23 августа 2014 г.
Çанталăк кĕр еннелле сулăнни кашни ирех палăрать. Çавна май çĕр çинче ĕçлесе пурăнаканăн ларса канма та вăхăт çук. Вĕсен çеç-и-ха, района ертсе пыракансен те канăç пĕтнĕ. Кашни кун тенĕ пек район уй-хирĕсене тухса çÿресе çĕр ĕçченĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашаççĕ.
Акă иртнĕ кунсенче кăна-ха райадминистрацин пуçлăхĕ К.Никитин, унăн заместителĕ - ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Д.Иванов «Вăтам Энĕш» тулли мар яваплă обществăра тата «Сергеев В.М.» хресчен фермер хуçалăхĕнче пулнă.
«Вăтам Энĕш» обществăра викăпа сĕлĕ хутăш акнă уйĕнче 2 комбайн çулаççĕ. «Пăрçа йышши тата пĕрчĕллĕ культурăсене пухса кĕртессипе уяр çанталăкăн кашни минучĕпе туллин усă курса ĕçлетпĕр. Çанталăкĕ аван тăрсан çитес кунсенче вырмана вĕçлетпĕр тесе шутлатăп», - тет генеральнăй директорăн заместителĕ В.Крылов. Сăмах май каласан, вăл хăй те комбайнпа тырă вырать. Тин бункертан тухнă тырра йĕтем çинче тасатса тирпейлесе пырса кĕлете кĕртсе хураççĕ.
Малалла çул Пысăк Енккасси ял тăрăхĕнчи «Сергеев В.М.» хресчен (фермер) хуçалăхне пулчĕ. Кăçал кунта 366 гектар çинче çурхи пĕрчĕллĕ, 25 гектар кĕрхи пĕрчĕллĕ культурăсем акса лартса туса илнĕ. Çавăн пекех 10 гектар çинче çĕр улми, 5 гектар купăста çитĕнет. Хальхи вăхăтра кунта çурхи пĕрчĕллĕ культурăсене пухса кĕртес ĕç пырать. Эпир çитнĕ чухне уйра «Енисей-1200» комбайн выратчĕ. Пухса кĕртнĕ тĕш тырă йĕтемре нумай выртмасть, тÿрех тасатса тирпейлеççĕ те ăçта кирлĕ çавăнта ăсатаççĕ.
Фермерсем пĕр ĕçрен те ÿркенсе тăмаççĕ. Хăйсемех ĕçе йĕркелесе пыраççĕ, комбайнер та, водитель те, тракторист та, рабочи те...
«Ĕç пурне те тăрантарать. Ÿсĕмсен вăрттăнлăхĕ агротехника требованийĕсене пĕлсе усă курнинчен, лайăх вăрлăхсемпе, минераллă удобренисемпе акнинчен тата калчасем шăтса тухнă хыççăн тĕрлĕ чир-чĕрпе çум курăксене хирĕç кĕрешсе имçамсемпе усă курнинчен те килет тесе шутлатăп. Ку хуçалăхсенче вара пур ĕçе те пĕлсе йĕркелени савăнтарать. Малашне те çаплах тăрăшса ĕçлĕр, тăрăшакана патшалăх енчен те пулăшусем пулсах тăраççĕ, ĕçĕ те ăнса пырĕ», - терĕ К.Никитин çул çÿревре пулнă хуçалăх ертÿçисене.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Н.НИКОЛАЕВ.