27 мая 2014 г.

Вăрмар поселокĕнчи 145 ача вырнаçмалли ача садне хута ярассипе ĕçсем аталанса пыраççĕ, урамра чăтма çук шăрăх пулсан та кунти ĕçсене малалла пурнăçласа пыраççĕ. Шкул çулне çитмен ачасен учрежденине хăпартассипе «Урмарская «КСО» акционерсен хупă обществи ĕçлесе пырать, паянхи куна 50 миллиона яхăн тенкĕлĕх строительство ĕçĕсене пурнăçланă. 40 яхăн çын вăй хурать палăртнă объектра: пĕрисем шалти стенасене штукатурка тăваççĕ, теприсем ача сачĕн тăррине витеççĕ, виççĕмĕшĕсем кĕмелли вырăнсене, пушар хăрушсăрлăхĕн тухмалли запасри вырăнĕсене йĕркелеççĕ, пурте вĕсем пĕр тĕллев патне хăвăртрах çитес тесе тăрăшаççĕ - ача-пăча сачĕсенче черетсене пĕтерессишĕн, пирĕн ачасене ача-пăча садне ярассишĕн.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Т.ВАЗЮКОВА.