26 января 2013 г.
Чăваш Енре Ведомствăсем хушшинчи электронлă çыхăну мелĕпе 82 патшалăх пулăшăвĕпе усă курма пулать.
Электронлă çыхăну пирки январĕн 18-мĕшĕнче Раççей Правительствин Председателĕ Д.Медведев ирттернĕ видеоконференцире муниципалитетсем çынсене нумай енлĕн çак енĕпе пулăшу парас ыйтусене сÿтсе явнă.
Ведомствăсем хушшинчи электронлă çыхăну мелĕпе ĕçлесси ĕç тăвакан федераллă тата 24 пин ытла хăй тытăмлăх ĕçĕсемпе тÿрремĕн çыхăннă. Ведомствăсемпе çыхăннă ыйтусем - çĕршер. Çакă малалла та ÿссе пырать.
Паянхи кун тĕлне федерацин влаç органĕсем 110 тĕрлĕ кăтарту параççĕ, вĕсенчен 24-шне регионсенче уйрăмах хапăл тăваççĕ. Налук службипе, Пенси фончĕпе, Миграци службипе, Шалти ĕçсен министерствипе, суд приставĕсен ĕçĕпе кăсăкланакансем чылай. Раççейĕн коммуникаципе çыхăну министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх кашни уйăхрах ыйтса çырнисем 30 процент ÿссе пыраççĕ. Шутланă тăрăх 2013 çулта ыйтса çырнисем 10 хут ÿсмелле.
Чăваш Енре çакăн пек социаллă пулăшупа 26 хулапа районсенче пурăнакансем усă курма пултараççĕ, çак шутрах 291 ял тăрăхĕнче пурăнакансем. Электрон енĕпе алă пусма влаç тытăмĕнчи 333 орган тата 575 специалист «уçă» илнĕ.