АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Парк çĕнĕ комбайнпа пуянланчĕ

19 июля 2014 г.

Парк çĕнĕ комбайнпа пуянланчĕ

Республикăн хăш-пĕр районĕсенче пĕрчĕллĕ культурăсене пухса кĕртме тытăннă, ку ĕçе кĕçех пирĕн районта та тытăнĕç. Унччен малтан районти хресчен (фермер) хуçалăхĕсем техника паркне çĕнетме май тупаççĕ.

Иртнĕ кунсенче «Г.Н.Ямуков» хресчен (фермер) хуçалăхне тĕш тырă пухса кĕртмелли çĕнĕ йышши “ACROC 580” комбайн илсе килнĕ. Ямуковсен техника паркĕ тепĕр çĕнĕ комбайнпа пуянланчĕ. Вĕсен халĕ 5 комбайн, çав шутра виççĕшĕ «Нива-эффект», тепри - «Вектор», халĕ илсе килнĕ çĕнĕ комбайн вара - пиллĕкмĕш. Тракторсен йышĕ 12 единица, çĕр улми пухса кĕртмелли «GRIMME” комбайн пур. Ĕçлес текен майне тупатех çав, ку хуçалăхра кашни çул тенĕ пекех çĕнĕрен те çĕнĕ техника туянма тăрăшаççĕ. Хальхи вăхăтра вĕсен 1202 гектар пĕрчĕллĕ культурăсем, 200 гектар çĕр улми, нумай çул ÿсекен курăксем 325 гектар йышăнаççĕ. Хуçалăхра паян тесен паян пĕрчĕллĕ культурăсене пухса кĕртме хатĕр. Мĕн акса хăварнине кĕске вăхăт хушшинче пухса кĕртме техники те механизаторĕсем те çителĕклĕ. «Г.Н.Ямуков» хресчен (фермер) хуçалăхĕ паянхи кун районта лайăх аталанса пыракан хуçалăхсенчен пĕри. Çĕнĕ комбайн туянни хуçалăха татах лайăхрах аталанма майсем туса парасса шансах тăратпăр. Халь тин илсе килнĕ комбайн та ĕçе хăвăртлатма пулăшĕ, аграри бизнесне татах та çĕклеме май парĕ», - тет райдминистрацин ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Д.Иванов çĕнĕ техникăпа кăмăллă пулнине палăртса.

Ĕçлекене паян патшалăх та пулăшать, алла çеç усса лармалла мар. Çакна вара ĕçчен фермер тахçанах ăнланса илсе хăйĕн пултарулăхĕпе районта кăна мар, республикăра та палăрса тăрать.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика