АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Вăрмар районĕн кунĕ» - Чулкасра

11 июня 2014 г.

«Вăрмар районĕн кунĕ» - Чулкасра

Кашни çыншăнах харпăр-хăй пурăнакан вырăн чи пахи те лайăххи. Вăл вырăнта вара кашниех культура шайне ÿстерес тесе тăрăшать, историйĕпе кăсăкланать. Ял тăрăхĕнчи паллă вырăнсемпе çамрăксене паллаштарас тата вĕсене ĕмĕрех асра тытас тĕллевпе Чулкас ял тăрăхĕнче ятарласа «Вăрмар районĕн кунĕ» ирттерчĕç. Кун пекки халиччен пулман-ха. Тен, çавăнпа та пулĕ, вырăнта пурăнакансене çак уяв пурне те хăй патне туртрĕ, халăх йышлă пухăнчĕ.

Уява хатĕрленсе Чулкассем тĕрлĕрен ĕçсем туса ирттернĕ: ял тăрăхне кĕрекен ялсенче тирпей-илем кĕртнĕ, масарсене, çăл куçсене тасатса майланă, çум-курăксене çулса тирпейленĕ. Ку ĕçсемпе кăна уяв иртменнине вулакан лайăх ăнланать, çавăнпа та ытти ĕçсем те нумай пулнă. Ку уяв ялти чиркÿпе те çыхăннă, мĕншĕн тесен çак кун Таса Троица чиркĕвĕн уявĕ те. Сăмах май каласан, çак чиркÿ пурнăçăн пур тĕрлĕ йывăрлăхĕсене тÿсĕмлĕн чăтса ирттерсе паянхи кун та халăха йышăнать. Ăна туса лартнăранпа кăçал 200 çул çитрĕ. Чиркÿри чан сассипе тата унăн пиллĕхĕпе вырăнти халăх тĕрлĕ вăрçăсене туха-туха кайнă. Киле таврăнакансем каллех çак чиркÿн уçă чан сассине илтме тÿр килнишĕн савăннă, шел пулин те чылайăшĕ киле таврăнайман. Вĕсемшĕн те çак чиркÿре, чунĕсем канлĕхре пулччăр тесе, кĕлĕсем ирттернĕ. 200 çул хушшинче темĕн те тÿссе хĕн-хур курнă чиркÿ паянхи кун та халăх ырлăхĕшĕн, вĕсен пуласлăхĕшĕн кĕлĕ ирттерни чуна савăнтарать. Ахальтен мар ĕнтĕ халăхра «Ку чиркÿн стенисем те çынна чир-чĕртен сыватаççĕ», - текен каларăш çÿрет. Ку чăнахах та çапла пулĕ. Кашни çул Таса Троица кунĕ, ытти уявсенчи пекех, чиркÿри чан халăха хăй патне йыхравлать. Кăçал та çаплах пулчĕ. Савăнăçлă кĕлĕне кăçал ял халăхĕпе пĕрле район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, унăн пĕрремĕш заместителĕ А.Тихонов, Чулкас ял тăрăхĕн пуçлăхĕ И.Сергеев, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ, çак ял çынни, хуть те мĕнле ĕçре те ял тăрăхĕн пуçлăхне пулăшса пыраканĕ Л.Павлов хутшăнчĕç. Савăнăçлă кĕлĕ хыççăн Константин Владимирович халăх умĕнче тухса калаçрĕ, чиркÿ историйĕ пирки кĕскен аса илчĕ, халĕ çак чиркÿре тата Михаил Архистратиг чиркĕвĕнче службăра тăракан настоятель, Владимир Байгушев протоиерей ĕçĕ-хĕлĕ пирки те нумай чарăнса тăчĕ. Кĕлĕ пĕтнĕ хыççăн халăхпа пĕрле хĕрессемпе Турăшсем йăтса, юрласа ялти çăл куçĕ патне кайрĕç. Çăл шывне кĕлĕ туса тасатрĕç, çÿлти Турăран тархасласа çумăр ыйтса кĕлĕ турĕç. Çĕр пичĕ çумăрсăр антăхнине кура пĕтĕм халăх куççулĕ витĕр тархасласа ыйтнине Турри илтрĕ пулмалла, каç еннелле çумăрĕ те çуса пачĕ. Çапла халăх пĕр çĕре пуçтарăнса кĕлĕ тунине Турă илтетех тесе ахальтен каламаççĕ ĕнтĕ. Кĕлĕ туса тасатнă шыва çынсем савăтсем çине тултарса килĕсене илсе кайрĕç.

Малалла района ертсе пыракансем «Вăрмар район кунĕ» ячĕпе ирттерекен уява савăнăçлă лару-тăрура уçма васкарĕç. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ И.Сергеев, уява уçнă май ял халăхне çак пысăк праçникпе саламласа, район администрацийĕн пуçлăхне К.Никитина сăмах пачĕ. «Паянхи уява ĕлĕкхи çынсен халалĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе тума пултартăмăр. Истори нихăçан та манăçмасть. Паянхи кун ял аталаннăçемĕн аталанса пырать. Çакă вара ял çыннисем аваллăха хисеплесе, ял шăпишĕн тăрăшса вăй хунипе пулса пырать. Ырă пулăм ăруран-ăрăва куçса пыни савăнтарать. Малалла та çаплах пулма ырлăх-сывлăх, çемйĕрсенче тăнăçлăхпа юрату сунатăп», - терĕ Константин Владимирович ял халăхне уяв ячĕпе саламласа тата вĕсен тăрăшулăхĕ пирки чарăнса тăрса. Çавăн пекех уяв ячĕпе ытти яваплă çынсем те саламларĕç.

Тĕрлĕрен спорт вăййисем, йĕри-тавра вырнаçнă суту-илÿ вырăнĕсем, карусель, ача-пăчана савăнмалли тĕрлĕрен вăйăсем тата ытти те уява илем кÿчĕç. Малалла уяв концерчĕ халăха тыткăнларĕ. Вырăнти артистсемпе Чăваш эстрада юрăçисем хăйсен юрри-ташшисемпе халăха савăнтарчĕç.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика