АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пулас амăшĕсен фестивалĕ

20 августа 2014 г.

Пулас амăшĕсен фестивалĕ

Ача кĕтекен хĕрарăм - чи илемли, чи телейли, чи савăнăçли. Ачасен телейĕ - ашшĕ-амăшĕ çумра пулни, юратни. Кашни çыннăн хăйĕн пурнăçĕнче йывăç лартмалла, çурт хăпартмалла, ача çуратса ÿстермелле. Çемье çирĕп те телейлĕ пултăр тесен ытларах «эпир» сăмахпа усă курмалла, «эпĕ» сăмах алфавитри пекех юлашки вырăнта тăтăр.

Райадминистрацин ЗАГС пайĕн мăшăрлантару керменĕнче пĕрремĕш хут районти пулас амăшĕсен фестивалĕ иртрĕ. Кунта çамрăк пулас амăшĕсем пухăннă, вĕсене саламлама, хăйсен паха опычĕпе пайланма, тĕрĕс та усăллă канашсем пама ЧР юстици министрĕн çумĕ, ЗАГС пайĕн ертÿçи Г.Чернова, Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, районти тĕп больницăн акушер-гинекологĕ Е.Чапурина, Мăнçырмари Тихвински Турамăш Турăшĕн чиркĕвĕн настоятелĕ Леонид атте, Наталия матушка, Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти психолог Т.Никифорова килнĕ. Çавăн пекех вĕсене тĕрлĕ продукципе паллаштарма ача-пăча таварĕсене сутакан лавккисен представителĕсем те хутшăнчĕç, Вăрмарти тĕп библиотека ĕçченĕсем кĕнеке куравне йĕркеленĕ. Мероприятие райадминистрацин ЗАГС пайĕн пуçлăхĕ В.Волкова ертсе пычĕ. «Паянхи иртекен мероприятин тĕллевĕ - çемье хаклăлăхĕсене упрама вĕренесси, ача çуралассин тапхăрне тивĕçлĕ хатĕрленесси, амăшлăх, нумай ачалăх авторитетне çĕклесси», - палăртрĕ вăл.

Паянхи куна районта 164 ача кун çути курнă, пĕлтĕр çак тапхăрта 170 ача çуралнă. Вĕсенчен 43-шĕ çемьере пĕрремĕш ачасем, 74-шĕ - иккĕмĕш, 37-шĕ - виççĕмĕш, 3-шĕ - пиллĕкмĕшсем. «Анне» - чи хаклă сăмах, çавăнпа та кашни хĕрарăмăн çак сăмаха хăйсен пепкисенчен илтмелле пултăр.

Анне статусĕ кашни хĕрарăмшăн питĕ пĕлтерĕшлĕ.

Мĕн чухлĕ ăшă сăмах, кирлĕ сĕнÿсем, усăллă канашсем пулчĕç мероприятинче. Кашни ача кĕтекен çамрăк хĕрарăм хăйне валли мĕн те пулин усăлли илсе тухрĕ, тухрех. Çакăн йышши мероприятисене ытларах ирттермелли çинчен те каларĕç.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Т.ИВАНОВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика