АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр-аннен чăн-чăн ывăлĕ

11 августа 2014 г.

Çĕр-аннен чăн-чăн ывăлĕ

 

Кам-ха вăл çакă çын? Кам çинчен пуçланать калаçу? Хурав çапла: сăмах кунта ял хуçалăх производствин паллă организаторĕ пулнă, хăйĕн мухтавлă ĕçĕсемпе чапа тухнă, Вăрмар районĕнчи «Путь Ильича» колхоза 30 çула яхăн ертсе пынă, хуçалăха районта кăна мар, республикăра та мала кăларнă, вăл вăхăтра таврара пурте пĕлнĕ Иван Михайлович Михайлов çинчен пырать.

Пурăннă пулсан ыран вăл 85 çул тултарнă пулĕччĕ. Чăнахах та сумлă та пархатарлă пулчĕ унăн пурнăç çул-йĕрĕ.

И.Михайлов 1929 çулхи августăн 10-мĕшĕнче Арапуç ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Ялти шкулта вĕреннĕ, ачаранпах килти тата колхоз ĕçне кÿлĕннĕ. Вăрçă çулĕсенче ытти вуншар-вуншар ача-пăча пекех çитĕннĕ, ачисемпе пĕрле (ялта хĕрарăмсем, ватă çынсем, шкул ачисем кăна юлнă, вăйпитти арçынсем пурте фронтра ирсĕр тăшмана хирĕç çапăçнă) выльăх-чĕрлĕх пăхнă, утă çулнă, çурлапа тырă вырнă, вăрман каснă...

Вăхăт çитсен çитĕнсе çитнĕ çамрăк каччăна Совет Çарне илеççĕ. 1953 çулта салтакран таврăнсан пĕр çулталăк хушши вăл Хусанта, авиаци заводĕнче ĕçлет. Хăй каласа панă тăрăх ĕç укçи сахал илмен, ăна общежитире вырăн та панă, авлансан хваттер пама та шантарнă. Заводра çамрăк хитре хĕрсем нумайăн ĕçленĕ... Анчах та унăн чунĕ тăван çĕр еннех, Арапуç ялнех туртăнать. 1954 çулта киле таврăнать, колхозра ĕçлеме пуçлать, çемье çавăрать. Тăрăшулăхĕпе пултарулăхне кура ăна сысна ферма заведующийĕ пулма шанса параççĕ. Нумай вăй хурать вăл çак вырăнта. Фермăра ĕç дисциплини çирĕпленет, продукци туса илесси палăрмаллах ÿсет. Чĕре хушнипе вăл парти ретне кĕрет. Кĕçех ăна Шупашкара партипе совет шкулне вĕренме яраççĕ.

1965 çулта ытла та пысăк «Дружба» колхоза виçĕ пая пайласан Арапуçпа Çĕнĕ Кавал ялĕсенче уйрăм колхоз йĕркелеççĕ, ăна «Путь Ильича» ят параççĕ. Парти райкомĕ сĕннипе ?унăн пĕрремĕш секретарĕ вăл вăхăтра çамрăк та пултаруллă руководитель А.Борцов пулнă% июнь уйăхĕнче çĕнĕ колхоз председателĕ пулма партипе совет шкулĕнче вĕренекен И.Михайлова суйлаççĕ. Пуçланса каять те вара уншăн питĕ хĕрÿ те канăçсăр вăхăт. Кунне-çĕрне пăхмасăр ĕçлет çамрăк председатель. Çав вăхăтрах нумай çÿрет, курать малта пыракан хуçалăхсен опычĕпе паллашать, халăхпа, специалистсемпе, вăтам тытăмри руководительсемпе канашлать.

Тăрăшни, вăй хуни сая каймасть. Икĕ-виçĕ çул хушшинчех хуçалăхра ĕçсем палăрмаллах лайăхланаççĕ. 60-мĕш çулсен вĕçĕнче, 70-мĕш çулсен пуçламăшĕнче колхоз вара пур кăтартусемпе те малтисен ретне тухать.

Кашни гектартан 30-35 центнер тĕш тырă, 160-190 центнер çĕр улми, 11-12 центнер хăмла пухса илетчĕç хуçалăхра.

Выльăх апачĕ хатĕрлесси вара темиçе хут ÿснĕ. Çакна кура кашни 100 гектар çĕр пуçне аш-какай, сĕт туса илессипе колхоз районта пĕрремĕш вырăна тухнă. Аш-какай 100 гектар пуçне 150-170 центнер, сĕт 350-430 центнер пулнă. Ку кăтартусем республикăра та чи лайăххисен шутне кĕнĕ. Председателе вара Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăлаççĕ.

Иван Михайлович районта та, республикăра та вăл тапхăрти питех те пысăк та кирлĕ ĕçе, мелиораци ĕçне, пуçласа яракансенчен пĕри пулчĕ.

Ватăрах çынсем астăваççĕ ĕнтĕ: Ара шывĕн çыранĕсен тăршшĕпех, вăрман хĕррипе, шурă тĕмлĕ темиçе çĕр гектар çĕр сарăлса выртатчĕ. Вĕсене темле сухаласан та, тем аксан та тухăç çав тери пĕчĕкчĕ. 60-мĕш çулсен вĕçĕнче Иван Михайлович пуçарăвĕпе асăннă пĕчĕк юхан шыв тата ытти çырмасен тăршшĕпех колхоз вăйĕпе пĕвесем турĕç, вĕсене шывпа тултарчĕç, хĕррине вуншар-вуншар пин йывăç лартрĕç. Çак çĕрсене çуллахи вăхăтра шăварма «Фрегат», «ДДН» тата ытти техника илсе вырнаçтарчĕç, наука хушнă пек минераллă удобренисемпе апатлантарма пуçларĕç. Çĕрсене тĕрĕс сухаласа, культиваци туса клевер, люцерна, тимофеевка тата ытти нумай çул ÿсекен курăксем акрĕç. Вĕсене çирĕплетнĕ графикпа çу тăршшĕпех шăваратчĕç. Шăваракан çĕрсен лаптăкĕ 80-мĕш çулсен пуçламăшĕнче 600 гектара çитрĕ, питĕ усăллă пулчĕ ку колхозшăн. Çак çĕрсем çинче кашни çулах çĕршер тонна утă хатĕрлетчĕç, кашни гектартан 400-450 центнер симĕс курăк çулса вĕтетсе пиншер-пиншер тонна сенаж е силос хуратчĕç. Кунтах мăйракаллă шултра выльăх валли çуллахи лагерь тунăччĕ. Талăкĕпех симĕс курăк çинче çÿресе, ăна çисе ĕнесем ?вĕсен шутне 380 пуçа çитернĕччĕ% талăкра 12-14 кг сĕт антаратчĕç.

Хуçалăхра çавăн пекех хăмла, çĕрулми, выльăх кăшманĕ, кукуруза лаптăкĕсене те шăваратчĕç.

20 ытла пĕве тунисĕр пуçне ял хуçалăх культурисен те çĕршер-çĕршер гектарне шăварнипе пĕрлех тăпра эрозийĕпе çине тăрса пĕлсе кĕрешетчĕç хуçалăхра. Çÿлерех каларăмăр ĕнтĕ, çырмасем хĕррипе, вĕсем пуçланнă вырăнсене вуншар гектар йывăç лартнăччĕ. Халĕ ĕнтĕ вĕсем çитĕннĕ вăрмансемех пулса кайнă, Иван Михайловича асăнса кашласа ларнă пекех туйăнаççĕ... Колхоз мелиораци енĕпе мĕнле ĕçленине, эрозипе кĕрешнĕ опытне вĕренме, тĕпчеме кунта темиçе хутчен те семинар-канашлусем ирттернĕччĕ, вăл шутра пĕтĕм çĕршывран ?Союзран% пухăннă специалистсемпе руководительсемпе те.

Ял хуçалăх продукцине туса илессине ÿстерме, паллах ĕнтĕ, производство базине те тăтăшах аталантарса пымалла пулнă. Иван Михайлович тăрăшнипех хуçалăхра 2500 пуç сысна çитĕнтерекен, сăвакан 400 ĕне вырнаçмалăх комплекс, темиçе уйрăм выльăх витисем тунăччĕ, вĕсенче пĕтĕм ĕçе механизациленĕччĕ. Машинăпа трактор паркне те çĕнĕрен тунăччĕ. Мĕнпур техника: автомашинăсем, тракторсем, комбайнсем тата ытти те, ăшă гаражсенче упранатчĕç, мастерскойĕнче вара тем тĕрлĕ станок та ĕçлетчĕ. Производство ыйтăвĕсене ăнăçлăн татса панипе пĕрлех Иван Михайлович колхозниксен, мĕнпур ял-йыш пурнăçне лайăхлатма питĕ нумай тăрăшатчĕ. «Ялти çыннăн пурнăçĕ хулара пурăнакансенчен япăхрах пулмалла мар», - тетчĕ вăл. Çак тĕллевпе Арапуç ялĕнче Культурăн, вăтам шкулăн çĕнĕ çурчĕсене, участок больницин корпусне, 160 вырăнлăх ача-пăча садне, суту-илÿ центрне тунăччĕ. 80-мĕш çулсен варринчех Вăрмарпа Арапуç ялĕ хушшинче асфальт сарнă çул турĕç, хуçалăха, яла çут çанталăк газĕ кĕртес ĕçе те 90-мĕш çулсен пуçламăшĕнчех вĕçлерĕ Иван Михайлович. Халăхпа калаçнă чухне вăл яланах: «Пирĕн тата лайăхрах, капитально ĕçлемелле», - тетчĕ.

Унăн ĕçне пысăка хурса хакласа эпир шÿтлесе ăна «Иван Строитель», «Иван Капитальнăй» тесе чĕнеттĕмĕр. Килĕшетчĕ ăна çак ят...

Колхозра вăл полиэтилен пленкинчен пакетсем тăвакан цех та йĕркелерĕ, лаша урапи, çуна та тăватчĕç Арапуçсем. Нумай тупăш панă çакă хуçалăха. Чи кирли вара колхозниксем валли ĕç вырăнĕсем туни, продукци тăрăх ĕç укçи тÿлени пулнă. Ĕç укçи тесен вăл пур производство участокĕсенче те çулран-çул ÿссе пыратчĕ. Ферма ĕçченĕсем, механизаторсем вара уйăхра вăтамран 200-300 тенкĕ ĕçлесе илетчĕç. Пысăк укçа пулнă ку вăл вăхăтра. 1985 çулхи июнь уйăхĕн пуçламăшĕнче пирĕн района парти обкомĕн ял хуçалăх енĕпе ĕçлекен секретарĕ А.Леонтьев тата СССР Центральнăй Комитечĕ çумĕнчи парти контролĕн Комитечĕн инспекторĕ килчĕ. Шел пулин те унăн хушаматне халĕ астумастăп ĕнтĕ. Кăнтăрлаччен 3 хуçалăхра пултăмăр. Апат хыççăн «Путь Ильича» колхоза кайрăмăр. Производствăн пур участокĕсенче те пулнă, уйрăмах мелиораци ĕçĕсемпе паллашнă, нумай çул ÿсекен курăксене шăварнине шывпа çырансем таранах тулнă пĕвесене, алăпа лартнă вуншар гектар çамрăк вăрмансене курнă хыççăн КПК инспекторĕ, шурă çÿçлĕ, нумай курнă ватă çын, Иван Михайловича çапла каларĕ: «Патшалăхшăн, халăхшăн питĕ кирлĕ, усăллă çын эсир, тăван çĕр-аннен чăн-чăн ывăлĕ». Çакă, паллах ĕнтĕ, Иван Михайловичшăн пысăк хак пулчĕ. Кун хыççăн вăл председательре татах та 10 çул ĕçлерĕ, пĕтĕмпе вара 30 çула яхăн. 1995 çулхи февраль уйăхĕн вĕçĕнче пенсие тухрĕ. Анчах та пĕр уйăх каннă хыççăн чăтаймарĕ: çĕнĕрен йĕркеленĕ «Родина» колхоз, ?Кивĕ Шулханпа Эçпепе ялĕсем% председателĕнче ĕçлеме пуçларĕ. Кĕске вăхăтрах кунта та питĕ нумай тума ĕлкĕрчĕ вăл... Питех те шел: пĕр вăхăт йывăр чирленĕ хыççăн 1999 çулхи мартăн 16-мĕшĕнче пурнăçран яланлăхах уйрăлса кайрĕ. 70 çула та çитеймерĕ çак тĕлĕнмелле ĕçчен те пултаруллă çын. Унăн ячĕ вара ĕмĕрлĕхех Арапуç ялĕн, Вăрмар район историне кĕрсе юлчĕ. Унăн ĕçĕсем вилĕмсĕр. Сăмахăм вĕçĕнче Иван Михайлович çемйи çинчен кĕскен каласа хăварасшăн. Унăн мăшăрĕ, Матрена Ипатьевна, Иван Михайловича чун-чĕререн юратса, хисеплесе, ăна ăнланса пурăннă. Вăл 25 çул хушши районти финанс пайĕнче инспектор пулса ĕçлерĕ, каярахпа - комбикорм завочĕн главнăй бухгалтерĕ пулчĕ. Пенсие тухсан та Арапуçĕнчи ача-пăча сачĕн заведующийĕнче ĕçлерĕ. Ватăлăх кунĕсенче мăнукĕсене пăхса пурăнчĕ, вĕсене тĕрĕс воспитани парассишĕн нумай тăрăшрĕ. Анчах та унăн ĕмĕрĕ те вăрăм пулмарĕ. Матрена Ипатьевна 2004 çулхи июнĕн 1-мĕшĕнче çĕре кĕчĕ, çитмĕл пиллĕкреччĕ вăл ун чухне...

Михайловсем виçĕ ача пăхса çитĕнтерчĕç, вĕсене халăхшăн, çĕршывшăн усăллă çынсем турĕç. Асли, Николай Иванович, Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн нумай çул хушши çемйипе Çĕнĕ Шупашкар хулинче пурăнчĕ, кунтах ĕçлерĕ. Халĕ тăван ялĕнче, Арапуçĕнче, пурăнать. Вăтамми, Надежда Ивановна, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультетĕнчен вĕренсе тухрĕ. Ун хыççăн яла таврăнчĕ, Арапуç каччипех, Николай Петровичпа, çемье çавăрчĕ, пенсие тухичченех вырăнти вăтам шкулта истори учителĕ пулса ĕçлерĕ. Кĕçĕнни, Галина Ивановна, медсестра специальноçне алла илчĕ. Шупашкарта ĕçлерĕ, çемйипе кунтах пурăнчĕ. Анчах та 3 çул каялла вăхăтсăрах, 49 çултах, çĕре кĕчĕ. Мĕн тăвăн ĕнтĕ, кашнинех хăйĕн кун-çул... Иван Михайловичпа Матрена Ипатьевнăн пĕтĕмпе 8 мăнук, 9 кĕçĕн мăнукĕ. Мăнукĕсем ĕçлеççĕ, вĕренеççĕ, кĕçĕн мăнукĕсем те çитĕнсе пыраççĕ. Апла пулсан Михайловсен йăхĕ малаллах тăсăлать. Малашне те çаплах пултăр.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: В.АЛЕКСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика