АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сумлă çыннăн ят-сумĕ те пысăк

02 февраля 2013 г.

Çулсем шăваççĕ, пурнăç урапи малаллах кусать. Тăватă урапи те пĕр йĕрпе кусмаççĕ тесе калаççĕ пулсан та, пĕр-пĕрне ăнланакансен вăл час-часах тĕлме тĕл килет.

Сăмах Кивĕ Вăрмар ялĕнче пурăнакан Федосья Васильевна Петрова (хĕр чухнехи хушамачĕ Ламбасова) 80 çул тултарнă пирки пулĕ. Турă пÿрнĕ çула пĕлместпĕр тетпĕр. Ку чăн та çапла. Ун чухнехи Горьки облаçĕнчи Воротынец районĕнчи Шереметьево поселокĕнче çуралнă Федосья Ламбасова. Васильсурск хулинчи вăтам шкултан вĕренсе тухсан, Шупашкарти коопераци техникумне вĕренме кĕрет. 1954 çулта алла диплом илсен Федосья Васильевнăна направленипе Вăрмарти потребительсен Союзне ĕçлеме яраççĕ. Ĕçе вăл план пайĕнчи бухгалтертан пуçлать, ун хыççăн - экономист, аслă экономист, план пайĕн начальникĕ. Укçа-тенкĕ шутласси пĕрре те çăмăл ĕç мар. Темле каласан та укçа шута юратать. Çакна вара Федосья Васильевна тивĕçлипех пурнăçласа пынă. Кун пирки ĕç кĕнекинче пĕртен-пĕр ĕç вырăнĕ - Чăваш АССРĕн потребсоюзĕн Вăрмарти уйрăмĕнче ĕçлени çинчен калакан йĕрке-çирĕплетсе парать. 34 çул пĕр вырăнта пур çын та ĕçлеймест. Пĕр вырăнта чуна парса ĕçлеме чăтăмлăх та, ĕçе пĕлсе те юратса ĕçлени кирлĕ. Вăл вара Федосья Васильевнан çителĕклех пулнă. Тăрăшуллă çынна çĕршыв та савать. Вăл «Суту-илÿ отличникĕ», «Ĕç ветеранĕ», «Потребкооперацин ĕç ветеранĕ» ятсене тивĕçнĕ. Хисеп Грамотисемпе Тав çырăвĕсем те йышлă.

1988 çулта Федосья Васильевна тивĕçлĕ канăва тухнă. Ĕç çинчен çемье пурнăçĕ патне куçар-ха. 1954 çултах, райпо системине ĕçлеме килсен, ăна Кивĕ Вăрмар каччи Петр Петрович Петров куç хывать. Вăл та райпотребсоюзрах водитель пулса ĕçленĕ. 1955 çулта вĕсем çемье çавăраççĕ.

Ялта уйрăм çуртра пурăннине мĕн çиттĕр. Çапла вара çамрăк мăшăр 1957 çулта ялта пĕрремĕш кирпĕч çурт çĕклет. Çемьере йыш та хушăнса пырать. 1956 çулта çут тĕнчене Людмила, 1957 çулта Николай, 1960 çулта Анатолий килеççĕ.

Кĕскен пулин те вĕсем çинчен асăнса хăварас килет. Петр Петровичпа Федосья Васильевна чăн-чăнах ял-йыш та, республика шайĕнче те мухтанмалли ачасене çитĕнтернĕ. Пĕртен-пĕр хĕр - чи асли, Людмила Петровна, Мускаври коопераци институтне, аспирантурăна пĕтернĕ. 2003 çултан экономика наукисен докторĕ, профессор, «Чăваш Республикин вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» тата ытти нумай хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ. Коопераци институтĕнчи вĕрентÿ ĕçĕсемсĕр пуçне наука енĕпе те вăй хурать - вăл 150 ытла публикаципе вĕрентÿпе методика ĕçĕсен авторĕ.

Николай Петрович Петров, 1957 çулхи февралĕн 19-мĕшĕнче çуралнăскер, ялти 8 класлă, Вăрмарти 2-мĕш номерлĕ шкулсенчен вĕренсе тухнă хыççăн Хусанти Н.Бауман ячĕллĕ ветеринари институтне пĕтернĕ. 1979 çулта ĕç биографине чĕр-чунсен чирĕсемпе кĕрешекен Вăрмарти станцийĕнче аслă ветеринари врачĕнчен пуçланă. Ун хыççăн «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрикинче тĕп ветеринари врачĕ пулса ĕçлет. 2002 çултан вара çак хуçалăха, ячĕ улшăннă - «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществине ăнăçлă ертсе пырать. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ял хуçалăх ĕçченĕ, Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине тивĕçнĕ, ытти наградăсем те чылай унăн.

Кĕçĕнни, Анатолий Петрович, 1960 çулта çуралнă, халĕ Кÿкеçре пурăнать, Шупашкарта «Газпром» РАО системинче вăй хурать, унта ăна хисеплеççĕ.

Шел пулин те Федосья Васильевна мăшăрĕ Петр Петрович 1996 çултах пурнăçран уйрăлса кайрĕ. Мĕнле савăннă пулĕччĕ вăл хĕрĕпе ывăлĕсен, мăнукĕсен çитĕнĕвĕсене курсан. Чăнах та савăнмалли, ăмсанмалли пĕрре те сахал мар. Коопераци институтĕнчен çулсерен вуншар-вуншар студент вĕренсе тухать, «Урмарская» кайăк-кĕшĕк фабрики 200 ытла çынна ĕçпе тивĕçтерет.

Анчах пурнăçăн хăйĕн йĕрки...

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика