АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн çуртсенче яланах ăшă пулĕ

06 сентября 2014 г.

Пирĕн çуртсенче яланах ăшă пулĕ

Кăçалхи сентябрĕн 7-мĕшĕнче эпир нефтьпе газ тата топливо промышленноçĕн кунне паллă тăватпăр. Мĕн пур ĕç те лайăх, пĕтĕм професси кирлĕ. Анчах та тĕнчере пĕр професси пур, унсăр паянхи кун пурăнма питĕ йывăр.

Газовиксен ĕçĕ çăмăл мар, вăл пĕтĕм вăйпа хăват ыйтать. Вĕсен пархатарлă ĕçĕнчен пирĕн пурнăç хăтлăлăхĕ килет. Çынсене ăшăпа тивĕçтересси - тĕп тĕллевсенчен пĕри. Вĕсем тăрăшса, пысăк ăсталăхпа ĕçленипе пирĕн çуртсенче яланах ăшă та хăтлă. Унсăр пуçне шкулсем, ача-пăча сачĕсем, больницăсем, культурăпа спорт учрежденисем тухăçлăн ĕçлеççĕ.

«Газпром газораспределения г.Чебоксары» акционерсен уçă обществин Куславккари филиалĕн Вăрмарти газ участокĕнче паян пурĕ 46 çын ĕçлет. Çав шутра 13-шĕ авари-диспетчер службинче, 11-шĕ газ пăрăхĕсен тата вĕсем çинче тăракан оборудованине пăхса юсаса тăракансем, 10-шĕ - кил хуçалăхĕнче вырнаçнă газ оборудованине пăхакансем. Газовиксене кирек хăш вăхăтра та, кирек кам та шăнкăравласа чĕнсе илет, районти пур яла та çитсе килме тивет хăш чухне. Вĕсене кирлĕ çĕре тухса çÿремешкĕн техника единици 8 уйăрнă, кăçал вара автомашина паркне çĕнетнĕ: икĕ çĕнĕ УАЗ автомашина панă. Вăрмарти газ участокĕ 1967 çулта никĕсленнĕ, 2005 çулта вара вăл урăх çурта куçнă, кунта халь тирпейлĕх хуçаланать, йĕри-тавра чечексем, çÿп-çап выртса çÿрени те курăнмасть. Организацие 10 çул пĕр улшăнмасăр Н.Васильев директор ертсе пынипе газ участокĕ ăнăçлăн ĕçлесе пырать.

Вăрмарти газ участокĕн тĕп тĕллевĕ - халăха пĕр чарăнмасăр тата аварисĕр газпа тивĕçтересси. Кунти газовиксем питĕ тăрăшуллă та ÿркенмен çынсем, çавăнпа та паянхи куна районта çынсем пурăнакан вырăнсене пурне те газ çитерсе панă.

Акă, сăмахран, Çĕнĕ Мăнтăрта кăçалхи сентябрь уйăхĕнче çĕнĕ фельдшерпа акушер пунктне уçма палăртнă. Электричество кĕртнĕ - çутă пулать, халĕ вара объекта ăшă та хăтлă тумалла, çавăнпа та кунта Вăрмарти газ участокĕн А.Николаев электрогазосварщикпе А.Корнилов слесарь (ÿкерчĕк çинче) газ кĕртеççĕ.

Отрасль ветеранĕсемпе паян ĕçлекен çынсене професси ăсталăхĕпе район ырăлăхĕшĕн чуна парса ĕçленĕшĕн тав сăмахĕ калатпăр. Çирĕп сывлăх, телей сунатпăр. Пирĕн çуртсенчен ăшă нихăçан та ан çухалтăр.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Т.ВАЗЮКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика