16 августа 2014 г.
Агропромышленноç комплексĕн ветерансен союзĕ хăйĕн ĕçне лайăх пурнăçласа пырать. Çавна май районти агропромышленноç комплексĕн ветерансен союзĕн председателĕ Н.Васильевпа Пысăк Енккасси ял тăрăхĕн администрацийĕн специалисчĕ Р.Иванова мана Пысăк Енккассинче пурăнакан хисеплĕ çынсем патне илсе кайрĕç. Вĕсем Григорьевсен çемйине тахçантанпах пĕлеççĕ.
Сăмахран, Николай Васильевич Николай Петровича 1973 çултанпа паллать, çавăнпа та унăн пурнăçĕ пирки каламалли чылай пулчĕ, кашни саманта тĕплĕн каласа пачĕ. Пултаруллă та ĕçчен çынсем çинчен калаçма та кăмăллă, вĕсен пурнăç çăмхине сÿтсе явма та питĕ интереслĕ. Ялта вĕсен туслă çемйине пĕлмен çын çук. Ял хуçалăхра ĕçлени вĕсен сая кайман, çĕр ĕçне юратаканскерсем патне час-часах канашсемпе сĕнÿсем илме пыраççĕ. Хальхи ăрăва хăйсен паха опытне пама хĕрхенмеççĕ, мĕн пĕлнипе тараватлăн пайланаççĕ.
Пысăк Енккасси ялĕнче пурăнакан, районти пултаруллă çынсен «ылтăн» списокĕнче Николай Петрович Григорьевăн ячĕ те пур. Хăйĕн ĕçне вăл мĕн ĕлĕкренех тивĕçлĕ туса пынă, алă усса ларма вăхăт пулман, килте ăна тытма йывăр пулнă, яланах ĕçре вăхăтне ирттернĕ.
Николай Петрович Пысăк Енккассинче 1951 çулхи августăн 14-мĕшĕнче йышлă çемьере çуралнă. Çемйи чăнах та пысăк: ашшĕ-амăшĕ 9 ача çуратса ура çине тăратнă, вăл вара виççĕмĕш пулнă. Ашшĕ, Петр Григорьевич Григорьев, бригадирта, ферма заведующинче тăрăшнă. Амăшĕ, Зинаида Васильевна Григорьева, бригадăра хăмла çинче ĕçленĕ. Ачисене мĕн пĕчĕкрен ĕçе юратма хăнăхтарнă, пурне те тĕрĕс воспитани панă, пурăнма, ĕçлеме вĕрентнĕ. Шкулта 10 класс пĕтернĕ хыççăн, Н.Григорьев малалла пĕлÿ илме кайнă. 1968 çулта Свердловск хулинчи топографи училищине вĕренсе пĕтерет. Унтан геологи управленийĕнче Ухта хулинче экспедицинче тайгара ĕçленĕ. 1969-1971 çулсенче салтак тумне тăхăнса Инçетри Хĕвелтухăçĕнчи хĕсметре тăнă. Салтакран килсен 1972-1978 çулсенче «Динамо» колхозри автопаркĕнче токарь пулса ĕçленĕ, çак вăхăтра Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумне куçăмсăр вĕренсе пĕтернĕ. 1978 çултанпа вара Вăрмар районĕнчи 25-мĕш партсъезд ячĕллĕ совхозра инженер-механикра, тĕп инженерта ĕçленĕ. 2001-2006 çулсенче «Яниковское» акционерсен уçă обществинче директор çумĕнче тăрăшнă. Николай Петрович ырми-канми ĕçленĕ, çавăнпа та унăн наградăсем те нумай. 1974 çулта «1974 çулхи социализмла ăмăртăвĕн çĕнтерÿçи» ятне илнĕ, 1976 çулта вăл ВЛКСМ Тĕп комитечĕн «Пилĕкçуллăхăн çамрăк гвардеецĕ» пăхăр паллăна тивĕçет, 1979 çулта «Коммунизмла ĕçĕн ударникĕ» ятне тивĕçнĕ, 2003 çулта «Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ятне илнĕ. Ку ята ăна ахальтен паман. Ĕçрен нихăçан та хăраса тăман, пур ĕçе те хутшăннă. «Яниковское» хуçалăхра ĕçленĕ вăхăтра тĕрлĕ маркăллă 28 трактор пулнă. Николай Петрович ертсе пынă трактор паркĕнче 50 яхăн механизаторсем ĕçленĕ. Хăйсен ĕçне вĕсем пур кăмăлпа пурнăçланă. Калăпăр, ĕç калăпăшĕ 26 пин эталон-гектар пулмалла пулнă пулсассăн, 30 пин те 860 эталон-гектарпа танлашнă. Çак кăтарту район шайĕнче питĕ пысăк, лайăх пулнă. Пĕр тракторăн ĕç калăпăшĕ 1274 эталон-гектар пулнă. Ял хуçалăх отраслĕнче Николай Петрович 34 çул тăрăшнă.
70-мĕш çулсенче Пысăк Енккасси ялĕнчи «Динамо» колхоза Ыхра-çырма ялĕнче çуралса ÿснĕ Тамара Павловна ?Григорьева% Маркова ĕçлеме килет. Çамрăксем пĕр-пĕрне тÿрех асăрхаççĕ, шăпах çакăнта тĕл пулчĕç турă çырнине. Икĕ çул туслă çÿренĕ хыççăн, 1973 çулхи январĕн 7-мĕшĕнче, Раштав кунĕнче мăшăрланнă. Çавăнтанпах Григорьевсем пĕр-пĕрне хисеплесе, юратса пурăнаççĕ. Хуйхи-суйхине те, савăнăçне те пĕрле пайланă телейлĕ мăшăр. Ачи-пăчине ура çине тăратнă, сад ĕрчетнĕ, кил-çурт çавăрнă. 1973 çулта вĕсен пĕрремĕш ачи кун çути курнă, ывăл Андрей, вăл ЧР тава тивĕçлĕ юрисчĕ. Çемьеллĕ, мăшăрĕпе пĕрле икĕ ывăл çитĕнтереççĕ - Дениспа Рома. Иккĕмĕшĕ - Алина, Çĕрпÿ хулинчи хĕрарăмсен колонийĕнче повар профессие вĕрентет. Вĕсен икĕ хĕр çитĕнет - Анастасия тата Екатерина. Кĕçĕнни - Татьяна, юстици капитанĕ. Çемйипе Шупашкар хулинче пурăнать, пĕр ывăл Егор ÿсет вĕсен.
Тамара Павловна 1971-1999 çулсем хушши ĕне ферминче ĕçленĕ. Вăл вуннăмĕш пилĕкçуллăхĕн заданийĕсен тата йышăннă социализмла обязательствăсене пурнăçлас тĕлĕшпе тунă çитĕнÿсемшĕн Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕн Хисеп грамотине тивĕçнĕ, тăватă хутчен Чăваш обкомĕн КПСС членĕн кандидачĕ 8 çул хушши пулнă. Район, ял совечĕн депутатне суйланă. Ку вăл ахальтен мар - Тамара Павловна ĕçре яланах маттур пулнă, лайăх енĕпе анчах палăрнă. Ферма заведующийĕ пулнă май, вăл коллектившăн нумай тăрăшнă: рабочисем валли апатлану пÿлĕмне йĕркеленĕ, райĕçтăвком парнеленĕ тĕрлĕ тĕслĕ телевизора хĕрлĕ кĕтесе лартса каннă вăхăтра пăхма май туса панă. Вĕсен коллективĕ малти вырăнсене йышăнса пынă. Çулталăкне кашни ĕнерен 4 пин килограма яхăн сĕт суса илнĕ. Пĕр вырăнта ларма пĕлмен ашшĕ-амăшĕ, хăйсен ачисене те канăç паман, мĕн пĕчĕкрен ĕçпе туслаштарнă. «Ытларах ĕçленĕшĕн хамăра вăрçса та илес килет хăш чух, анчах халь тин урăхла пулма пултараймастпăр. Ĕç пирĕншĕн - пурнăç тыткăчи», - калаççĕ Тамара Павловнапа Николай Петрович. Вĕсем иккĕшĕ те ĕç ветеранĕсем. Ĕçчен, маттур çемьене ял-йыш та кăмăллать. Çуллахи вăхăтра вĕсен патĕнче мăнукĕсем хăналанаççĕ, çавăнпа та кил-картишĕ велосипедсемпе, мечĕксемпе пуян. Тивĕçлĕ канăва тухнă пулсан та ахаль ларма пĕлмеççĕ вĕсем: 1 гектар çĕр пур, çĕр улми лартаççĕ, выльăх-чĕрлĕх валли утă туса илеççĕ. Уйра ĕçлемешкĕн вĕсен трактор та пур, «тимĕр утта» вăл хăйех парăнтарать. Унсăр пуçне ĕне, пăру, 6 сысна, сурăхсем, чăх-чĕпсем усраççĕ. Пÿрт тулли чечек вĕсен, мĕн тĕрли çук кунта. Ачисемпе мăнукĕсем вĕсене яланах пулăшма хатĕр. Хĕлле пушă вăхăт çав-çавах ытларах, çавăнпа та сывлăха çирĕплетмешкĕн Николай Петрович йĕлтĕрпе чупать, спортзалта волейболла вылять. Николай Петрович пур енлĕ те пултаруллă: ĕçре те хăйне кăтартма пултарать вăл, юрă-ташăра та, спортра та. Ылтăн алăллă пулни урамранах палăрать.
Тĕреклĕ кил-çурт, пĕтĕм хуралтăна çĕнетсе анлăлатнă, пахчара кану вырăнĕ пур. Мăшăрĕ те маттур, апат-çимĕçе унран тутлăрах пĕçерекен таврара та çук! Вăл кил-çурта тирпей-илем кĕртессишĕн тăрăшать. Иккĕшĕ те ĕçчен, хастар, çамрăксен вĕсенчен вĕренмелли пурах.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Т.ВАЗЮКОВА.