АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Продукцире сиенлĕ япаласем

30 августа 2014 г.

 

Чĕр чунсен организмĕнче, вĕсенчен хатĕрленĕ продукцире тата выльăх апатĕнче усă курма юраман, сиенлĕ япаласен юлашкийĕсем пуррине палăртас тĕллевпе çулсерен Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн ĕçченĕсем мониторинг ирттереççĕ. Кунта çимелли продукцирен анализсем илсе тĕпчевсем тата сăнавсем ирттерни пирки сăмах пырать. Хамăр çĕршывра кăларни те, чикĕ леш енчен килекенни те тĕрĕслев витĕр тухать. Аш-какай, пулă, сĕт-турăх, çăмарта, апат хутăшĕсен пробисене лабораторире ятарласа тĕпчеттереççĕ.

Чикĕри ветеринари контролĕн пайĕн пуçлăхĕ Н.Емельянова каласа панă тăрăх, федераци шайĕнче мониторинг ирттерсе кăçал Чăваш Республикинче выльăх ашĕнчен, сысна, çавăн пекех кайăк-кĕшĕк какайне, çăмартана, сĕт таврашне, çимĕçне тĕрĕслемелле, пĕтĕмпе - 420.

Пĕрремĕш çур çулта 236 тĕрĕслев ирттернĕ. Çав шутран 21-ĕшĕнче сиенлĕ япаласем пулнă. Сăмахран, тин сунă сĕтрен 45 тĕрĕслев илнĕ, 5 - ĕшĕнче соматика клеткисем (соматические клетки) виçерен пысăкки палăрнă, пĕринче тетрациклин ушкăнĕнчи антибиотиксем пулнă. Соматика клеткисен калăпăшĕ ĕнен сывлăхĕпе тÿрремĕнех çыхăннă. Тĕрĕссипе, асăннă япаласем сывă выльăхăн та пур. Пăруланă хыççăн пĕрремĕш кунĕсенче те çак клеткăсем чылай. Чир-чĕр пуçлансан вĕсен шучĕ палăрмаллах ÿсме тытăнать.

Сĕтре çак клеткăсен йышĕ виçерен пысăк пулни мастит чирĕ аталанма пуçланни çинчен те пĕлтерет. Кунашкал сĕте ĕçсен аллерги вăй илме пултарать тата вăл наркăмăшланнин сăлтавĕ пулса тăрать. Ку чĕр тавартан лайăх сыр е тăпăрчă пуласси пирки калаçмалла та мар. Тетрациклин ушкăнне кĕртнĕ антибиотиксем тупнă пулсан - выльăха антибиотиксемпе (хлортетрациклинпа, окситетрациклинпа) сиплени паллă. Ĕнен организмĕнчен эмелсем тухса пĕтиччен унăн сĕтне ыттисемпе хутăштармалла мар.

Аш-какайран илнĕ 68 тĕслĕхрен 13-шĕнче сиенлĕ микробсем тупса палăртнă. Вĕсем вар-хырăм ĕçне пăсма е наркăмăшлантарма пултараççĕ.

Пыршăлăха лекнĕ микробсем 60 градус вĕрире 15 минутран вилеççĕ. Чăннипе, вĕсен ытларах тĕсĕ сиенсĕр. Анчах хăшĕ-пĕрисем (эндотоксинсем) хăрушă токсинсем кăлараççĕ. Шăпах çаксем наркăмăшлантарма пултараççĕ. Кунашкал какай уйрăмах пĕчĕк ачасемшĕн, ватăсемшĕн тата хавшак сывлăхлă çынсемшĕн хăрушă. Ветеринарипе санитари требованийĕсемпе килĕшсе тăман продукци кăларнă предприятисен тĕлĕшпе тĕрĕслевсем йĕркелĕç. Продукцин пахалăхĕ мĕншĕн япăх пулнине уçăмлатас тесе 3 уйăх таранах лаборатори тĕпчĕвĕсем пулĕç кашни, 10 партирен анализ илĕç. Çынсене лайăх пахалăхлă тата сывлăха сиен кÿмен продукципе тивĕçтересси ял хуçалăх предприятийĕсен пĕлтерĕшлĕ тĕллевĕсенчен пĕри пулмалла. Çакăнта асăннă мониторинг пулăшуçă вырăнĕнче тесен те юрать. Тĕрĕслев ирттернишĕн, илнишĕн тата лабораторире тĕпченĕшĕн укçа илмеççĕ. Сиенлĕ япаласем тупсан кăна тепĕр анализсене хăйсен нухрачĕпе тĕпчеттермелле.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Н.ВАСИЛЬЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика