26 января 2013 г.
Вĕренÿре, бизнесра, ăслăлăх, пултарулăх, производство, управлени ĕçĕ-хĕлĕнче, спортра курăмлă çитĕнÿсемпе палăрнă яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа çулсерен Чăваш Ен Пуçлăхĕн М.Игнатьевăн ятарлă стипендине парасси пирĕн республикăра ырă йăлана кĕнĕ.
Чăваш Енри пултаруллă тата хастар çамрăксене патшалăх енчен пулăшасси, вĕсене аталанма, хăйсене кăтартма майсем туса парасси - республикăра пурнăçланакан политикăн тĕп çул-йĕрĕсенчен пĕри. Çавна май пирĕн районта та вĕренÿре, ĕçре, спортра пултарулăхпа палăрнă яшсемпе хĕрсене çулсерен Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕн, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятарлă стипендийĕсемпе чыслаççĕ. Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулта пĕлÿ пухакан 3 çамрăк харăсах ЧР Пуçлăхĕн ятарлă стипендине тивĕçни пĕрле вĕренекенсемшĕн те, вĕрентекенсемшĕн те пысăк савăнăç пулчĕ. Акă вĕсем: С.Данилова, Я.Иванова тата П.Беззубов. С.Данилова 11 класра вĕренет, лайăх вĕренсе пынипе пĕрлех спорт ăмăртăвĕсенче те пысăк çитĕнÿсемпе палăрса тăрать. Районта, республикăра иртекен спортăн тĕрлĕ ăмăртăвĕсенче малти вырăнсене йышăнать.
Я.Иванова пиллĕк паллăсемпе кăна вĕренсе пырать. Унпа пĕрлех спортра та çитĕнÿсемпе палăрать вăл. Районта, республикăра тĕрлĕ предметсемпе иртекен олимпиадăсене хутшăнать, малти вырăнсене тивĕçет. Кăçал шкултан вĕренсе тухсан хăйĕн малашлăх пурнăçне медицина ĕçĕпе çыхăнтарас тĕллевлĕ пултаруллă хĕр-пике.
П.Беззубов асăннă шкулта 10 класра вĕренет. Вăл спортпа питĕ туслă: футбол, баскетбол, волейбол вăййисене кăмăллать. Районта тĕрлĕ предметсемпе иртекен олимпиадăсене активлă хутшăнать.
Пĕтĕмĕшле каласан виççĕшĕ те вĕренÿре, спортра çитĕнÿсем тунипе пĕрлех обществăлла ĕçсене те хастар хутшăнаççĕ. Шкулта волонтерсен юхăмне те йĕркелесе пыраççĕ. Эппин çакăн пек пултаруллă çамрăксене малашлăхра çĕнĕ ÿсĕмсем тума ăнăçу сунатпăр.