20 мая 2014 г.

Нумай пулмасть Вăрмарти «Водоканал» тулли мар яваплă обществăн пуçлăхĕпе Юрий Григорьевич Ивановпа курса калаçнăччĕ, ун чухне калаçу шыв счетчикне кашни киле кĕртесси çинчен пынăччĕ. Паян вара эпир шывпа тĕрĕс усă курасси, вăхăтра тÿлесе пырасси пирки калаçу тапратрăмăр.
- Çулла шыв ыйтăвĕ çивĕчленсе пырать: пахчасене шăвараççĕ, мунчана шыв кÿреççĕ. Тÿлет-ши халăх шыв укçине/
- Кăçал çулла шăрăх та вĕри пулмалли çинчен пĕлтереççĕ синоптиксем, çавăнпа та шыв ыйтăвĕ çивĕч пулма пултарать, тен перекетлĕрех усă курма пуçлатпăр унпала. Шутласа пăхсан, район халăхне пĕр сехетре 70 кубометр шыв парсан, предприяти 50 процент кăна тупăш илет. Ăçта каять-ха ытти 50 проценчĕ/ Çын килте счетчик лартать, уншăн куллен-кун тÿлесе пырать, унсăр пуçне пахча шăваратпăр, мунчана шыв тултаратпăр. Шыв пăрăхĕн сечĕ çумне саккуна пăсса тепĕр пăрăх çыхăнтараççĕ хăшĕ пĕрисем - вĕсене счетчик урлă ямасăр усă кураççĕ. Çакăн пирки иртнĕ кунсенче районти прокуратурăра «Водоканал»тулли мар яваплă обществăн, коммуналлă хуçалăха ертсе пыракан компанин, Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕсемпе тата участковăйпа пĕрле канашлу ирттернĕ. Кунта пире хумхантаракан ыйтусене сÿтсе явнă, малашнехи тĕллевсене палăртнă. Çавна май комисси йĕркеленĕ. Палăртнă комисси членĕсем кам та кам санкци илмесĕр шыв пăрăхĕсене кĕртнисене, çавăн пекех счетчик патне çитес умĕн мунчасене, пахчасене шыв пăрăхĕсем хурса хăварнисене тĕрĕслесе çÿреççĕ. Вăл хăйĕн ĕçне май уйăхĕнчен пурнăçлама тытăннă, «Водоканал» предприяти урлă усă куракан абонентсем патне, кашни хуçалăха çитсе килме палăртнă. Çавăнпа та нумая тăсса ямасăр сире çак йăнăшсене тÿрлетме ыйтатпăр.
Енчен те комисси çакăн пек дисциплинăна пăснин тĕслĕхĕсене тупрĕ пулсан, абонентсене пĕчĕкех мар административлă штрафран пуçласа уголовлă ĕç пуçарса яричченех айăплаççĕ, мĕншĕн тесен çак япала çын вăрласа пурăннине, шывпа тÿлевсĕр усă курнине пĕлтерет. Халăха аса илтерес килет: шыв укçине электроэнергишĕн, газшăн тÿленĕ пек кашни уйăхра вăхăтра тÿлесе пыма ыйтатпăр, унсăрăн сирĕн пени те ÿссе пырать. Çавăнпа та тепĕр хут ыйтса калатăп: шыв давленийĕ кашни киле çиттĕр, çÿп-çап айне пулас мар тесен, вăхăтра укçа-тенкĕ тÿлесе пырсассăн кашни абонент пирĕн тÿлевлĕ пулăшусене тĕрĕс те йĕркеллĕ илме пултарать.
- Юрий Григорьевич, халăхăн пĕлес килет пулĕ: мĕнле шыв ĕçсе пурăнатпăр-ши эпир/
– Паянхи куна шыв пахалăхĕ районта лайăх, республикăра малти вырăнсенче йышăнса пыратпăр. Кашни уйăхра, кварталта шыв пахалăхне тĕрĕслесе тăратпăр.
– Иртнĕ интервьюра эсир районта тирпей-илем кĕртес енĕпе икĕ уйăхлăх пырать тенĕччĕ, ку енĕпе ĕçсем мĕнле пурнăçланса пыраççĕ-ха/
– Апрель-май уйăхĕсенче чăнах та икĕ уйăхлăх пырать, ку енĕпе ĕçсем аванах пыраççĕ теме юрать, анчах та йывăрлăхсемсĕр мар. Районти хытă каяшсен полигонĕ тулсах пырать, çавăнпа та, хаклă çыннăмăрсем, питĕ ыйтатпăр: каснă йывăç тураттисене килте усă курма, çум курăксенчен тислĕк тума тăрăшăр, тĕрлĕ çапăсене контейнерсене тухса ан пăрахăр. Эпир район тирпейлĕхĕшĕн тăрăшатпăр, çÿп-çапран тасалас тесе кунне 1 рейс тăвас вырăнне 7-8 рейс тăватпăр, ку пирĕн предприятишĕн питĕ тăкаклă пулса тухать: пĕр машина вырăнне трактор тата экскаватор пулăшăвĕ кирлĕ пулса тухать, çавна пула пирĕн тарифсене ÿстерме лекет. Хамăр çинчен анчах мар, юнашар пурăнаканни çинчен те шутлама пĕлмелле пирĕн: хăшĕсем çум курăка, туратсене пахча таврашĕнчех тирпейлесе вырнаçтараççĕ, тепри вара çÿп-çап контейнерне темтепĕр тухса пăрахать, тÿлессе вара пĕр пек тăкакланмалла, ку тĕрĕс мар.
– Тепĕр ыйту пур. Яла кайнă чухне çул хĕрринче çÿп-çап тултарнă михĕсем лартса хăварнине куртăм. Вĕсене камăн пуçтармалла/ Лайăх та мар пек çакăн пек ÿкерчĕке курма.
– Тĕрĕс ыйту ку, çакăн пек тĕслĕхсемпе те тĕл пулатпăр эпир паян. Кам та кам машина çинчен çул çине çакăн пек михĕсем, пуш кĕленчесем, курупкасем пăрахса хăвараканнине курчĕ пулсан çак телефон номерĕсемпе шăнкăравласа пĕлтерме ыйтатпăр: 2-16-57 е 2-12-66, вĕсене те саккуна пăхăнса административлă штраф хумалла. Каласа хăварас килет, шывпа тĕрĕс, перекетлĕ усă курăр. Район тасалăхне пĕр çын тытса пыраймасть, пурте пĕрле кар тăрсан анчах эпир тирпейлĕ вырăнта пурăнма пултаратпăр.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: Т. ВАЗЮКОВА