02 февраля 2013 г.
РФ Пенси фончĕн Вăрмар районĕнчи Управленийĕ тата РФ суд приставĕсен федераллă службин Чăваш Республикинчи Управленийĕн Вăрмар районĕнчи уйрăмĕ парăмçăсенчен тÿлемен страховани взносĕсене шыраса илессипе пурĕ 24 рейд ирттернĕ. Çавна май 65 парăмçăран 100 пин тенкĕ ытла шыраса илнĕ.
Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне ĕç пурнăçламалли 238 производство (2 миллион тенкĕлĕх) пур. Рейд вăхăтĕнче 100 пин ытла парăм пур парăмçăсен харпăр-хăй пурлăхĕ çине 7 арест хунă.
Суд приставĕ парăмçăсем пирки вĕсене РФ территорийĕнчен тухса çÿреме юраманни пирки суда заявленипе тухать. Кăçал та çак ĕç малалла пырĕ.
Енчен те парăмçă ĕç тумаллине çирĕплетекен документри требованисене пурнăçламасть пулсан унран хушма укçа шыраса илеççĕ. Ăна судпа шыраса илнĕ харпăр-хăй пурлăхĕн хакĕнчен 7 процент илеççĕ, çак укçана парăмçăна 500 тенкĕрен, парăма кĕнĕ предприятисемпе организацисене 5000 тенкĕрен кая мар тÿлеттерме палăртнă. РФ Пенси фондне страхланă взноса тÿлесен кăна ĕçленĕ вăхăт страхланă стажа кĕрет. Енчен те предпринимательлĕх ĕçĕпе тăрăшакан страхлакан взнос тÿлемест пулсан, вăл пенси шутланă чухне страхлакан стажа кĕмест. Апла пулсан сирĕн пенси виçи пĕчĕк шайра пуласси каламасăрах паллă.