20 августа 2014 г.

Иртнĕ кунсенче Физкультурник кунне халалласа поселокри тĕп стадионта спорт мероприятийĕсем иртрĕç. Кашни çын пурнăçĕнче физкультурăпа спорт уйрăм вырăн йышăнаççĕ. Вĕсем пире вăй кÿреççĕ, кăмăла çирĕплетеççĕ, хавхалантараççĕ, хамăра шанса пурăнма пулăшаççĕ. Шăпах тĕрлĕ хусканусем тунипе, сывă пурнăç йĕркине тытса пынипе çын яланах ÿт-пÿ тĕлĕшĕнчен те илемлĕ, сывлăх енĕпе те çирĕп. Физкультура, спорт тата сывлăх - пĕр-пĕринпе çыхăннă тата çывăх ăнлавсем, вĕсемсĕр паян этем пурнăçĕ пулма пултараймасть.
Вăрмар районĕ спортпа туслă, пирĕн ентеш-чемпионсене районта кăна мар, республика, Раççей, тĕнче шайĕнче те пĕлеççĕ. Вăрмар тăрăхĕнче физкультурăпа спорт занятийĕсене ирттермелли майсем анлăлансах пыраççĕ, ял тăрăхĕсенче спортзалсене юсаса çĕнетеççĕ, нумай пулмасть 2009 çулта кăна-ха поселокра «Илем» физкультурăпа спорт комплексĕ туса лартнă, ачасемпе аслисем унта кунсерен сывлăха çирĕплетме çÿреççĕ. Çывăх вăхăтра тĕп стадиона реконструкцилеме палăртса хунă. Гарун Агацарский ăсчах çапла каланă: «Татах та лайăхрах пулас тесессĕн - хăвăнтан вăйлăраххипе, лайăхраххипе ăмăрт». Çак сăмахсем паян та хăйсен пĕлтерĕшне çухатман. Ку тĕрĕс сăмахсем. Мĕншĕн ăмăртусем ирттеретпĕр-ха эпир/ Ăмăртсан пирĕн хушшинче чи лайăххине, чи вăйлине, чи пултаруллине палăртайратпăр. Районта физкультурăпа, спортпа туслă çынсен йышĕ çулсерен ÿссе пыни çав тери лайăх, çавăнпа та пирĕн вĕсем валли пур условисем те туса пама тăрăшмалла, вĕсен интересне аталантарса пымалла. Спорта юратакансене уяв ячĕпе район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ - строительство, çул-йĕр тата коммуналлă хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ А.Тихонов, вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ Ю.Соколов, йĕркелÿпе контроль тата кадрсемпе ĕçлекен пайĕн ертÿçи Н.Павлов саламларĕç, пысăк çитĕнÿсем тума, сывлăх, ырлăх, хавхалану, лайăх кăмăл-туйăм сунчĕç. Сывă пурнăç йĕркине суйласа илекенсем эстафетăра чупрĕç, волеболла вылярĕç, кире пуканĕ çĕклерĕç, шывра ишрĕç, дартс, армспорт, сĕтел çинчи теннисла тата ытти вăйăсенче те ăмăртрĕç. Спорт вăййисемпе туслă пулни ĕçре çитĕнÿсем тума пулăшса пыни пирки никам та иккĕленмест. Çавăнпа та сывă пурнăç йĕркине яланах тытса пымалла, çавăн чухне ĕçре те пысăк çитĕнÿсем пулĕç, ĕмĕтленни çитсе пырĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Т.ВАЗЮКОВА.