана хирĕç паттăррăн кĕрешнĕ. Паллă критик-литературовед Н.С.Дедушкин калашле «фашистсене хирĕç пăшалпа та перопа та çапăçнă». Кам салтак, кам çар офицерĕ, кам политработник, кам хаçатçă пулнă. Вăрçă вутне пирĕн ентеш Исаак Никифорович Никифоров та чи малтан алла автомат тытса кĕнĕ, салтакран майора çитнĕ, тăшмана хирĕç малти линире çапăçнă, Ленинграда хÿтĕленĕ, Белорусси, Украина, Польша, Чехословаки, Германи çĕрĕсене фашистсенчен тасатнă. Ăна паттăрлăхшăн Отечественнăй вăрçăн 2 степень орденĕпе тата медальсемпе наградăланă.
И.Н.Никифоров Александр Янташ ятпа чăваш литературине кĕрсе юлнă. 1959 çултанпа СССР писателĕсен Союзĕнче тăнăскер, вунă кĕнеке, темиçе наука статйи пичетленнĕ. Александр Янташ 1914 çулхи август уйăхĕн 14-мĕшĕнче Пысăк Енккасси ялĕнче çуралнă. Ялти колхоз çамрăкĕсен шкулĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Улатăрти педагогика техникумĕнче вĕреннĕ. 1934 çулта Вăрмар МТСĕн политпайĕ кăларса тăнă хаçат редакцийĕн сотрудникĕ пулнă, «Хĕрлĕ Ялав» хаçатăн редакцийĕнче те ĕçленĕ. Унтан вăл Хĕрлĕ çарта хĕсметре (службăра) тăрать. 1939 çулта çартан таврăнсан, чăваш кĕнеке издательствинче вăй хурать. 1955 çулта КПСС Центральнăй Комитечĕ çумĕнчи партин аслă шкулĕнчен вĕренсе тухать те кĕнеке издательствин директорĕнче ĕçлеме пуçлать.
«Исаак Никифорович ырă кăмăллă, таса чунлă, ыттисене хисеплекен çынччĕ. Издательство директорĕ кирек хăçан кам умĕнче те хăйне сăпайлă тытатчĕ. Директор пире, уйрăмах çамрăк редакторсене, ĕçре хавхалантарма, пĕр çитменлĕхпе йăнăшшăн сăпайлăн асăрхаттарма пĕлетчĕ, çавăнпа вăл ертсе пынипе ĕçлеме пире пурсăмăра та кăмăллăччĕ», - тесе аса илет çав çулсене филологи наукисен кандидачĕ А.Горшков.
Александр Янташа ырăпа аса илекенсем хушшинче халĕ ятлă-сумлă писательсем те пур. Уйрăмах çамрăк çыравçăсене пулăшма тăрăшнă вăл. «Литература пуласлăхĕ - çамрăксенче», - тенĕ издательство директорĕ, çамрăк сăвăçсен, прозаиксен кĕнекисене пичете çул уçса. А.Янташ издательствăра ĕçленĕ вăхăтра çамрăксен пĕчĕк-пĕчĕк кĕнекисем час-часах кун курнă. Çакă, паллах, çыравçăсене тăван литературăшăн ăнтăлса ĕçлеме хавхалантарнă.
Писательсен кĕнекисене редакцилесе пичете сĕнекен çыннăн хăйĕн лайăх çырма пултармалла. Хаçатсенче тăтăшах илемлĕ очерксем кăларнă вăл. 1945 çулта унăн «Тăван çĕршĕн» очеркĕ «Чăваш коммуни» хаçатра пичетленнĕ. Кунта вăл совет салтакĕсен фронтри паттăрлăхне вулакансен куçĕ умне тухмалла çырса кăтартнă.
А.Янташăн кун-çулĕ малашне те хаçат ĕçĕпе тачă çыхăннă пулин те вăл çине-çинех калавсем, повеçсем çырма пуçăнать. 1959 çулта унăн пĕрремĕш кĕнеки - «Паянхи сăнарсем» - тухать. Кĕнекене кĕнĕ калавсем пурте тенĕ пекех çамрăксем çинчен.
Писателĕн хăш-пĕр калавĕсене пăхса тухар-ха: «Ашшĕ çулĕпе» хайлавра çамрăк çын ашшĕн пилне - фронтран янă юлашки çырăвĕнчи сăмахсене манмасть. Салтак Женя ывăлне яланах чăтăмлă, йывăрлăхсенчен хăрамасăр пурăнма, халăхшăн тăрăшма пиллет. Çак пилпе çамрăк çын ыттисене усă, ырă тăвас тесе пурăнать.
«Пурнăç илемĕ» калаври çак йĕркесем вулакана тарăн шухăша яраççĕ: «Çапла вăл пурнăç: пĕр ăнтараймасан, ăнтарса çитерме йывăр ăна. Ваттисем калашле, çитмен пурнăçа сыпăнтарса çитерме çук тенĕ пек те пулса тухать тепĕр чух. Ун пекки, паллах ĕнтĕ, вăхăтлăха çеç пулкалать. Çын тени унашкал йывăрлăхран тухма май тупать-тупатех».
А.Янташăн «шанчăклă çул» калавĕ çамрăк çынсене йăнăш çул çине тăрасран асăрхаттарать. Уйрăм çынна пысăка хунă вăхăтра айăпсăр çыннăн тĕрлĕ асап-нуша курма тивнине «Тăван кил» повеçре лайăх кăтартнă. Чăваш литературинче Сталин саманине питлесе çырнă пирвайхи хайлавсенчен пĕри шутланать çак произведени.
«Çырмасăр чун чăтмасть, - хавхалансах хуравларĕ Исаак Никифорович, - юратнă ĕçсĕр çын юхман шыв пекех. Юхман шыв вара шапа виттипе витĕнет. Çавăн пекех юратнă ĕçсĕр те пурнăç кичемленет, çын хевти чакать, вăй-халĕ хавшать. Халĕ эпĕ «Салтак чĕри» хайлав пĕренисене купалатăп. Пĕрене çумне пĕрене çыпăçсах çитеймерĕ, чутламалли те, саваламалли те пĕтмен-ха». Çак сăмахсене А.Янташпа пĕрле ĕçленĕ И.Я.Тенюшев аса илĕвĕнчен илтĕмĕр. Вĕсем пирĕн ентешĕн çырас туртăмĕ пысăк пулнине кăтартаççĕ.
Издательство директорĕнче тăрăшнă вăхăтрах А.Янташ тĕпчев ĕçĕ те çырнă. Чăваш пичечĕн историйĕпе кăсăкланнă. 1966 çулта унăн «Вăхăт тата пичет» ятлă тĕпчев ĕçĕ пичетленнĕ, уншăн ăна истори наукисен кандидачĕн ученăй степенĕ панă. Чăваш пичечĕн пуçламăшĕн кун-çулне тĕпчессипе тата та ĕçленĕ вăл. 1971 çулта унăн «Чăвашсен революциллĕ-демократиллĕ пичечĕ çурални» ятлă тепĕр монографи çапăнса тухать. Тĕпчев ĕçĕпе литературăра тăрăшнисĕр пуçне А.Янташ куçарура та палăрмаллах утăмсем тăвать. Вăл вырăсларан куçарса кăларнă кĕнекесем хушшинче В.И.Ленинăн ĕçĕсем, Купринăн калавĕсем, Г.Николаевăн «Ĕç çинче», М.Стельмахăн «Чăнлăхпа суя» романĕсем, М.Шолоховăн «Уçă çерем» роман сыпăкĕсем пур.
Юлашки çулсенче И.Н.Никифоров - А.Янташ Тĕпчев институтĕнче, кайран Чăваш ял хуçалăх институтĕнче доцент пулса ĕçленĕ. Тĕпчевре, литературăра тăрăшас ĕмĕчĕ пысăк пулнă пирĕн ентешĕн. Анчах та йывăр чир ăна 1972 çулхи март уйăхĕн 18-мĕшĕнче пурнăçран уйрăлнă. Писатель ячĕ чăваш литературинче те, кĕнеке издательствин историйĕнче те, чăваш ăслăлăхĕнче те ырăпа çырăнса юлнă.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: В.ЦЫФАРКИН.