02 августа 2014 г.

Мускав тата Пĕтĕм Руçри Святейший Патриарх Кирилл тата Синод комитечĕн председателĕ, Ставрополь тата Невиномысски тăрăхĕнчи Кирилл епископ пилленипе Оренбургри казак çарĕ Раççейре тата тĕнчере Табынски Турамăш Турăшĕн (иконĕн) чи пысăк Хĕреслĕ çулне тепĕр хут пуçарса янă. 1848 çултан пуçласа 1919 çулччен Хĕреслĕ çул Урал, Çĕпĕр тата Атăлçи кĕпĕрнисенче çулталăкĕпех пынă пулнă. Çак вăхăтра вăл патшалăх пĕлтерĕшлĕ пулнă. Вăл Мăн кун хыççăнхи 9-мĕш эрне кун хыççăн пуçланнă та тепĕр çулталăкран Мăн кун умĕн таврăннă. Вăл халĕ Пушкăрт Республикинчи Гафурийск районĕнчи Табынски салинче Христос пĕлĕте çĕкленни ячĕллĕ чиркÿре упранать.
Табынски Турамăш Турăшĕ (иконĕ) Раççейре пин çул каяллах Тĕлĕнмелле хăватсем тăвакан, вăйсем кăтартакан 36 Турăшран (иконăран) пĕри шутланнă. Ăна Раççейри казаксене хÿтĕлекен тесе хисеплеççĕ.
2010 çулхи июнĕн 3-мĕшĕнче, Красноусольск хули çывăхĕнче Табынски Турамăш Турăшĕ (иконĕ) çынсен куçне курăннă кун, тепĕр хут Хĕреслĕ çула тухнă. Вăл пĕр чарăнмасăр кашни кун историлле вырăнсенче пулнă. Иртнĕ кунсенче вăл Канашпа Тăвай епархине кĕрекен районсене те çитнĕ. Июль уйăхĕн вĕçĕнче Табынски Турамăш Турăшĕ (иконĕ) пирĕн районти халăхпа тĕл пулса районта вырнаçнă чиркÿсенче кĕлĕ ирттернĕ. Мĕн ĕлĕкрен халăх Турра ĕненсе чиркĕве çÿресе ырлăх, сывлăх тата ыттине те ыйтса кĕлĕ тунă. Пысăк праçниксенче е уйрăм çветтуйсен ячĕпе тата тĕлĕнмелле хăватсем кăтартакан Турăшсене халалласа хĕрессем, хоругвисем тата ытти Турăшсене (иконĕсене) йăтса çула тухнă. Çакна чиркÿсенче службăра тăракан священниксемпе пĕрле Турра ĕненекенсем тата ытти халăх та хутшăнма тăрăшнă. Вĕсем çула тухса Турăран пиллĕх илнĕ, ырлăх-сывлăх ыйтнă, çавăн пекех Хĕреслĕ çул хăш вăхăтра пулнă çав майĕпе кĕлĕ тунă. Турă илтĕ, пиллĕх парĕ тенĕ. Çапла çула тухса кĕлĕ туни вĕсем утса пыракан çул-йĕре, кĕрсе тухнă ялсене, хуласене тасатать, унпа пĕрлех халăхсене Турă çинчен каласа парать, Турă вăй-хăвачĕпе паллаштарать, ĕненÿлĕхпе шанчăк çуратать. Табынски Турамăш Турăшĕ (иконĕ) пирĕн районта пулса халăхсен пуçĕ çийĕн иртни, çак Турăша (иконăна) халалласа ирттернĕ кĕлĕре тăни тĕне ĕненекенсене хавхалантарса янă, чунра шанчăклăх çуратнă. Вĕсем çакăн пек сăваплă çула тухса Турă умĕнче ÿкĕнсе йăлăнаççĕ, халăх умĕнче Турă çинчен каласа ăнлантараççĕ, унăн вăй-хăвачĕ çинчен пĕлтереççĕ.
Табынски Турамăш Турăшĕ (иконĕ) пире тĕрлĕ инкексенчен, вăрă-хурахла тапăнасран хÿтĕлесе тăракан тата çул кăтартса ертсе пыракан Тĕлĕнмелле хăватсем тăвакан тесе халăх кĕлĕ тунă, Турă умĕнче йăлăнса ыйтнă. Çак Хĕреслĕ çула тухнисем малалла ытти районти çынсемпе те тĕл пулĕç.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.