30 января 2013 г.
Вăрмарти Культурăпа кану çуртĕнче Чăваш Республикинчи муниципаллă пĕрлĕхсен администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсен семинар-канашлăвĕ иртрĕ. Вăрмар, Тăвай, Куславкка районĕсенчи ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсем пĕр çĕре пухăнчĕç. Семинара ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн руководителĕн пĕрремĕш заместителĕ Ю.Васильев ертсе пычĕ. Кун йĕркинче вырăнти хăй тытăмлăх ĕçĕнчи актуаллă ыйтусене сÿтсе яврĕç.
Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ А.Цветков суйлав ирттермелли йĕрке çинче чарăнса тăчĕ. «Пирĕн тĕллев - суйлав участокĕсен комиссийĕсене йĕркелесси, комисси председателĕсене çулсеренех улшăнса, йывăрланса пыракан суйлав законодательствине вĕрентесси. Суйлава активлă хутшăнакансен ытларах пайĕ - ял çыннисем, çавăнпа та вĕсем суйлава килсех тăччăр тесе тăрăшмалла», - терĕ вăл. ЧР муниципаллă пĕрлĕхсен ĕç тăвакан директорĕ С.Николаев ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев хутшăннă ЧР муниципаллă пĕрлĕхсен Канашĕн Правленийĕн 2012 çулхи октябрĕн 27-мĕшĕнче иртнĕ 9 номерлĕ анлă ларăвĕн протоколне пурнăçлани çинчен тухса калаçрĕ.
Канашлăвăн тĕллевĕ - ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен хăйсен ĕçне ытти влаç органĕсемпе координацилессине, пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлессине сÿтсе явасси. Ял, хула тăрăхĕсен пуçлăхĕсенчен ку е вăл тĕллевпе уйăрса панă укçа-тенкĕне шута илсе кăна ыйтмалла. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕн ялта авторитетлă пулмалла. Çав вăхăтрах ĕçлеме пĕлменнине укçа-тенкĕ çитменнипе сăлтавламалла мар», - терĕ С.Николаев. Район прокурорĕ Е.Краснов вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе çыхăнса ĕçлемелли ыйтусем çинче чарăнса тăчĕ. «Усал шухăш пулмасан, прокуратура яланах пулăшма хатĕр», - терĕ вăл.
Конкуренцие хÿтĕлемелли Саккун тата саккас вырнаçтармалли сферăри çăхавсене пăхса тухмалли актуаллă ыйтусем çинчен Монополие хирĕç кĕрешекен Федераллă службăн Чăваш Республикинчи управленийĕн пай пуçлăхĕ Г.Чагина тухса калаçрĕ.
Çĕр пайĕсене регистрацилемелли ыйтусене Чăваш Республикинчи пурлăхпа çĕр хутшăнăвĕсен министерствин сектор заведующийĕ В.Кузьмин, Росреестрăн Чăваш Республикинчи управленийĕн Вăрмарти уйрăмĕн пуçлăхĕ Э.Захарова, Патшалăх регистрацийĕн, кадастрĕн тата картографин федераци службин (Росреестр) Чăваш Республикинчи управленийĕн районсем хушшинчи 5 номерлĕ филиалĕн пуçлăхĕ Н.Шанина çутатрĕç.
Бюджета дотацилессине шайлаштарас йĕркепе ЧР финанс министерствин бюджет хутшăнăвĕсен уйрăм начальникĕн заместителĕ Е.Петров паллаштарчĕ. 2012-2013 çулсенче ЧР чрезвычайлă лару-тăру ĕçне тишкерессипе ЧР гражданла оборонăпа чрезвычайлă лару-тăру ĕçĕсен Патшалăх комитечĕн пай пуçлăхĕ А.Егоров, Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн пуçлăхĕн заместителĕ Н.Петров тухса калаçрĕç.
Çын пурнăçне сыхлассишĕн ырми-канми ĕçленĕшĕн, пысăк çитĕнÿсемшĕн, профилактика ĕçĕсем туса ирттернĕшĕн (2012 çулта çынсем шывра путса вилнĕ тĕслĕхсем пулманшăн) шывра пулăшу паракан Пĕтĕм Раççейри обществăн Тĕп канашĕн Хисеп грамотине Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин тивĕçнĕ.
ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн руководителĕн пĕрремĕш заместителĕ Ю.Васильев социологи тĕпчевĕсем урлă республикăри социаллă пурнăç аталанăвĕпе политикăри лару-тăрупа паллаштарчĕ, канашлăва пĕтĕмлетнĕ май çакăн евĕр ĕçлĕ тĕл пулу йĕркелесе ирттерме пулăшнăшăн Вăрмар район администрацине тав турĕ.
Мероприяти вĕçĕнче семинара хутшăнакансем волейболла вылярĕç.