АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çемье ăшши - телей вучахĕ

20 мая 2014 г.

Çемье ăшши - телей вучахĕ

«Анне - çемье ăшши, атте - çемье тĕрекĕ», - теççĕ чăвашсем. Тĕрексĕр кирек мĕнле юпа та чалăшать, тĕрексĕр кирек кам та хăйне мĕскĕн те телейсĕр туять. Çемьере йĕркеллĕ ача-пăча ÿстерме амăшĕн ыр кăмăллăхĕ, ашшĕн çирĕплĕхĕ кирлĕ теççĕ. Çак икĕ ен ачаран чăн-чăн çын тăвать. Çемье ăшши - чун ăшши. Кил ăшши - атте-анне, вĕсен ăшши - кашни ачан чун ăшши.

Арапуç ялĕнче килĕштерсе пурăнакан туслă çемьесем сахал мар. Вĕсем хăйсен ĕçченлĕхĕпе, хастарлăхĕпе, сăпайлăхĕпе тата ыр кăмăллăхĕпе палăрса тăраççĕ. Паян вара манăн шăпах çавăн пек Порфирьевсен çемйипе паллаштарас килет. Çемье пуçлăхĕ Олег Иванович, унăн мăшăрĕ - Анжелика Михайловна, вĕсен 5 ача, ачасен кукамăшĕ - Людмила Вячеславовна. Олег Иванович - ĕçчен те пултаруллă, ылтăн алăллă ашшĕ, тĕрлĕ стройкăра ĕçлет. Анжелика Михайловна - сăпайлă та тараватлă ырă кăмăллă анне, социаллă хÿтлĕх пайĕнче вăй хурать. Людмила Вячеславовна вара - хисеплĕ те чыслă, ăшă чĕреллĕ кукамай. Ял çинче хисеплĕ çынсем Порфирьевсем, çемье çавăрса, йывăç лартса, çурт хăпартса тĕпленсе пурăнаççĕ. Çапла пулмасăр: пÿрт тулли ача-пăча вĕсен - виçĕ «ылтăн», икĕ «кĕмĕл» - куç тулли савăнăç, телей - вĕсем мар-и-ха пурнăçра савăнăç кÿрекенсем. Йышлă çемьере туслăхпа килĕшÿ хуçаланать, ача-пăча сассипе пÿрт тулать.

Порфирьевсен тăватă ачи шкулта тăрăшса вĕренеççĕ, чи кĕçĕнни вара садике çÿрет. Кашни ачи сăпайлă та тирпейлĕ, таса костюмпа, илемлĕ прическăпа шкула çÿрет. Аслисем кĕçĕннисене пăхса сăнаса тăраççĕ, яланах пулăшаççĕ - нумай ачаллă çемьере урăхла пулма та пултараймасть.

Кашни ачин хăйĕн характерĕ, хăйĕн пĕчĕк савăнăçĕ, хăйĕн интересĕ, тавракурăмĕ. Кашнине хăйне майлă пулăшу кирлĕ, кашнин ашшĕ-амăшĕ çумĕнче ачашланас, хăйне юраттарас, хăйĕн çинчен каласа парас килет.

Телейлĕ çемье икĕ хутлă хăтлă çуртра пурăнать. Кашни ачан хăйĕн кĕтесĕ, хăйĕн вырăнĕ пур. Ашшĕ, амăшĕ, кукамăшĕ пилĕк тĕпренчĕкне чунтан юратаççĕ, вĕсемшĕн тем тума та хатĕр.

Дима, çемьере чи асли пулнăран, хăйне чăн-чăн арçын пек туять: вутă çурмалла-и, выльăхсене пăхмалла-и, кил таврашĕнче тирпейлемелле-и- нихăçан та турткаланса тăмасть. Амăшĕн пĕрремĕш пулăшаканĕ - Настя хĕрĕ. Вăл 4-мĕш класра ăс пухать. Илемлĕ, сăпайлă, ăслă хĕр ача. Яланах тирпейлĕ, усăсăр калаçма юратмасть.

Кирилл иккĕмĕш класра вĕренет. Тĕлĕнмелле арçын ача ырă куçĕсемпе, уçă куллипе, тарăн шухăшлă калаçăвĕпе пурин кăмăлне те самантрах çавăрать. Технологи урокĕсене питĕ кăмăллать, ытти ачасем пĕр чечек тăваççĕ пулсан, вăл вара виççĕ ăсталама та ĕлкĕрнĕ. Китай оригамипе виçкĕтеслĕ модульсенчен тĕрлĕ фигурăсем ăсталать. Нумаях пулмасть район шайĕнче иртнĕ «Мăнкун савăнăçĕ» фестивальтен Дипломпа таврăнчĕ. МЧС ирттерекен конкурса та хаваспах хутшăнать.

Даниил вара пĕрремĕшне çÿрет. Шкулта икĕ пиччĕшĕпе аппăшĕ ăна куçран вĕçертмеççĕ. Чи кĕçĕнни - Милена, садике çÿрет. Хĕвел пек пурне те хăй йĕри-тавра пуçтарать, ăшă сапалать, мирлештерет, юраттарать. Килте кукамай пуртан та телейлĕ Порфирьевсен ачисем. Людмила Вячеславовна, пурнăç тути-масине чылай туйса курнăскер, час-часах сĕнÿ-канаш парать, тĕрĕс çул суйлама пулăшать. Тепĕр чух ятласа та илет мăнукĕсене, анчах япăх тăвас тесе мар, ăса вĕрентес тесе. Тĕрлĕ ырă канашпа хĕрĕпе кĕрÿшне мăнукĕсене тĕрĕс воспитани пама пулăшать, хавхалантарать. Малашне мĕн ĕмĕтленни пурнăçа кĕрсе пытăр телейлĕ çемьен. Амăшĕ ачине çуратнă чухне çунат парать теççĕ: инкекрен çăлăнма, йывăрлăха сирме, савăнăçра вара - асамлă хăват паракан çуната сарса телейлĕн вĕçме. Порфирьевсен ачисем çуначĕсене сарса, çемье ăшшине туйса телейлĕн вĕçсе кашни ачи пурнăçра хăйĕн вырăнне тупма пултарсан эпир те, шкулта ĕçлекенсем, хамăра телейлĕ тесе шутлама пултаратпăр. Ăруран ăрăва куçса пытăр çемье ăшши - телей вучахĕ!

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: М.КРЫЛОВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика