АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Таврари ял уявĕсен шавĕ кайрĕ ян та ян!..

24 мая 2014 г.

Таврари ял уявĕсен шавĕ кайрĕ ян та ян!..

Чулкас ял тăрăхне кĕрекен Кивĕ Мăнтăр ялĕнче «Ял кунĕ» уяв иртнĕ. Унта район администрацийĕн представителĕ Н.Павлов, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ Г.Архипова, ял тăрăхĕн депутачĕ Л.Никифорова, ял старости А.Андреев, ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ И.Сергеев хутшăнса пуçтарăннă ял халăхне, хăнасене чĕререн саламланă. Уяв илемĕ чăваш эстрада артисчĕсем пулса хăйсен юрри-ташшисемпе халăха савăнтарнă. Çынсем тĕрлĕрен спорт вăййисемпе те интересленнĕ, унта хутшăнса призсем çĕнсе илнĕ.

Уяв фейерверкĕ те кĕрленĕ. «Пĕрлĕхре - вăй», - теççĕ ваттисем. Чăнах та ял халăхĕ ĕçре те, вăйă-кулăра та пĕрле пулсан савăнăçĕ савăкрах, хуйхи пĕчĕкрех. Çĕнĕ Мăнтăр ялĕнче пурăнакансем иртнĕ кунсенче тăвансене, тус-юлташсене йыхравласа пысăк уяв ирттерчĕç. Таврари ялсенчен хăнасем пуçтарăнсан вăйă-кулă, ташă-юрă сасси ян та ян кайрĕ. Чаплă уява йĕркелекенсем çак ялта çуралса ÿснĕ Юрий Вишневпа Вячеслав Александров пулчĕç. Кăçал та кунта пуçтарăннă халăх Шупашкартан килнĕ юрăçсене хапăл тусах кĕтсе илчĕç, вĕсен илемлĕ те çепĕç юррисене савăнса итлерĕç, ташăсем ташласа савăнчĕç. Кунта уйрăм çынсен суту-илÿ вырăнĕсем те ĕçлерĕç.

Техĕмлĕ шашлăкĕ вара таврана тутлă шăршă сарчĕ, уява килнисене пĕрле пуçтарчĕ. Çак кун кашнин сăн-питĕнче савăнăç кулли, чун ăшши палăрчĕ. Йăлана кĕнĕ йĕркепе савăнăçлă ял уявĕн каçĕ салютпа вĕçленчĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: В.Толматов.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика