25 июня 2014 г.

Пысăк Енккассинчи вăтам шкулти Раççей тава тивĕçлĕ тренерне, Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченне Юрий Порфирьевич Архипова районта кăна мар, республикăра та лайăх пĕлеççĕ. Унăн воспитанникĕсенчен нумайăшĕ спортăн анлă çулĕ çине тухнă. Вĕсемпе вăл чăннипех те мухтанать, çитĕнĕвĕсемпе савăнать.
Зоя Миролюбова (Карăкçырма) çăмăл атлет 1988 çулта Киевра ирттернĕ СССР чемпионатĕнче ялти спортсменсем хушшинче СССР спорт мастерĕн нормативне пурнăçлать. Çăмăл атлетикăпа хĕрарăмсем хушшинче районти пĕрремĕш спорт мастерĕ вăл. Татьяна Титован (Карăкçырма) пултарулăхне уйрăммăн палăртмалла. 1988 çулта СССР спорт мастерĕн тата Тĕнче класлă СССР спорт мастерĕн нормативĕсене тултарать. Çĕршывра тата тĕнчере хăвăрт утас тата марафон чупас енĕпе темиçе хутчен те чемпион ятне çĕнсе илет. Халĕ вăл Америкăри Флорида штатĕнче пурăнать, ăмăртусене тăтăшах хутшăнать, призлă вырăнсене çĕнсе илет.
Ольга Николаева (Кĕçĕн Чак) çăмăл атлет 1994 çулта Раççей спорт мастерĕ пулса тăрать. 1996 çулта Раççей чемпионĕн ятне тивĕçет. Халĕ Америкăра пурăнать. Галина Федорова (Карăкçырма) 1982 çулта Мускавра иртнĕ СССР чемпионатĕнче иккĕмĕш пулнă.
Станислав Семенов (Пинер) СССР чемпионатĕнче спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçлать.
Надя Ильина (Кивĕ Мăнтăр) тĕнче чемпионатне хутшăнать, лайăх результат кăтартать.
Владимир Смирнов (Пысăк Енккасси) çамрăксем хушшинче çуран чупассипе СССРта мала тухассишĕн 1978 çулта ирттернĕ тупăшура иккĕмĕш вырăн йышăнать, СССР спорт мастерĕн кандидачĕ ята тивĕçет.
2012 çулта Лондонри XXX Олимп вăййисен бронза призерĕ Татьяна Архипова (Петрова) (Карăкçырма) хăйĕн çитĕнĕвĕпе пире чăннипех те савăнтарчĕ. Çăмăл атлетикăпа Раççей тава тивĕçлĕ спорт мастерĕ, тĕнче класлă Раççей спорт мастерĕ, Европа чемпионки, тĕнчери тата Раççейри нумай ăмăртусен призерĕ, Пекинри XXIX Олимп вăййисенче тăваттăмĕш вырăн йышăннă пултаруллă спортсменка спортăн анлă çулĕ çине тухма хатĕрленекен çамрăксемшĕн чăннипех те ырă тĕслĕх пулса тăрать.
Кăçал Пысăк Енккассинчи вăтам шкултан 10 класран вĕренсе тухнă Геннадий Егоров çăмăл атлетикăн спортри ăсталăхĕ пире тĕлĕнтерет. Ăмăртусенче çĕнĕрен те çĕнĕ çитĕнÿсем тăвать. Районти шкул ачисем хушшинче çăмăл атлетикăпа пĕрремĕш разряд нормативне пурнăçланă пĕрремĕш спортсмен вăл.
Железноводск хулинче çăмăл атлетикăпа Раççей чемпионачĕ иртнĕ. 2 километрлă дистанцире Гена иккĕмĕш вырăн йышăннă.
Н.Дудецкие асăнса Çĕнĕ Шупашкарта йĕркеленĕ Пĕтĕм Раççейри çăмăл атлетсен ăмăртăвĕнче 3 километрлă дистанцире çамрăк каччă пĕрремĕш вырăна тухнă.
Çак уйăхра Шупашкарта 18 çула çитмен çамрăксем хушшинче Атăлçи Федераллă округра çăмăл атлетикăпа мала тухассишĕн ăмăртусем пулнă. Пысăк ăмăртăва хутшăнма 14 регионтан чи пултаруллă 760 спортсмен килсе çитнĕ. Çивĕч кĕрешÿре Г.Егоров 2000 метра чăрмавсем урлă чупса дистанцие 6 минут та 11.98 çеккунтра вĕçленĕ, иккĕмĕш вырăн йышăннă. Пултаруллă спортсмен паян Италире иртекен Европа чемпионатне хутшăнма тухса каять. Старта вăл июнĕн 29-мĕшĕнче тухать. Эпир вара ăна ăнăçу сунатпăр.
Ÿкерчĕк çинче: Ю.Архипов тренер (сылтăмри) Г.Егоровпа.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: А.ХОВАНСКИЙ.