АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасемшĕн чи савăнăçлă вăхăт

02 июля 2014 г.

Ачасемшĕн чи савăнăçлă вăхăт

   Çуллахи каникул пуçланни ачасемшĕн чи савăнăçлă самант пулнине пурте пĕлетпĕр. Вĕсем усăсăр вăхăта ан ирттерччĕр тесе райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕ кашни çулах нумай ĕçсем туса ирттерет.

Шкулсем çумĕнче лагерьсем ĕçлеççĕ, кашни отряд çумне икшер воспитатель çирĕплетнĕ. Воспитателĕсем хăйсен шкулĕнче ĕçлекенсемех. Вĕрентекенсем ачасемпе ятарлă вĕрентÿ программисемпе ĕçлеççĕ. Çавăн пекех районта нумай çулсем ĕнтĕ «Романтика» кану лагерĕ ĕçлет. Кунта халĕ хамăр районти ачасем кăна мар, республикăри, районсенчи ачасем те канма килеççĕ. 7 - 15 çул тултарнă ачасене йышăнаççĕ кунта. Ытла та илемлĕ вырăнта вырнаçнă çак лагерь. Йĕри-тавра сип-симĕс йывăçсем кашласа лараççĕ. Ретĕн-ретĕн ачасен пурăнмалли çурчĕсем. Унта хăтлă та ăшă. Кăçал вара пушшех те илемлĕ тесе калас килет, мĕншĕн тесен кунта ачасене кĕтсе илме хатĕрленсе нумай юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ. Корпуссен кантăкĕсене, ачасен пÿлĕмĕсене кĕмелли алăкĕсене, çивиттисене çĕннисемпе улăштарнă, çĕнĕ сĕтел-пукан, шкапсем, вырăн хатĕрĕсем, апат пĕçерсе хатĕрлемелли çĕнĕ йышши оборудовани тата ытти тĕрлĕрен япаласем туяннă. Çак хăтлăхра кан та кан, сывлăха çирĕплет кăна. Ачасене канма кунта пур условисем те çителĕклĕ. Халичченхи пекех районти тĕп больницăн медицина работникĕсем ачасен сывлăхĕпе тăтăшах интересленсе тăраççĕ. Т.Михайлова врачпа М.Смирнова медицина сестри кирлĕ пулсан çийĕнчех пулăшу кÿреççĕ. Апат-çимĕç енĕпе райпон «Обществăлла апатлану предприятийĕ» тулли мар яваплă общество тивĕçтерет. Тутлăхлă япаласемпе питех те пуян апат-çимĕçпе ачасене кунне 5 хутчен апатлантараççĕ. И.Васильева поварпа Н.Тихонова ăна пулăшса пыраканĕ ачасене тутлă апат пĕçерсе çитерессипе тăрăшаççĕ. Йĕркелĕхе тытса пыраканĕсем вара РФ Шалти ĕçсен министерствин муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕ пулса тăрать. Вĕсем кашни кун улшăнса тăтăшах кунта килсе лăпкăлăха сыхлаççĕ. Кунта вăй хураканĕсем те чылай çулсем ĕçлеççĕ. Лагерь директорĕ С.Максимов, унăн воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕ Т.Гаврилова ку ĕçре нумай çултанпах тăрăшаççĕ. Татьяна Германовна пирки пĕр-ик сăмах каласа хăварар-ха. Вăл хăй те çак лагерьте пĕрре кăна мар каннă. Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш Патшалăх педагогика институтĕнче ?халĕ университет% вĕреннĕ вăхăтрах практика шучĕпе ĕçлеме килнĕ, кайран музыка факультетне вĕренсе пĕтерсен те каникулсенче кунта ĕçленĕ. Хăй вăл Пинерти тата Кĕлкешри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсенче ачасене музыкăна вĕрентет. Чылай çулсем хушши федераци, регионсенчи тата муниципалитетсен органĕсен шайĕнче Раççейре «Чи лайăх вĕрентекен» конкурс ирттереççĕ. Çак конкурса хутшăнса Т.Гаврилова вĕрентекен хăйĕн пултарулăхне кăтартса «2014 çулхи учитель» ята илме тивĕçлĕ пулнă. К.Руссина, А.Романова, Н.Васильева, М.Иванова, К.Щербакова, А.Иванова, Л.Васильева вожатăйсем ачасен канăвне интереслĕ ирттерччĕр тесе ырми-канми ĕçлеççĕ. Н.Сейфуллин физкультурăпа спорт енĕпе инструктор пулса тăрăшать. Вăл кашни ирхинех ачасене уçă сывлăшра физкультура тутарать, унсăр пуçне ытти спорт мероприятийĕсем те ирттерет. Т.Тихонова, С.Михайлова, И.Ефремова тирпей-илем кÿреççĕ, ачасем таса вырăнта çÿреччĕр теççĕ. С.Георгиев, С.Харитонов, С.Романов хуралçăсем вара пуриншĕн те яваплă - ачасем тĕрĕс-тĕкел, вырăнта пулччăр, кунти пурлăх та вĕсен аллинчех. Çапла вара «Романтика» лагерьте иккĕмĕш смена ăнăçлă ĕçлеме тытăннă.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика