АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕненÿ вăй-хăват хушать, пурăнма пулăшать

28 июля 2014 г.

Ĕненÿ вăй-хăват хушать, пурăнма пулăшать

Мĕн ĕлĕкрен халăх Турра ĕненсе чиркĕве çÿресе ырлăх, сывлăх тата ытти те ыйтса кĕлĕ тунă. Пысăк праçниксенче е уйрăм çветтуйсен ячĕпе тата тĕлĕнмелле хăватсем кăтартакан Турăшсене халалласа хĕрессем, хоругвеисем тата ытти Турăшсене ?икона% йăтса çула тухнă.

Мускав тата Пĕтĕм Руçри Святейший Патриарх Кирилл тата Синод комитечĕн председателĕ, Ставрополь тата Невиномысски тăрăхĕнчи Кирилл епископ пилленипе Оренбургри казак çарĕсем Раççейре тата тĕнчере Табынски Турамăш Турăшĕн чи пысăк Хĕреслĕ çулне тепĕр хут пуçарса янă.

1848 çултан пуçласа 1919 çулччен Хĕреслĕ çул Урал, Çĕпĕр тата Атăлçи кĕпĕрнисенче çулталăкĕпех пынă пулнă.

Çак вăхăтра вăл патшалăх пĕлтерĕшлĕ пулнă. Вăл Мăн кун хыççăнхи 9-мĕш эрне кун хыççăн пуçланнă та тепĕр çулталăкран Мăн кун умĕн таврăннă. Табынски Турамăш Турăшĕ Раççейре пин çул каяллах Тĕлĕнмелле хăватсем тăвакан, вăйсем кăтартакан 36 Турăшран пĕри шутланнă. Ăна Раççейри казаксене хÿтĕлекен тесе хисеплеççĕ.

2010 çулхи июнĕн 3-мĕшĕнче, Красноусольск хули çывăхĕнче Табынски Турамăш Турăшĕ çынсен куçне курăннă кун, тепĕр хут Хĕреслĕ çула тухнă. Вăл пĕр чарăнмасăр кашни кун историлле вырăнсенче пулать. Халĕ Канашпа Тăвай епархине кĕрекен районсене çитнĕ, кĕçех Табынски Турамăш Турăшĕ пирĕн районти халăхпа тĕл пулĕ. Тăванăмăрсем, пирĕн те вĕсемпе пĕрле Хĕреслĕ çула тухса хамăрăн пуласлăхшăн, лăпкăлăхшăн Турра тархаслар.

Вăл пирĕн районта çак кунсенче иртет:

Июлĕн 29-мĕшĕнче, 15-00 сехетре Мăнçырмари Тихвински Турамăш Турăшĕн чиркĕвĕнче. Çак кунах 17-00 сехетре нумай асап курса вилнĕ Георгий -Çĕнтерÿçĕн Тикашри чиркĕвĕнче - настоятелĕ Л.Ермолаев, протоиерей.

Июлĕн 30-мĕшĕнче, 10-00 сехетре Петрпа Павел Çветтуй апостолсен Шăхальти чиркĕвĕнче - настоятелĕ Т.Тимофеев, протоиерей.

Июлĕн 30-мĕшĕнче, 13-00 сехетре Тĕлĕнмелле хăватсем тăвакан Çветтуй Николай Чудотворецăн Арапуçĕнчи чиркĕвĕнче - настоятелĕ Л.Ермолаев, протоиерей.

Июлĕн 30-мĕшĕнче, 16-00 сехетре Хусанти Турамăш Турăшĕн Чупайĕнчи чиркĕвĕнче - настоятелĕ Н.Архипов, иерей.

Июлĕн 31-мĕшĕнче, 10-00 сехетре Çветтуй Симеонăн Паттири чиркĕвĕнче - настоятелĕ Н.Архипов, иерей.

Июлĕн 31-мĕшĕнче,13-00 сехетре Иоанн Богословăн Энĕшпуçĕнчи чиркĕвĕнче - настоятелĕ И.Васильев, иерей.

Июлĕн 31-мĕшĕнче, 16-00 сехетре Турăн Таса Амăшĕн хÿтлĕхĕн ?Покров% Пăртасри чиркĕвĕнче - настоятелĕ И.Степанов, протоиерей.

Августăн 1-мĕшĕнче, 10-00 сехетре Михаил Архистратигăн Вăрмар поселокĕнчи чиркĕвĕнче. Çак кунах 15-00 сехетре Таса Троицăн Чулкасри чиркĕвĕнче - настоятелĕ В.Байгушев, протоиерей.

Августăн 2-мĕшĕнче, 10-00 сехетре Христос пĕлĕте çĕкленни Вăтакас чиркĕвĕнче - настоятелĕ И.Степанов, протоиерей.

Çак кашни çул пулакан Хĕреслĕ çул Пушкăртстанри Табынск салинчен пуçланса унтах каялла çитсе вĕçленет. Вĕсем çакăн пек сăваплă çула тухса Турă умĕнче ÿкĕнсе йăлăнаççĕ, халăх умĕнче Турă çинчен каласа ăнлантараççĕ, унăн вăй-хăвачĕ çинчен пĕлтереççĕ.

Табынски Турамăш иконĕ пире тĕрлĕ инкексенчен, вăрă-хурахла тапăнасран хÿтĕлесе тăракан тата çул кăтартса ертсе пыракан Тĕлĕнмелле хăватсем тăвакан турăш. Вăл пирĕншĕн Турă умĕнче йăлăнса ыйтать, эпир мĕн ыйтнине часах çитерет. Турăн Таса амăшĕ пирĕншĕн Турра тархасла. Аминь.

 

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Л.ЕРМОЛАЕВ, протоиерей.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика