АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕрÿ ĕççи вăй илсех пырать

30 июля 2014 г.

Хĕрÿ ĕççи вăй илсех пырать

Районта хĕрÿ ĕççи вăй илсе, аталансах пырать. Хресчен (фермер) хуçалăхĕсемпе ял хуçалăх предприятийĕсенче вăй хуракансем кашни уяр кунпа туллин усă курса юлас теççĕ. Тыр-пула агротехника требованийĕсене пăхăнса кĕске вăхăтра пухса кĕртессишĕн тăрăшаççĕ. Вырма ĕçĕсем еплерех пулса пынипе района ертсе пыракансем тăтăшах интересленсе тăраççĕ, вырăна çитсе кураççĕ.

Акă, иртнĕ кунсенче кăна райадминистрацин пуçлăхĕ К.Никитин тата ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Д.Иванов «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрики» акционерсен уçă обществинче пулса уй-хир ĕçĕсемпе паллашрĕç.

Хуçалăхра кĕрхи тата çурхи пĕрчĕллĕ культурăсем 1740 гектар çинче вырнаçнă. Чи малтанах вĕсем кĕркунне акса хăварнă «Харьковский» тулă уйне вырма тухнă. Кунта виçĕ комбайн - «Енисей» тата “ACROS-530” икĕ комбайн. Мăнаçлăн çÿреççĕ вĕсем уйра, ахальтен каламан ĕнтĕ вĕсене «хир карапĕсем» тесе. Штурвал умĕнче ăста комбайнерсем: Валерийпе Владимир Алексеевсем тата В.Яковлев, вĕсене пулăшса пыраканĕсем А.Никитин, А.Дмитриев, А.Степанов.

Хуçалăх руководителĕ Н.Петров каланă тăрăх, малтанлăха палăртнипе, ку уйри лаптăкран кĕрхи тулă пĕр гектартан 25 центнер тухасса шанаççĕ. Кăçал «Московская-56» кĕрхи тулă ăнса пулнине палăртмалла, унран Кивĕ Вăрмарсем тухăç ытларах кĕтеççĕ-ха, малтанлăха палăртнă тăрăх пĕр гектар пуçне 30-35 центнер тухăç пуласса ĕмĕтленеççĕ. Вырмапа пĕрле кĕрхи пĕрчĕллĕ культурăсене акса хăварма çĕр те хатĕрлеççĕ. Паянхи куна вĕсем 600 гектар ытла сухаланă. «Урмарская» ăратлă кайăк-кĕшĕк фабрикинче вăй хуракансем вырмана агротехника требованийĕсене пăхăнса кĕске вăхăтра вĕçлессе шаннине пĕлтерчĕ Константин Владимирович вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашнă май. Районта кĕрхи пĕрчĕллĕ культурăсене вырнипе пĕрлех çĕр улми те кăларма тытăннă. «О.А.Иванова хресчен (фермер) хуçалăхĕнче çĕр улмине 40 гектар çинче лартнă. Халĕ вĕсенчен «Импала» сортлине кăларма тытăннă. Кăçал çĕр улми аван тухмалла, малтанлăха палăртнă тăрăх, пĕр гектар çĕр пуçне 150 центнер тухать тесе палăртаççĕ.

Çитĕнÿ тăрăшмасăр пулмасть. Хуçалăхра интенсивлă технологисене пăхăнса, кашни сорта ăçта, мĕнлерех вырăнта лартмаллине пĕлсе тĕллевлĕ ĕçлеççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ ку хуçалăхра Çĕр улми уйĕн кунĕ иртнĕ. Вĕсен опычĕпе ыттисем те паллашнă. «Ял хуçалăх продукчĕсене туса илни çеç çителĕксĕр, ăна вырнаçтармалла та, хакне кăлармалла», - теççĕ кунти ĕçченсем. Ку хуçалăхра çитĕнтернĕ çĕр улмине туянас текенсем çителĕклех, ани çинченех килсе илсе каяççĕ.

Халĕ çĕр çинче акса-лартса илекенсен пурин те хĕрÿ вăхăт - ĕççи. Ăна вара кашниех кĕске вăхăтра вĕçлес тесе тăрăшать.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Н.ШИШКИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика