АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕреннĕ çыннăн çулĕ те уçă

03 сентября 2014 г.

Вĕреннĕ çыннăн çулĕ те уçă

Çак кун пур вĕренÿ заведенийĕсенче чаплă мероприятисем иртнĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев та пĕлÿ паракан тĕрлĕ учрежденисенче пулса кунта вĕрентекенсемпе вĕренекенсене саламланă.

Чи малтанах вăл Мускав патшалăх машиностроени университечĕн филиалĕнче Шупашкарти политехника институтĕнче пулнă. Асăннă аслă пĕлÿ паракан заведенинче 5 факультет, вĕсенче пурĕ 10 енлĕ професси алла илме май пур.

М.Игнатьев асăннă институтра хатĕрлекен специалистсем малашне çĕршывăмăра тата та ытларах кирлĕ пулассине, çавна май тÿлевсĕр вĕренме квота нумайланассине пĕлтернĕ.

Пĕлÿ кунĕпе асăннă аслă шкул коллективне, кунта вĕренекен хĕр-каччăн ашшĕ-амăшне ЧР вĕрентÿпе çамрăксен политикин министрĕ В.Иванов, Шупашкарти арçынсен мăнастырĕн настоятелĕ Василий архимандрид та саламланă.

И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ Республикăри чи пысăк вĕренÿ заведенийĕ. Кунта - 17 факультет, 3 филиал. Вăл уçăлнăранпа кунта 102 пин ытла çын професси аслă пĕлĕвне алла илнĕ. Кăçал альма-матер 4 пине яхăн çамрăка хăйĕн йышне илнĕ. Пĕрремĕш курса килнисен 75 проценчĕ федераци бюджетĕнчен уйăракан укçа-тенкĕпе вĕренет.

- Паян ĕç паракансем ăнтăлуллă специалистсене кĕтеççĕ. Акă çывăх вăхăтрах «ВТБ 24» банк Шупашкарта хăйĕн сервис центрне уçĕ. Самай пысăк шалуллă 1,5 пин ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ унта. Çакăнпа мĕн каласшăн? Çине тăрса вĕренекенсене валли çул уçăлсах пырĕ, - хавхалантарнă яшсемпе хĕрсене Михаил Васильевич.

Шупашкарти строительствăпа хула хуçалăхĕн техникумĕнче те республика, унăн тĕп хулин ертÿлĕхĕн ушкăнне кăмăллăн кĕтсе илнĕ. Професси вăтам пĕлĕвне паракан çак заведенин йышне кăçал 780 студент хушăннă.

 

Раççей Федерацийĕн Совечĕн Чăваш Енĕн представителĕ Г.Николаева сентябрĕн 1-мĕшĕнче И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче тата Çĕнĕ Шупашкарти 6-мĕш номерлĕ гимназире пулнă, студентсемпе вĕренекенсене Вĕренÿ кунĕ ячĕпе саламланă. Хăйĕн сăмахĕнче сенатор пирĕн çĕршывра тĕрлĕ шайри влаç тытăмĕсем тата педагогика пĕрлешĕвĕсем çине тăрса ĕçленипе пахалăхлă пĕлÿ илме пур условисем те туса панине палăртнă.

«Раççей Федерацийĕнчи вĕрентÿ çинчен» калакан çĕнĕ саккун аслă пĕлÿ паракан системинче ĕçлекенсенчен çĕршыва малалла аталантарма пысăк квалификациллĕ специалистсем хатĕрлеме ыйтать. Çакна педагогика университечĕн коллективĕ тивĕçлĕн пурнăçласса шанатăп», - тенĕ вăл аслă шкулта вĕрентекен педагогсем тата студентсем умĕнче тухса калаçнă май. Çĕнĕ Шупашкарти гимназире кунта вĕрентекенсене, вĕренекенсене, вĕсен ашшĕ-амăшĕсене уяв ячĕпе саламланă хыççăн 4-мĕш классенче вĕренекенсемпе «Манăн пĕчĕк Тăван çĕршыв» уçă урок ирттернĕ.

 

Сентябрĕн пĕрремĕшĕнче пирĕн районта шкул парттисем хушшине 2439 вĕренекен ларчĕ, вĕсенчен 241-шĕ - пĕрремĕш класс ачисем. 11-мĕш класа кăçал 149 çамрăк килнĕ, 270 ача 9-мĕш класра вĕренĕ. Пĕлÿ кунне халалласа районти кашни шкултах савăнăçлă мероприятисем иртрĕç.

Чупайĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкула çак кун Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, ЧР юстици министрĕн заместителĕ Г.Чернова, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Е.Николаева, Чупай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Андреев çитсе ачасене, вĕрентекенсене Пĕлÿ кунĕпе саламларĕç.

Палăртма кăмăллă: асăннă шкул çулсерен пурлăхпа техника базине вăйлатсах пырать. Кашни çулах кунта капиталлă юсав ĕçĕсем пурнăçлаççĕ. Шкул столовăйне çĕнетессипе те чылай ĕçсем пурнăçланă кунта.

Кăçал вара хăйсен вăйĕпе хăш-пĕр классене юсанă, çĕнĕ алăксем лартнă, коридорсене, классене сăрланă. Туалет, çăвăнмалли душевой та шкултах вырнаçтарнă. Медицина сестри валли ятарласа кабинет та йĕркеленĕ. Пĕтĕмĕшле каласан ачасене вĕренмешкĕн пур хăтлă условисем те туса панă. Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, ЧР юстици министрĕн заместителĕ Г.Чернова ?ÿкерчĕк çинче% Чупайĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул çĕнĕ вĕренÿ çулне лайăх хатĕрленнине, вăл хулари шкулсенчен пĕрре те кая маррине палăртрĕç. Шкул ачисене лайăх вĕренме, çĕршыва юрăхлă граждансем пулма, ырă, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма, спортпа туслă пулмаллине палăртрĕç.

«Çамрăк ăру - çĕршыв тĕрекĕ. Паян пахалăхлă пĕлÿ илме Раççей, республика Правительстви пур майлă условисем те туса парать, вĕрентÿ системине аталантарма чылай укçа-тенкĕ уйăраççĕ.

Хисеплĕ вĕрентекенсемпе вĕренекенсем! Сире Пĕлÿ кунĕпе саламлатăп, творчествăлла ÿсĕмсем, ăнăçусем сунатăп», - терĕ К.Никитин уяв ячĕпе саламланă май. Чи ăшă сăмахсем вара кăçал пуçласа пĕрремĕш класа килнисен ячĕпе пулчĕ.

 

Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулта уяв кунне райадминистраци пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ - строительство, çул-йĕр тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ А.Тихонов, Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ С.Егоров, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ Н.Иванова, «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществин профсоюз комитечĕн председателĕ Г.Петров, Канаш лесничествин Тăвайĕнчи уйрăмĕн представителĕсем - Ю.Емельянов лесничий, И.Федоров йывăçсене çитĕнтерес енĕпе ĕçлекен инженер, çак шкул канашĕн управленийĕн председателĕ И.Алексеева, Мăнçырмари Тихвински Турамăш Турăшĕн чиркĕвĕн настоятелĕ, 5-мĕш благочиннăй округĕн благочиннăйĕ Л.Ермолаев протоиерей килнĕ. Вĕрентекенсемпе ачасене çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа саламланă. Шкулта лайăх паллăсемпе кăна вĕренекенсене, вĕренÿ, обществăлла ĕçре уйрăмах палăрнă ачасене, çуллахи каникул вăхăтĕнче хастар пулнисене Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсем, парнесем пачĕç, вĕренÿ çулне ăнăçлă вĕренсе тухма сунса ырă сăмахсем каларĕç.

Чулкас. Сентябрĕн 1-мĕшĕ, шкул шăнкăравĕн уявĕ. Ку пĕрремĕш хут шкула каякансемшĕн чи кĕтнĕ самант. Ытти шкулсенчи пекех ку шкулта та вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа савăнăçлă уяв иртнĕ. Ачасене саламлама райадминистрацин промышленность, суту-илÿ тата экономика аталанăвĕн пайĕн начальникĕ Н.Краснова, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн юрисчĕ М.Яковлева, Чулкас ял тăрăхĕн пуçлăхĕ И.Сергеев, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Л.Павлов килнĕ. Вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа вĕрентекенсемпе ачасене, ашшĕ-амăшĕсене саламланă. Пĕрремĕш класа пуçласа килекенсене Леонид Анатольевич пылак çимĕçсем парса хавхалантарнă. Йăлана кĕнĕ йĕркепе пĕрремĕш шăнкăрав шăнкăртатсан шкул алăкĕ уçăлса кайнă та ачасем парттăсем хушшине ларнă.

Тикаш. Вĕренÿ çулĕ ячĕпе саламлама райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политкин пайĕн çул çитмен ачасемпе ĕçлекен опекăпа попечительство уйрăмĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ Е.Николаева, 39-мĕш номерлĕ пушар чаçĕн караул начальникĕ В.Ефремов, Тикаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Черкасов килнĕ. Екатерина Владимировна вĕренÿ çулĕ пуçланнă ятпа саламласа райадминистраци пуçлăхĕн саламне вуласа панă, çавăн пекех 9 класра вĕренекен М.Нуржанова район администрацийĕн пуçлăхĕн стипендине илмелли ятран панă свидетельствине панă. Пĕрремĕш класа вĕренме килнисене 9 класра вĕренекенсем тетрадьсемпе ручкăсем парса хавхалантарнă.

Пысăк Енккасси. Пĕлÿ кунĕ кашни ачан асĕнче юлать. Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта та çак кун ячĕпе савăнăçлă линейка иртнĕ.

Ачасене саламлама А.Ф.Федоров ячĕллĕ Вăрмарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорĕ С.Архипов, Пысăк Енккасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Васильев, Энтрияль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ И.Яковлев килнĕ. Вĕсем пурте ачасене ăслă çынсем пулма ăнăçусем суннă. Çавăн пекех Пĕлÿ кунĕ ячĕпе савăнăçлă линейкăсем Районти пур шкулсенче те иртнĕ, вĕренекенсемпе вĕрентекенсене район администрацийĕн яваплă çыннисем, хула, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, шкул ĕçĕн ветеранĕсем саламланă.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: З.ПАВЛОВА, А.НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика