11 июня 2014 г.

Хăй вăхăтĕнче Çĕнĕ Вĕренерте çулсерен Акатуй ирттернĕ. Хуçалăхсем арканнă май вăл манăçа тухма пуçланăччĕ. Акă 8 çул иртнĕ хыççăн ял маттурĕсем тăрăшнипе, Тикаш ял тăрăхĕн администрацийĕ пулăшнипе таса Троица кунĕнче кунта Акатуй иртрĕ.
Тĕрлĕ çулсенче тĕрлĕ вырăнта иртнĕ вăл, кăçал вара ăна яла пырса кĕрекен автоçул çумĕнчи лапамра ирттерчĕç. Уява килнисене Вăрмар хула администрацийĕн пуçлăхĕ С.Егоров, Тикаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Черкасов саламларĕç. Сергей Вениаминович пухăннисене Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕн К.Никитинăн саламне вуласа пачĕ. Валерий Алексеевич Çĕнĕ Вĕренер ялĕ пысăках мар пулсан та кунта пурăнакансем туслă та ĕçчен пулнине палăртрĕ. Тахçан пулнă «Тегешевское» хуçалăх бригадине кĕнĕ ял халĕ уйрăм тăрса юлчĕ пулсан та кунти пултаруллă та хастар çынсем ĕçĕн тĕрлĕ сферисенче ĕçленине палăртрĕ. Районти хăмла хуçалăхĕн аталанăвĕ те Мăнçырма, Çĕнĕ Вĕренер ялĕсемпе çыхăннă. Кунта çĕнĕ плантацисен лаптăкĕсем сарăлсах пыраççĕ. Çавăнпах пулĕ Валерий Алексеевич чи малтанах хăмла çитĕнтерекенсене саламласа вĕсене Хисеп хучĕсем, парнесем пачĕ. Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул учителĕ В.Кондратьев уява пухăннисене кĕскен ял историйĕпе паллаштарчĕ. Тепĕр çул Çĕнĕ Вĕренер ялĕ 220 çул тултарасси çинчен пĕлтерчĕ. Историшĕн вăрăм тапхăр мар, апла пулин те кунтан сахал мар паллă çынсем тухса çĕршыв аталанăвĕшĕн вăй хунă, унăн ирĕклĕхне хÿтĕленĕ, интернационалла çар тивĕçне пурнăçланă. Вĕсенчен пĕри - ялта çуралса ÿснĕ, халĕ Мускав хулинче пурăнакан О.Матвеев. Уяв умĕнех ăна «Афганистан-25 çул» юбилей медалĕ парса чысларĕç. Акатуйра вара асăнмалăх парнесем пачĕç. Олег Иванович хăйĕн сăмахĕнче Афган вăрçи çамрăксен чун çирĕплĕхне палăртнине, вĕсем Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа яланах пурнăçлама хатĕррине асăнчĕ. 80-90 çула çитнĕ çынсем, пĕрле 40-50 çул пурăннă мăшăрсем те парнеллĕ пулчĕç. Тракторист пулса ĕçленĕ, инвалида тухнă В.Платонова инвалид коляскине çĕнетме спонсорсем 30 пин тенкĕ уйăрчĕç. Спонсорсем тенĕрен, 100 кил те çук ялта пурăнакансем тата çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнса ĕçлекен 36 çын уяв ирттерме укçа-тенкĕ панă. Уявăн чаплă лару-тăрăвĕпе пĕрлех спорт вăййисем те иртрĕç - кире пуканĕ йăтасси, канат туртасси, армрестлинг, кĕрешÿ çĕнтерÿçисем парнесĕр юлмарĕç. Культура программи те анлă пулчĕ. Шупашкартан килнĕ артистсем И.Шинжаев, И.Шинжаева, Т.Хĕвел - хăйсен юррисемпе савăнтарчĕç.
Ял уявĕсем çавăн пекех Кĕтеснер, Кивĕ Шулхан, Чупай, Кивĕ Вĕренер ялĕсенче те иртнĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: В. НАРСОВ.