22 мая 2014 г.

Апрель уйăхĕнче ача-пăча сачĕ 30 çулхи юбилейне анлăн уявларĕ. Кăштах умсăмах каласа хăварам-ха. Малтанах ку ача-пăча сачĕ сĕтел-пукан фабрики çинче шутланса тăнă. Пĕрремĕш заведующийĕ С.Новикова пулнă. Пĕрре те çăмăл пулман çĕнĕ садике хута ярса, коллектива пуçтарса ача-пăчана пĕлÿ тĕнчине кĕртме. Тăрăшнă, чупнă, çанна тавăрса ĕçленĕ Светлана Федоровна. Халĕ вара ку коллектива М.Петрова ертсе пырать. Çамрăк ăрăва тĕрĕс-тĕкел, сывă, ăс-тăнне малалла аталантарас тĕллевпе ача-пăча сачĕн коллективĕ яланах тăрăшса ĕçленĕ те, ĕçлет те. М.Петрова тăрăшнипе вĕрентÿ, пурлăх базине пĕрмаях пуянлатса, çĕнетсе пыраççĕ. Пуçаруллă воспитательсем, 30 çул хушши çак ача-пăча садĕнче чунне парса ĕçлекенсем те чылай кунта: А.Васильева, О.Давыдова, Р.Данилова, И.Егорова, Н.Прокопьева, Е.Димитриева, Н.Дисконтова, Е.Миронова поварсене те ырăпа кăна асăнмалла. Техĕмлĕ апат-çимĕç кăна пĕçерсе çитереççĕ вĕсем ачасене. Уявсем Е.Прокопьева музыка ертÿçипе яланах интереслĕ иртеççĕ. Ашшĕ-амăшĕсем те ача-пăча сачĕн ĕçĕпе кăмăллă.
Иртнĕ кунсенче «Зоренька» 3-мĕш номерлĕ ача-пăча садĕнче уяв - юбилей иртрĕ. Çак ача-пăча сачĕ ĕçлеме пуçлани 30 çул çитрĕ. Юрă-кĕвĕ сасси аякранах илтĕнет. Акă кашни ушкăнри ачасем уява пуçтарăна пуçларĕç. Вĕсем пурте хаваслă, пичĕ-куçĕсенче кулă çиçет. Кунта ĕçленĕ ветерансем те хăнара. Уява аслă воспитатель Т.Степанова уçса сăмах коллектив ертÿçине М.Петровăна парать. Вăл пурне те уявпа саламласа, коллектив ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарать. Ку садикри ачасем тĕрлĕ конкурссенче хутшăнса малти вырăнсене тăтăшах тухнă. Акă район шайĕнче ирттернĕ «Ăслă ача» конкурсра Ваня Краснов 1-мĕш вырăн йышăнчĕ. М.Петрова ăна çĕнтерÿпе саламласа парне парса чысланă.
Чи кĕçĕн ушкăнри ачасем уяв-концерта пуçласа «Голосистый петушок» юрă юрласа, «Помирились» ташă ташласа панă. Вăтам ушкăнри ачасем эстафетăна илсе, сăвăсем каларĕç. «Наши воспитатели» юрă шăрантарчĕç. Хĕрачасем матрешкăсем пек тумланса ташă ташласа пачĕç.
Аслă ушкăнри ачасем те уява хутшăнса хăйсен пултарулăхĕпе хăнасене савăнтарчĕç. «Ах, как хорошо в садике живется» юрра тĕлĕнмелле хитре юрларĕç. «Топни, ножка моя», «Раз-ладошка, два-ладошка» ташăсене те килĕшÿллĕн, ытаруллăн ташларĕç.
Шкула каймалли ачасен ушкăнĕ вара чи маттуррисем пулчĕç. Ачисем те пысăкрах-çке. «Сонные гномики», «Девочки фабричные» ташăсем ташланă чух пурин те куçĕсем, сăнĕ-пичĕсем кулăпа çуталчĕç. «Почемучка», «Детский сад», «Волшебница» юрăсем юрласа чуна савăнтарчĕç.
Ачасен концерчĕ вĕçленсен, ашшĕ-амăшĕсен комитет членĕсене сăмах пачĕç. Вĕсем те коллектива чăннипех пархатарлă ĕçĕнче ăнăçу, чăтăмлăх, ачасене ăс-тăн пухма, тавра-курăмне ÿстерме, тĕрлĕ енчен аталантарса пыма вăй-хал сунчĕç.
Пурне те çак уяв питĕ килĕшрĕ. Ачасемшĕн савăнăç, ашшĕ-амăшĕсемшĕн, коллектившăн та питĕ сумлă юбилей пулчĕ ку.
Первоисточник: Е.ДИМИТРИЕВА.