30 января 2013 г.
Кивĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул çумĕнче шкул çулне çитмен ачасен ушкăнне 1998 çулта уçнă.
Кунта ачасене вĕрентÿпе воспитани парас ĕçĕн тĕрлĕ формисене пурнăçа кĕртме пур условисем те пур. Ушкăнри 2-6 çулхи ачасем пурте пĕрле килĕштерсе пурăнаççĕ. Анчах та ача садне çÿрес текенсен шучĕ кашни çулах ÿссе пырать. Шел пулин те пурин валли те вырăн çук. Çавăн пирки ялти ача садне çитес вăхăтра юсаса хута ярасса ашшĕ-амăшĕ шансах тăрать. Шкул çулне çитмен ачасен ушкăнне 2 воспитатель тата пĕр воспитатель пулăшаканĕ ачасене пур енлĕ аталанма тĕрлĕ ĕçсем туса ирттереççĕ.
Ачасен калаçу чĕлхине аталантарма мероприятисене чăвашла тата вырăсла ирттерме тăрăшатпăр.
Тавра курăма аталантармалли занятисем кăсăклă иртеççĕ. Акă, сăмахран, «Пĕлÿ тĕнчине çул çÿреве тухни» темăпа интеллектуаллă вăйă ирттертĕмĕр. Кунта ачасен математика шухăшлавне аталантармалли ĕçсем кĕртсе тĕрлĕ заданисем пурнăçламалла пулчĕ. Ку вăйăра 4-6 çулхи ачасем хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç. Тĕрлĕ уявсенче ачасен ашшĕ-амăшĕсене чĕнсе те ачасен пултарулăхĕпе паллаштарасси йăлана кĕрсе пырать. Ку уявсенче ачасем тĕрлĕ сценкăсем кăтартнипех пĕрлех сăвăсене илемлĕ те сасса кирлĕ пек улăштарса калама пултарни питех те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакăн евĕр мероприятисенче ачасен пултарулăхĕ мĕн пĕчĕкренех аталанса пыни курăнать. Акă, сăмахран, «Анне тĕнчере пĕрре» ятпа ирттернĕ уявра ачасем сăвăсем вуланă чухне амăшĕсен куçĕсем те шывланчĕç. Ачасене мĕн пĕчĕкренех тĕрлĕ ĕçсем тума вĕрентессине те тимлĕх уйăратпăр. Уйрăмах ачасен ал ĕç ăсталăхне аталантарассипе те нумай ĕç туса ирттертĕмĕр. Кĕрхи çанталăк пуянлăхĕпе усă курса ачасем тĕрлĕ чĕрчунсен сăнарĕсене ăсталарĕç, çут çанталăк илемне те тĕрлĕ кĕрхи япаласемпе усă курса ăсталани куракансене те килĕшрĕ.
Ачасемпе ытларах юмахсем тăрăх хатĕрленĕ инсценировкăсем те лартатпăр. Акă нумаях пулмасть «Çарăк» юмах тăрăх лартнă инсценировкăна ачасем питĕ пултаруллă тата пысăк ăсталăхпа выляса кăтартрĕç. Юмах тăрăх лартнă сценкăсем валли костюмсене те ачасен ашшĕ-амăшĕсем пулăшнипе хатĕрленĕ.
Кашни уяв умĕн ачасен вăйĕпе пĕчĕк концерт хатĕрлетпĕр. Кунта уйрăмах аслă çулхи ачасем хăйсен пысăк ăсталăхне кăтартаççĕ.
Ачасен сывлăхне тĕреклетесси куллен кун туса пыракан ĕçсенчен пĕри пулса пырать. Кашни кун ирхине ачасемпе тĕрлĕ хусканусем тăвасси йăлана кĕнĕ. Çавăн пекех сывлăх темипе тĕрлĕ мероприятисем те ирттеретпĕр. Тĕслĕхрен, «Спортпа туслă пулсан - çирĕп сывлăхлă пулан», «Хаваслă стартсем» тата ытти те.
Хĕллехи ăшă кунсенче кашни кунах урамра тĕрлĕ вăйăсем вылясси те ачасене питĕ килĕшет.
Кайăксем пирĕн туссем пулнине те кулленех асра тытса тăратпăр. Хĕллехи сивĕ кунсенче кайăксене апатлантарма ятарлă сырăшсем те туса çакрăмăр. Унта апатне те хурсах тăратпăр. Çанталăка сăнама вĕрентессине те мĕн пĕчĕкренех хăнăхтарса пымалла. Кайăксене апат панă чухне йывăçсене сăнатпăр. Çут çанталăкра пулакан улшăнусене те ачасене ăнлантарса паратпăр. Акă, сăмахран, йывăçсене пас тытни хăçан пулнине те ăнлантаратпăр. Ачасем хĕллехи ăшă кунсенче юр кĕлеткисем, тĕрлĕ чĕр чунсен кÿлеписене тăвассипе тимлесе ĕçлеççĕ.
Çапла вара ачасемпе кашни кун тĕрлĕ ĕçсем туса пырса вĕренсе пур енлĕн аталантарма тăрăшатпăр.