31 мая 2014 г.

Вăрмар райповĕ чи лайăх аталанса пыракан предприятисенчен пĕри. Юлашки çулсенче вăл пысăк калăпăшлă ĕçсем пурнăçларĕ. Пурлăхпа техника базине пуянлатсах пычĕ. Суту-илÿ, обществăлла апатлану, производство, хатĕрлев, тÿлевлĕ пулăшу ĕçĕсем енĕпе те ÿсĕмсем пур. Кун пирки эпир райпо канашĕн председателĕнчен Сергей Николаевич Харитоновран ыйтса пĕлтĕмĕр.
– Сергей Николаевич, хальхи вăхăтра рынок экономикинче конкуренци пуç пулса тăнă май, уйрăмах суту-илÿре, эсир çак йывăрлăхсенчен мĕнлерех майсемпе тухса пыратăр?
– Пахалăх палли - предприяти чысĕ. Çавăнпа та тĕп тĕллевсенчен пĕри вăл - вырăнти халăха экологи тĕлĕшĕнчен таса продукципе тивĕçтересси. Хальхи вăхăтра конкуренци чăннипех те çивĕчленсе пырать. Çĕршывĕпех сарăлнă лавкка сечĕсем пирĕн районта та уçăлчĕç. Вĕсен витĕмĕ райпон тавар çаврăнăшĕнче те палăрма тытăнчĕ. Анчах та эпир тавар туянакансене çухатса пыратпăр тесе калас килмест, пирĕн клиентсем кам шанчăклăраххине аван туяççĕ, çавăнпа та райпо лавккисенченех тавар туянма кăмăллаççĕ. Çакă сутуçăсем хăйсен профессиллĕ ăсталăхне кăтартнинчен, ĕçе пысăк яваплăхпа пурнăçланинчен килет. Акă Кавалти, Чулкасри, Мăнçырмари «Новинка» ял лавккисенчи сутуçăсем, поселокри «Заря» лавкка, ветеринари аптеки паян ăнăçлă ĕçлесе пыраççĕ. Унсăр пуçне поселокра пурăнакансем, çавăн пекех ялти çынсем те иртнĕ çулта уçăлнă «Органика» лавккана хаваспах çÿреççĕ. Асăннă лавкка Етĕрнери сĕт завочĕпе, Вăрнарти аш-какай комбиначĕпе, сĕт завочĕпе, «АККОНД-агро» предприятипе, Шупашкарти сĕт-çу базипе тата ытти предприятисемпе те тачă çыхăну тытать. Чулкас лавкки вара Етĕрнери аш-какай комбиначĕн продукцине сутас енĕпе Чăвашпотребсоюз тытăмĕнче малти вырăнсене йышăнать.
– Аякри ялсене те кирлĕ таварсемпе тивĕçтерессишĕн тăрăшатпăр. Тăкак пысăк пулнине кура вĕсем патне предпринимательсем тухса çÿремеççĕ, тавар çаврăнăшĕ те пĕчĕккĕ. Райпо вара халăхăн социаллă пурнăçне малти вырăна хурать, çынсен пурнăçне çăмăллатассишĕн тăрăшать. Сăмахран, Уйкасри темиçе çул хупăнса тăнă лавккара юсав ĕçĕсем пуçларăмăр, часах ăна уçма палăртатпăр. Эрнере виçĕ хутчен автолавкăсем аякри ялсене кирлĕ таварсемпе вăхăтра тивĕçтерессишĕн тăрăшаççĕ. Çиçтĕпе, Пăвакасси, Чăршçырма ялĕсене тухса суту-илÿ йĕркелеççĕ, заказсем йышăнаççĕ. Кĕçĕн Шăхальте 21 кил, вĕсенчен çурри хупă. Çак ял çыннисене таварпа тивĕçтерессишĕн Мăнçырма лавкки яваплă.
– Суту-илÿпе пĕрлех производство аталанăвĕ те пĕлтерĕшлĕ. Ку енĕпе ĕçсем мĕнлерех пыраççĕ сирĕн?
- Райпо аталанăвĕнче производство курăмлă вырăн йышăнать. Кунта райпон «Обществăлла апатлану предприятийĕ» тулли мар яваплă общество ĕçне уйрăмах ырăпа палăртмалла. Кăçалхи пĕрремĕш кварталта вĕсем плана 103 процент чухлĕ пурнăçланă. Вăрмарти икĕ хутлă «Светлица» кафене хута яни пĕр çул кăна çитет пулин те, кунта апатланакансен йышĕ кунран-кун ÿссех пырать. Унсăр пуçне иккĕмĕш хутĕнче вырнаçнă çурма фабрикатсен цехĕн техĕмлĕ апат-çимĕçĕ таврана ырă шăршăпа тыткăнлать, çавăнпа та кунта çын яланах йышлă. Кунти цех уйăхра 800-900 пин тенкĕлĕх продукци хатĕрлесе сутать. Производство ĕç-хĕлĕ пирки сăмах тапратнă май, пылак шывăн цехне те асăнса хăвармалла. Кунти паха продукцине районтан çеç мар, республикăран, ун тулашĕнчен те туянма килекенсен йышĕ ÿссех пырать. 7 тĕрлĕ пылак шыв, 1 тĕрлĕ минерал шывĕ кăларатпăр. «Грушевый аромат» пылак шыва уйрăмах кăмăллаççĕ. Асăннă продукци республикăра çулсерен пахалăх енĕпе ирттерекен конкурссенче те малти вырăнсене тивĕçет. «Вăрмарти çăкăр завочĕ» тулли мар яваплă обществăн производство цехĕн çивиттине улăштартăмăр, перекетлĕ ĕçлекен çĕнĕ котельнăй хута яратпăр. Продукци пахалăхне лайăхлатас тĕллевпе чуста çăракан çĕнĕ йышши агрегат вырнаçтаратпăр. «Юность» кафе валли çĕнĕ котельнăй тума проект хатĕрлесе çитернĕ. Ăна хутса ăшăтмалли сезон вăхăтĕнче хута яма планлатпăр. Юсав ĕçĕсем пурнăçланă май, Кавал лавкки çумĕнчи пушă пÿлĕмсене ветеринарипе медицина аптекисем валли юсатпăр. Çак ĕçе вĕçлесен пирĕн ултă лавкка пĕрлехи сетьпе çыхăнать. Вăрмарти аптекăна çак йĕрке çине куçартăмăр.
– Хатĕрлев ĕçĕпе тăрăшасси çуллахи вăхăтра пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Çак ĕç сирĕн тытăмра мĕнлерех аталаннă?
– Ку енĕпе райпон хатĕрлев пункчĕ, ял лавккисем тăрăшса вăй хураççĕ. Ял çыннисемпе килĕштерсе ĕçлеççĕ. Кăçал халăхран çĕр улми пухас енĕпе Чăвашпотребсоюзра виççĕмĕш вырăн йышăнтăмăр, плана 263 процент тултартăмăр. 13 тонна кивĕ хут, 9 тонна çĕтĕк пухса тирпейлекен организацине ăсатрăмăр. Выльăх-чĕрлĕх тытакансем райпо пулăшăвĕпе анлăн усă кураççĕ, тырă илсе килме заявкăсем параççĕ. Иртнĕ çул ăна çак вăхăтра 28 тонна сутнă пулсан, кăçал 65 тоннăпа халăха тивĕçтертĕмĕр. Вырăнти халăх ыйтнипе 20 тонна вăрлăхлăх çĕр улми сутрăмăр.
- Малашлăх тĕллевсем мĕнлерех-ши?
– Малашлăх тĕллевĕсем пысăк. Ял лавккисене май пур таран çĕнетсе пырасси, пахалăхлă продукци туса кăларса ăна туянакан патне çитересси, пурлăхпа техника базине пуянлатса пырасси, райпо тытăмĕнче вăй хуракансен ĕç укçине шайлашуллă ÿстересси.
Пĕр-пĕрне пулăшса ĕçлесе пырсан ÿсĕм пулатех тесе шутлатăп.
Çакна ку таранччен тунă çитĕнÿсем те курăмлă çирĕплетсе параççĕ. Мĕн пур вăй-халпа ĕçленĕ май малашне те çаплах пулса пырĕ.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: З.ПАВЛОВА.