26 января 2013 г.
Тикаш ял тăрăхĕн администрацийĕн территорийĕнче артезиан скважини 8 шутланать. Вĕсенчен пиллĕкĕшĕ - Тикаш, иккĕшĕ - Хĕрлĕçыр, пĕри Çĕнĕ Вĕренерте вырнаçнă. Вырăнти ял халăхне шывпа тивĕçтерес тĕллевпе чылай ĕçсем туса ирттеретпĕр. Нумаях пулмасть ял администрацийĕ тăрăшнипе çĕнĕ тараса чаврăмăр.
Çак ĕçе пурнăçлама Геннадий Николаевич Павлов (вăл Тикаш ялĕнче çуралса ÿснĕ) уйрăм çын предпринимателе пулăшма ыйтрăмăр. Вăл ятарласа тараса чавакан техника илсе килчĕ. И.Попов водитель-машинист, А.Павлов, Хĕрлĕçырта пурăнакан А.Андреев, В.Шуянов, А.Хованский, П.Александров, Ю.Александров ятарлă техникăпа тараса чавса тимĕр бетон ункăсем вырнаçтарчĕç. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Черкасов ку ĕçе пур активлăхпа йĕркелесе пычĕ. Кăçалхи çул ял тăрăхĕнче вырнаçнă ытти шыв тарасисене юсассипе, çавăн пекех çĕнĕрен пусăсем чавассипе çыхăннă ĕçсене пурнăçлама пăхнă.