16 июля 2014 г.

Июлĕн 11-мĕшĕнче «Сингента» тулли мар яваплă обществăпа пĕрле пирĕн районта çĕр улми уйĕн кунĕ иртрĕ. Унччен вăл Комсомольски, Шăмăршă, Шупашкар тата ытти районсенче те иртнĕ, кăçал вара çĕр улми уйĕн кунне Вăрмар тăрăхĕнче ирттерме палăртнă. Мероприятие Энĕшпуç ял тăрăхĕнчи «О.А.Иванова» хресчен (фермер) хуçалăхĕнче йĕркелесе ирттернĕ, кунта ЧР ял хуçалăх Министерствин представителĕ А.Григорьев, «Сингента» представителĕсем - Г.Тихоновпа А.Николаев, райадминистрацин ял хуçалăх пайĕн пуçлăхĕ Д.Иванов, тĕп агрономĕ Н.Николаев, «Раççей ял хуçалăх центрĕ» федераци патшалăх учрежденийĕн Чăваш Енри филиалĕн Вăрмарти уйрăмĕн пуçлăхĕ С.Семенов, районти хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ертÿçисем, специалисчĕсем хутшăнчĕç.
«Сингента» - тĕнчери чи пысăк компанисенчен пĕри. Темиçе çул ĕнтĕ агробизнесра лидер пулса пырать, мĕншĕн тесен унăн продукцийĕ паха, ассортименчĕ пысăк: ял хуçалăх культурисене хÿтĕлемелли 360 ытла гибридсем тата 74 ытла сăтăр кÿрекенсенчен сапмалли им-çамсем туса кăларать. «Сингента» компани уй-хир культурисене, пахча-çимĕçсене хÿтĕлемелли им-çамсем туса кăларасси çинче специализациленет, çавăн пекех вăл им-çамсене тĕрлĕ регионсене ăсатассипе те ĕçлесе пырать.
Палăртнă мероприяти кашни çулах ял хуçалăх ертÿçисем хăйсем хушшинче çĕр çинче ĕçлесе пысăк тухăç туса илес опытпа, канашсемпе, пĕлÿсемпе паллашас тĕллевпе иртет. «Пĕрле эпир вăйлăрах» девиза çирĕппĕн пăхăнса пурăнать хуçалăх. «Пĕрле анчах эпир пысăк çитĕнÿсем тăвайратпăр, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашмалла, пĕр-пĕриншĕн эпир конкурентсем мар, пирĕн пĕрле ĕçлесе пурăнас пулать, район та вара малти вырăнсенче пулĕ. Çакăн йышши мероприятисене час-часах ирттерме тăрăшмалла, ку вăл пирĕншĕн кăна мар, районшăн та питĕ усăллă. Кашни çул кирек камăн хуçалăхĕнче те çакăн пек пухăнса пĕр-пĕринпе тĕл пулса калаçса нумай çĕнĕлĕхсем пĕлме пулать. Эпир кунта мухтанма мар, пĕрле ĕçлесе, аталанса, пĕр-пĕринчен вĕренсе пыма пухăннă, пирĕн пĕр тĕллев пулмалла - лайăх тухăçсем туса илсе пысăк тупăш илме, çав тĕллев патне пĕрле утсан эпир маларах çитетпĕр. Çын темĕн чухлĕ пурăнтăр, анчах та вăл нихăçан тĕлĕнме пăрахмасть, мĕн те пулин хăйне валли курнинчен çĕнни илсе юлать», - терĕ И.Иванов фермер. Çĕр ĕçне вăл 2000 çулта пикĕннĕ, маларах çĕр улми туса илессипе ашшĕ ĕçлесе пыратчĕ. «Хресченĕн çĕре юратмалла, типтерлемелле: сухаламалла, акмалла, лартмалла, унсăрăн нимĕн те пулмасть, йăлтах хамăртан, ĕç çине мĕнле куçпа пăхнинчен килет», - тулли кăмăлпа калать Иван Геннадьевич.
«О.А.Иванова» хуçалăхĕнче 354 гектар тулă, 128 гектар урпа, 20 гектар сар пăрăç (горчица), 53 гектар нумай çул ÿсекен курăксем акнă, 40 гектар çĕр лаптăкне çĕр улми йышăнать. «Иккĕмĕш çăкăрăн» сорчĕсем те çĕнĕ йышшисем: «Уладар», «Зорачка», «Импала», «Каратоп», «Беллароза», «Белана», «Удача» тата ыттисем те, тырă сорчĕсем те 5 тĕрлĕ, пĕри вĕсенчен «Симбирцит» элита сорчĕ, урпан «Нур» сорчĕ.
Техника куравне те йĕркеленĕ: çĕр улми пуçтаракан «GRIMME DR 1500» комбайн, “GRIMME KS 75-4” çĕр улми аврине çулакан агрегат, “VEKTOR 410” тыр-пул пуçтарса илекен комбайн, “UNIA” тарăн кăпкалатакан агрегат, «AMAZONE» им-çам сапалакан агрегат тата ыттисем те.
Ĕç тума çын кирлĕ, техника унсăр чупаймасть. «О.А.Иванова» хуçалăхĕнче 5 çын тăрăшать: А.Алексеев, С.Никитин, С.Петров тата ыттисем те уйра темиçе çул хушши тăрăшаççĕ. Йĕрке хуçаланакан хуçалăхра пĕр-пĕрне кÿренмеççĕ: ыйтмалла чухне ыйтаççĕ, савăнмалла чух савăнаççĕ. Уяв кунĕсенче те парнесемпе хавхалантарма манмаççĕ. Акă ку хутĕнче те хуçалăхри маттур ĕçченĕсене парнесем парса чысларĕç.
Уйра ĕçлемешкĕн кăçал кунта техника паркне çĕнетнĕ. Улăм рулонне тăвакан ПРФ 110Б, “UNIA” тарăн кăпкалатакан, 21,6 метр тăршшĕ сапакан, тыр-пул пĕрчисене суйлакан агрегатсене туяннă. Паллах вĕсем пĕтĕмпех çĕр çинче ĕçлекенĕн ĕçне çăмăллатаççĕ, лайăхлатаççĕ. И.Иванов техникăпа тĕплĕн паллаштарчĕ, кашнинпе мĕнле тата ăçта усă курмалли çинчен каласа хăварчĕ. Техники чăнах та питĕ аван, çĕмĕрĕлсе, ĕç вăхăтне тытса тăрса курман.
«Çĕр ĕçĕ мĕн авалтан питĕ йывăр пулнă. Вăл çын ĕçленинчен кăна мар, ытларах çут çанталăк кăмăлĕнчен килет. Лайăх, пысăк тухăçсем туса илес тетĕн пулсан, кунне-çĕрне манса, пилĕк авса ĕçлемелле. Пирĕн тăрăхри çĕр нÿрĕк тахçантанпах курман, çапах та тухăç начар тесе калас килмест, «Турра шан та, анчах хăв та ахаль ан лар», - тенине манмалла мар», - вĕçлет шухăшне ĕçпе пиçĕхнĕ çĕр хуçи.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Т.ВАЗЮКОВА.