16 августа 2014 г.

Районти çĕр ĕçченĕсем халĕ вырмара та, сухара та, акара та. Кам çуркунне акса-лартса хăварнă, халĕ кăткă пекех кĕшĕлтетет уй-хирте. Шăрăх çанталăка пăхмасăрах пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен тата çĕр улмин тухăçĕ малтанлăха палăртнă тăрăх аван пулмалла теççĕ çĕр ĕçченĕсем.
Хĕрлĕçыр. Ку ялти çынсем район центрĕнчен чылай аякра вырнаçнипе-ши ĕçченлĕхĕпе мĕн ĕлĕкренех ыттисенчен уйрăлса тăнă. Ялта çĕрпе ĕçлесе пурăнакансем чылайăн. «Сапаркин А.Г.», «Михайлов В.Н.», «Тихонов А.Н.» хресчен (фермер) хуçалăхĕсем лайăх ĕçлесе пыраççĕ. Паян сăмахăм А.Тихонов çамрăк пирки пырĕ. Паянхи куна вăл 70 гектар çĕрпе ĕçлесе пурăнать. Унта 30 гектарĕ çинче урпа, 35 гектар тулă, 5 гектарĕ çинче нумай çул ÿсекен курăксем çитĕнтерет. Çак çĕр çинче ĕçлеме СК-5 пĕр комбайн, ГАЗ-53 икĕ автомашина, МТЗ-82 трактор -1, ДТ-75 пĕр единица, тырă сортласа тасатакан ОВС-25. Ашшĕ-амăшĕ ăна мĕн пĕчĕкренех ĕçе хăнăхтарса çитĕнтернĕ. Çĕр ĕçĕ те уншăн ют мар. Анчах та хăй тĕллĕн хресчен (фермер) ĕçне пуçăнасси уншăн çăмăл пулманах ĕнтĕ. Комбайнпа(ÿкерчĕк çинче) тата ытти пур техникăпа та ĕçлеме пултарать вăл. Хальлĕхе ытларах килти çынсемпех ĕçлесе пыраççĕ-ха вĕсем. Хĕрÿ ĕççи вăхăтĕнче, вырмара, районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрпа килĕшÿ туса хăйсен ялĕнчи икĕ çынна - С.Сергеевапа А.Петрова йĕтем çинче ĕçлеттереççĕ. Район центрĕнчи аякри ялта ĕç вырăнĕ тупма та çăмăлах мар. Вĕсемшĕн вара ялтах ĕç вырăнĕ тупăнни таçта аякка кайса çÿренинчен лайăхрах. Алексей Николаевичăн тĕллевĕ пысăк, анчах та вăл ăна хальлĕхе вăрттăнлăхра упрать-ха. Ĕçĕ ăнса пырсан малашлăхра ĕмĕчĕсем те пурнăçланĕç-ха.
Тикаш. Шăрăх çанталăк условийĕсене пăхмасăрах уй-хирте тыр-пул аван çитĕнни палăрать. Акă, «Иванов Н.А.» хуçалăхĕнче йĕтем тулли сап-сарă урпа выртать. Комбайнсем уйра выраççĕ, кунта вара Ю.Иванов, П.Кабакова, А.Андреев тĕш тырăна тасатса сортлакан агрегатпа тирпейлесех пыраççĕ (ÿкерчĕк çинче). Кĕрхи тулăна та акма кондицие çитерессипе ĕçлеççĕ. Йĕтемре ĕç вĕресе кăна тăрать, ĕçлекенсем шÿтлеме те ÿркенсе тăмаççĕ, ĕçĕ те ăнса пырать.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.