АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Техника тĕрĕслев пункчĕ уçăлчĕ

02 февраля 2013 г.

Автомашинăсен йышĕ çулсерен ÿссе пынине пурте пĕлетпĕр, статистика вара çакна çирĕплетсех пырать: районти ГИБДД уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх районта 2012 çулта 5245 автомобиле регистрациленĕ. Мĕнле шайра тухаççĕ-ха вĕсем çула?

Кашни ытлари кун Раççей ДОСААФĕн автошкулĕн территорйĕнче вуншар-вуншар автомашина курма пулатчĕ - пурин те саккунпа килĕшÿллĕн çирĕплетнĕ вăхăтра хăйсен «хурçă лашисене» тĕрĕслеттермелле. Малашне Вăрмар поселокĕнчи Промышленная урамра ытлари кун автомашинăсен черечĕ пулмĕ. Раççей федерацийĕн автотранспорта техника енчен тĕрĕслесе тăракан тата аккредитаци паракан Управленийĕн пуçлăхĕн И.Климаковăн приказĕпе килĕшÿллĕн Сергей Ильич Афанасьев уйрăм çын предпринимателе автомашинăсен техника осмотрне ирттерме ирĕк панă. Унпа килĕшÿллĕн çăмăл автомашинăсене, пассажирсене турттаракан пысăк мар автобуссене (8 пассажиртан мала мар пулсан, водитель шута кĕмест), 3,5 тонна ытла груз турттаракан автомобильсене техника тĕлĕшĕнчен тĕрĕслев кăларма ирĕк пур. Хакĕсем: 380 тенкĕрен 400 тенкĕ таран.

Ĕçе С.Афанасьев ертÿçĕ йĕркелесе пырать, техника эксперчĕ А.Ялаков 1995 çулта Мускаври автоçул институтне (МАДИ) пĕтернĕскер тата автомашинăсене тĕрĕслес енĕпе вĕренÿ витĕр тухнăскер, кашни кăлтăк-сăлтăка тупса палăртма пултарать. Автомашинăсене техника тĕрĕслевĕ витĕр патшалăх шайĕнче кăлармалли пур оборудовани те пур кунта: тормоз системи хăш шайра, сывлăша мĕн чухлĕ сиен газ тухни, автомашинăсен çутисем мĕнле çутатни çинчен, двигатель кăларакан сĕрĕм мĕнле шайра пулнине тата ыттине те пĕлме пулать.

Техника тĕрĕслевĕ витĕр тухма хатĕрленекенсем ун умĕн кунта килсе хăйсен автомашинисене тĕрĕслеттерме пултараççĕ.

Пĕлме:

Вăрмарти Киров урамĕнчи (39-мĕш çурт) техникăна тĕрĕслев витĕр кăларакан станци (СТО) кашни кунах 8 сехетрен пуçласа 18 сехетчен ĕçлет.

Водительсене шута илме:

февралĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çÿлерех асăннă автомашинăсене, Раççейĕн пур регионĕсенчен пулсан та, Вăрмарти автосервис ĕçченĕсем саккунпа пăхнă вăхăтра автомашинăсене саккунлă пăхса тухĕç. Страховани ыйтăвĕсене те кĕске вăхăтра татса парĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика