02 февраля 2013 г.
Çĕнĕ çул пуçланнă май кашниех иртнĕ çула пĕтĕмлетсе çĕнĕ ĕмĕт-тĕллевпе хавхаланать. Иртнĕ çул, унчченхипе танлаштарсан, хăш-пĕр кăтартусемпе пирĕншĕн лайăхрах пулчĕ темелле. Аварисен шучĕ те, çулсем çинче çынсем вилесси-суранланасси чакнă. Водительсемпе çул çÿрекенсем çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пурнăçласа пыччăр тесе тĕрлĕрен мероприятисем тăтăшах ирттеретпĕр, ăнлантару ĕçне вăйлатма тăрăшатпăр.
Вăрмар тата Тăвай районĕсенчи шкул çулне çитмен ачасен учрежденийĕсенче автотранспорт предприятийĕнче тата шкулсенче, пурĕ 146 калаçу ирттернĕ, Вăрмар районĕнчи «Хĕрлĕ ялав», Тăвай районĕнчи «Ял ĕçченĕ» хаçатсенче 7-шер статья пичетленĕ. Унсăр пуçне ГИБДД инспекторĕсем автохуçалăхсенче техника юсавлăхне, вĕсене рейса мĕнле кăларса янине тĕрĕсленĕ. Районта автомобильсен шучĕ çултан-çул ÿссе пырать. 2011 çулта вĕсем 4728 единица шутланнă пулсан, 2012 çулта 5245 çитнĕ. Çакă водительсене çул çинче уйрăмах тимлĕ пулма ыйтать.
Çулпа транспорт инкекĕсен тĕп сăлтавĕсем çаксем шутланаççĕ: çуран çÿрекенсем çул-йĕр правилисене пăсни, çул çÿремелли конкретлă условисене шута илмесĕр водительсем хăвăртлăха ÿстерни, руль умне ÿсĕр ларни, чукун çул урлă каçмалли вырăнсенче правилăсене пăхăнманни.
Пĕлтĕрхи итогсене пĕтĕмлетсе çакна калас пулать: çул çинче транспорт инкекĕсем пурĕ 20 пулнă, вĕсенче 1 çын вилнĕ, 34 çын аманнă. Унчченхи çулхипе танлаштарсан ку кăтартусем чылай лайăхрах. 2011 çулта пулнă 25 аварире 4 çын вилнĕ, 40 аманнă. Ачасем пĕлтĕр 4 аварире инкек тÿснĕ, виçĕмçул çавăн пек авари 5 пулнă.
2012 çулта çул çÿремелли правилăсене пăснă 2835 тĕслĕхе тупса палăртнă. Çавсен шутĕнче хăрушсăрлăх пиçиххине çыхман - 702, хăвăртлăх режимне пăснă - 1236, килекен транспорта хирĕç тухнă - 119, çуран çÿрекенсем правилăна пăснă - 271, пассажирсем турттармалли йĕркене пăхăнман 109 тĕслĕх пулнă. 156 водитель руль умне ÿсĕрле ларнă. Правилăсене пăхăнман 1236 тĕслĕхĕ хăвăртлăха палăртакан, автомашина режимĕпе ĕçлекен «Арена» маркăллă прибор регистрациленĕ.
Çул çÿремелли правилăсене пăснăшăн 100 яхăн çынна административлă ответ тыттарнă, пурĕ 1 миллион та 72 пин тенкĕлĕх штрафланă.
Кăçалхи январĕн 24-мĕшĕнчен пуçласа 27-мĕшĕнчен республикăра «Урă мар водитель» рейд ирттернĕ. Çак тапхăрта районта 5 водителе тытса чарнă. Водительсем валли кăçал çĕнĕлĕх пур. Федерацин 2012 çулхи декабрĕн 25-мĕшĕнче йышăннă 252 саккунĕпе РФ Административлă правăна пăсни çинчен калакан кодексне улшăнусем кĕртнĕ, вĕсем январĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕчĕç. Ăна Федераци саккунне çул-йĕр правилисене, çулăн транспорт хирĕç килекен енне тухнине тата пĕр еннелле çеç çÿремелли çулпа хирĕç кайнине пырса тивекенскерсене пăснăшăн административлă яваплăх мерисене тĕрлĕрен тăвас тĕллевпе йышăннă. Çапла вара асăннă правилăсене пуçласа пăснăшăн халĕ административлă майпа 5 пин тенкĕлĕх штрафлаççĕ е транспорт хатĕрĕпе çÿремелли ирĕке 4-6 уйăхлăха туртса илеççĕ. Правилăсене тепĕр хут пăссан штраф пулмĕ - çулталăклăха удостоверенисĕр хăвараççĕ.