АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç килĕнÿ кÿрет, çамрăклăха тăсать

05 июля 2014 г.

Ĕç килĕнÿ кÿрет, çамрăклăха тăсать

Вăрмар районĕнчи потребительсен обществин хуçалăхĕ пысăк. Вăл суту-илÿ, общество апатланăвĕн, производство, хатĕрлев отраслĕсене пĕрлештерет. Паян унăн тытăмĕнче кафесем, столовăйсем, çăкăр завочĕ тата ытти продукци хатĕрлекен цехсем аталанса пыраççĕ. Райпо предприятийĕн çимĕçĕ паха пулни питĕ пĕлтерĕшлĕ: таварĕ сутăнать, тупăшĕ ÿсет.

«Вăрмарти çăкăр завочĕ» тулли мар яваплă общество çывăхĕнчен иртсе пынă чухне йĕри-тавра çав тери тутлă шăршă сарăлать, куç умне çăкăр мĕнлерех кăчăртатни тухса тăрать. Çăкăр пур пулсан ылтăн та кирлĕ мар, теççĕ халăхра, чăнах та, çавăн пек шухăшпа иртсе каятăн. Заводра çăкăр, кондитер, пулă тăварлакан, тата ытти цехсем ĕçлеççĕ. Паян çăкăр заводĕнчи чи пылак кондитер цехне кĕрсе куртăм. Кунта Л.Петровăпа И.Адюкова ?ÿкерчĕк çинче% икĕ хастар кондитер вăй хураççĕ. Хăйсем суйласа илнĕ юратнă ĕçе пĕтĕм чуна парса ĕçлеççĕ, çавăнпа та çимĕçĕсем тутлă та илемлĕ пулаççĕ. Вĕсем 15 тĕрлĕ печени, пилĕк тĕрлĕ пĕремĕк, кекссем, рулетсем, тата ытти тĕрлĕ çимĕçсем туса кăлараççĕ. «Çăкăр завочĕ» тулли мар яваплă общество кăçалхи 6 уйăх хушшинче 11 млн та 502 пин тенкĕлĕх тупăш илнĕ. Кондитер çимĕçĕсене 21,85 тонна туса кăларнă, кондитер цехĕ 1 млн та 644 пин тенкĕлĕх тупăш илнĕ.

Кăçалхи 6 уйăх хушшинче Вăрмар райповĕн ваккăн сутакан тавар çаврăнăшĕ - 101 млн 700 пин тенкĕпе, «Общепит» тулли мар яваплă обществăн тавар çаврăнăшĕ - 23 млн 300 пин тенкĕпе танлашнă. Çав шутра хăйсем туса кăларнă продукци - 16 млн тенкĕлĕх, çăкăр-булка - 6 млн 400 пин тенкĕлĕх, çурма фабрикат - 1 млн 400 пин тенкĕлĕх, кондитер изделийĕсене 1 млн 850 пин тенкĕлĕх туса кăларнă.

Пĕтĕм тĕнчери коопераци кунĕ умĕн Раççей Федерацийĕн Центросоюзĕн Канашĕн Президиумĕ Пĕтĕм тĕнчери регионсен потребительсен обществисен хушшинчи ăмăртăвăн 2014 çулхи пĕрремĕш квартал кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. Чăвашпотребсоюз пĕтĕмĕшле ĕç-хĕле аталантарнăшăн - иккĕмĕш, общество апатланăвне аталантарнăшăн - пĕрремĕш, хатĕрлев ĕçĕ-хĕлĕнче çитĕнÿсем тунăшăн та - пĕрремĕш, вак суту-илĕве аталантарнăшăн виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Коопераци ĕçченĕсем хăйсен ĕçне малалла аталантарса татах та пысăк ÿсĕмсем тăвас енĕпе тăрăшаççĕ.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Т.ВАЗЮКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика