20 мая 2014 г.

Иртнĕ эрнере Çĕнĕ Кинчерте Социализмла Ĕç Геройне В.И.Рябчикова хисеплесе Асăну плити уçрĕç. Асăну плитине шкул территорийĕнче вырнаçтарнă. Çак савăнăçлă уява шкул ачисемпе вĕрентекенсем, ял халăхĕ, хăнасем, тăванĕсем пуçтарăнчĕç. Шкул ачисем сăвăсем вуласа пачĕç. А.Егорова Социализмла Ĕç Геройĕн пурнăç çулĕпе паллаштарчĕ.
Владимир Иванович Рябчиков 1934 çулхи декабрĕн 4-мĕшĕнче Вăрмар районĕнчи Çĕнĕ Кинчер ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Çак ялти шкулта 7 класс пĕтерсен Владимир Иванович ялти Чапаев ячĕллĕ колхозра вăй хунă. 1953 çулта ăна 2-мĕш уй-хир бригадине ертсе пыма шаннă. 1954-1957 çулсенче Совет Çарĕнче салтак тивĕçне пурнăçланă. Салтакран таврăнсан тăван колхозрах ĕçленĕ. Хальхинче ăна 1-мĕш уй-хир бригадине ертсе пыма лартнă. Çак ĕçре Владимир Иванович 1960-мĕш çулччен ĕçленĕ.
Унтан Шупашкар хулине куçнă. Кунта электроприборсем кăларакан заводра токарь пулса тăрăшнă. Владимир Иванович хăйĕн профессине питĕ юратнă, çавăнпа чунне парса ĕçленĕ. Çитĕнÿ вара ĕçе чунтан парăнсан кăна килет. Çакна ăна панă медальсемпе орденсем те çирĕплетеççĕ.
В.Рябчикова ĕçре пысăк çитĕнÿсем тунăшăн ЧССРăн Ĕç Мухтавĕпе Паттăрлăхĕ Хисеп кĕнекине те кĕртнĕ. «Тава тивĕçлĕ машиностроитель» ята тивĕçнĕ паллă ĕçчене 1981 çулта Социализмла Ĕç Геройĕн ятне панă. Шел, пултаруллă та ĕçчен çыннăн кун-çулĕ вăрăмах пулман, вăл 2002 çулхи январĕн 11-мĕшĕнче ĕмĕрлĕхех куçне хупнă.
Владимир Ивановичпа унăн мăшăрĕ, Мария Федотовна, ывăлпа хĕр пăхса ÿстернĕ. Иванпа Надежда шкулта аван вĕреннĕ, аслă пĕлÿ илнĕ. Ашшĕне халалланă çак савăнăçлă уява вĕсем те килнĕ, сăмах тухса каларĕç. Вĕсем хăйсен ашшĕне ăшă кăмăлпа аса илчĕç, хисеплесе пуçтарăннă хăнасене, халăха, шкул ачисене тав турĕç, Асăну плити лартма пулăшнисен ячĕпе чĕререн тухакан ăшă сăмахсем каларĕç.
Çавăн пекех çак уява ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Шуйский, ял депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ А.Ананьев, райадминистрацин организаципе контроль тата кадр ĕçĕсен пайĕн начальникĕ Н.Павлов сăмах тухса каларĕç. Вĕсем Владимир Иванович Рябчиковăн ырă ятне малалла та асра тытмалли çинчен каларĕç. Çакăн пек çынсем ĕнтĕ çĕршыв мухтавĕ, çамрăксемшĕн тĕслĕх.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: И. КРАСНОВА.