АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Заявление вăхăтра тăратмалла

02 февраля 2013 г.

Росреестрăн Чăваш Республикинчи Управленийĕ çурт-йĕре, хваттерсене приватизацилессипе (харпăрлăха куçарассипе) документсене мартăн 1-мĕш хыççăн та йышăнма пултарать, анчах та тĕп йĕрки - техника инвентаризацийĕн бюровне (БТИ) заявление 2013 çулхи февралĕн 28-мĕшĕччен памалла.

Çурт-йĕре, хваттерсене тÿлевсĕр майпа приватизацилесси нумаях та юлмарĕ. Хальхи вăхăтра чылай районсемпе хуласенче техника инвентаризацийĕн бюровне черет пысăк, çакă пирĕн халăх ку ĕçе юлашки вырăна хăварнипе çыхăннă.

Росреестрăн Чăваш Республикинчи Управленийĕн пуçлăхĕ Е.Карпеева палăртнă тăрăх, 2013 çулхи мартăн 1-мĕшĕччен техника инвентаризацийĕн бюровне заявлени памалла. «Кăçалхи мартăн 1-мĕшĕччен заявлени парса ĕлкĕртĕр пулсан саккунпа килĕшÿллĕн эсир харпăрлăхçă пулма шутланине пĕлтерет. Техника инвентаризацийĕн бюровĕнчен ку енĕпе кирлĕ документсем хатĕрлерĕр пулсан сирĕн Росреестрăн Чăваш Республикинчи Управленине асăннă документсемпе пымалла, унтан сире çурт-йĕрĕн харпăрлăхçи пулма калакан свидетельство параççĕ. Пĕртен-пĕр йĕрке пур: кăçалхи мартăн 1-мĕшĕччен техника инвентаризацийĕн бюровне заявлени тăратнин копине Росреестрăн Чăваш Республикин Управленине тăратмалла», - терĕ Екатерина Владимировна.

Çурт-йĕре приватизацилессипе çыхăннă документсене Росреестрăн Чăваш Республикинчи Управленийĕн Вăрмарти уйрăмĕнче йышăнаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика