АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юнпа пĕвеннĕ çĕр

02 февраля 2013 г.

Шăп та лăп паян Сталинград патĕнче нимĕç фашисчĕсемпе вĕсен союзникĕсен çарĕсене çапса аркатнăранпа 70 çул çитрĕ. Юнпа куççуль витĕр килнĕ çак çĕнтерÿ. Унăн пĕлтерĕшĕ уйрăмах курăмлă. Гитлерăн Атăлăн сулахай енне каçса нефтьлĕ Кавказа, çăкăрлă Атăлçи тата Кубань тăрăхне тухма палăртнă тĕллев пăчланнă.

Хĕрÿ çапăçусем 1942 çулхи çуллах пуçланнă. Пирĕн çарсене хирĕç Вермахтăн 6-мĕш армийĕ хирĕç тăнă. Кунта Польшăна, Бельгине, Францие парăнтарнă, Югославипе Грецире çапăçнă çар çыннисем пулнă. Çакăн пек нумай опытлă салтаксемпе офицерсене хирĕç тăма тивнĕ те Хĕрлĕ Çарăн. Ун шутĕнче пирĕн ентешсем те чылай пулнă - республикăран кăна кунта йĕркеленĕ икĕ дивизи çапăçнă. Вăрмарсем те пурнăçне хĕрхенмесĕр тăшмана хирĕç тăнă. Хăшĕ-пĕрисене кăна асăнар. 39-мĕш гварди дивизийĕнче фашистсене хирĕç Г.Моклаков (Кавал), Г.Александров (Вăрмар), И.Иванов (Чулкас), В.Никифоров, П.Антонов (Аслă Чак), Г.Журавлев (Чăрăшçырма), В.Якимов (Кивĕ Шулхан) çапăçни паллă. Нимĕçсем Дон юхан шывĕ урлă каçнă май Сталинградшăн пыракан пĕрремĕш çапăçусем унтах пуçланнă, çакăнтах Г.Александров, З.Степанов, Г.Журавлев пуçĕсене хунă, В.Якимов, П.Антонов, Н.Николаев аманнă, Н.Николаевăн çапăçусемпе ункăран тухма тивнĕ. 92-мĕш бригадăра çапăçнă Н.Капитонова (Мăнçырма), Д.Милинский ĕмĕрлĕхех Сталинград патĕнче юлнă. Нина санитарка çапăçу хирĕнчен 160 аманнă салтака илсе тухнă, 161-мĕшне илсе тухма Турри пÿрмен. Д.Милинский танкистсен рота командирĕ тан мар çапăçура пуçне хунă. П.Григорьев (Ыхраçырма) тĕп вокзал патĕнче пынă хаяр тытăçура аманнă, анчах каярах тăван чаçех таврăннă. 100-мĕш кургана илнĕ çĕрте кăна 44 Вăрмар çынни пуçĕсене хунă. Пурте вĕсем стрелоксен 809-мĕш полкĕнчен. Акă хăшĕ-пĕрисен ячĕсем: Ф.Филиппов (Кивĕ Мăнтăр), А.Данилов (Çĕнĕ Мăнтăр), Г.Александров (Çĕнĕ Кинчер), М.Савельев (Атайкасси), И.Степанов (Ыхраçырма), И.Казанцев (Кĕтеснер), С.Егоров (Мăнçырма), В.Гурьев (Энĕшпуç), И.Петров (Пинер), Д.Андреев (Чăрăшçырма), М.Григорьев (Кĕтеснер). Л.Григорьев, хăй вăхăтĕнче колхоз председателĕ пулнă «Паттăрлăхшăн» медале тивĕçнĕскер, 1942 çулхи декабрĕн 21-мĕшĕнче пуçне хунă. Л.Эверсков аслă сержант танкист (Кивĕ Вăрмар) Сталинград патĕнче тăшманăн 8 танкĕпе тупăна, 35 тăшман салтакне тĕп тунă. Çак çапăçурах А.Иванов (Чулкас), В.Егоров (Кивĕ Шулхан) пулеметчиксем йывăр аманнă пулнă. В.Порфирьев (Саруй) Сталинград çулăмĕнчен тухсан Берлин таран çитнĕ. Кавал шкулĕн директорĕ пулнă П.Ананьев политрукăн шăпи синкерлĕ пулнă, вăл Атăл çинчи хуларах выртса юлнă. Е.Матвеев рядовой та (Кивĕ Вăрмар) тăван килне таврăнайман. Миçе çĕршер-çĕршер ентешĕн юнĕпе пĕвенмен-ши Сталинград çĕрĕ. Пурне те вĕсене, вĕсене çеç те мар, пурне те, яланах асра тытасчĕ. Тăван çĕршывшăн пуç хунисене чыс та мухтав!

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика