29 мая 2014 г.

«Урмарытеплосеть» Вăрмарти муниципаллă унитари предприятийĕн ĕçченĕсен ĕçне çулталăкра икĕ пая пайлама пулать пулĕ - хутса ăшăтмалли сезон пуçлансан вĕсем ăшă трассисене тивĕçлĕ шайра тытса пырса çуртсемпе уйрăм хваттерсене ăшăпа тивĕçтересси, çак сезон вĕçленсенех вара ăшă паракан трассăсемпе коммуникацисен системисене тĕрĕслесси, юсасси.
Хуçалăхăн тĕп инженерĕ Э.Никифоров пĕлтернĕ тăрăх, организаци районĕпе 11 пин те 907 метрлă ăшă трассине пăхса тăрать, вĕсенчен 8 пин те 326 метрĕ - Вăрмар поселокĕнче. Çăвăнпа та ăшă пама пăрахсассăнах чи малтанах вĕсене тĕрĕслеме пуçланă - шыв пусăмне (гидротĕрĕслев) тĕрĕсленĕ, ăшăтмалли пысăках мар хурансене ятарлă химикатсемпе тасатнă.
Пысăк пусăмпа ирттернĕ шыв тĕрĕслевĕ кивелнĕ пăрăхсене тупса палăртма май парать. Çавна пулах организацин специалисчĕсем чи малтанах çак лаптăксенче юсав ĕçĕсем ирттерме пуçлаççĕ. Халĕ çак меслет пулăшнипех Вăрмар поселокĕнчи шкул тăкăрлăкĕ Ленин урамĕпе çыхăннă вырăнта çĕр айĕпе иртекен трассăн пĕр лаптăкне улăштарма май панă. Çак кунсенче вара Свердлов урамĕнче ĕçсем пурнăçланă, ăшă пăрăхсене урам тăршшĕпе мар, унăн урлă çĕр айĕнчен чавса янă, çакă трассăн вăрăмăшне 60 метртан 15 метр таран чакарма май панă. Эппин тулашра ăшă çухатасси чакать, электроэнерги перекетлесси ÿсет. Ăшă ытларах тухакан вырăнсене тупса палăртса çав вырăнсенче тĕллевлĕ ĕçсем туса ирттересси те вăй илет, вĕсене çывăх вăхăтра Тикаш, Аслă Чак шкулĕсем патне пыракан трассăсем çинче ирттересшĕн.
Ĕçсене райадминистрацин строительство, çул-йĕр тата коммуналлă хуçалăх пайĕпе алла-аллăн тытăнса пурнăçласа пыраççĕ. «Çунана çулла хатĕрле», - текен каларăш кунта тĕп вырăнта.
Первоисточник: В.ТОЛМАТОВ.