АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасем - çемье тĕрекĕ

17 мая 2014 г.

Ачасем - çемье тĕрекĕ

Вăрмар поселокĕнче тĕпленсе пурăнать Силеровсен пысăк та туслă çемйи. 2012 çулта вĕсем «Çулталăк çемйи-2012» ята тивĕçнĕ. Кăçал РФ Президенчĕн Указĕпе ачасене пăхса ÿстерсе тата çемье йăли-йĕркине çирĕплетсе хăварассипе «Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ» орден медальне тивĕçнĕ.

Мăшăрĕпе пĕрле 5 ача çитĕнтереççĕ - 3 ывăлпа 2 хĕр (ÿкерчĕк çинче). Вĕсем - ашшĕ-амăшĕн мăнаçлăхĕ. Аслă ывăлĕ, Артем, 13 çулта, Алексей 11-те, Александр - 8 çулта, Екатерина 5-ре, кĕçĕнни, Елизавета 3 çулта. Арçын ачасем шкулта ăс пухаççĕ, пĕчĕк хĕр пĕрчисем ача сачĕн çулне такăрлатаççĕ. Ачасем ашшĕ-амăшне, кукамăшĕпе асламăшне савăнтарса пурăнаççĕ. Артем шкулта биологи предметне килĕштерет, тĕрлĕ шайри олимпиадăсенче, слетсене активлă хутшăнать, ашшĕ йĕрĕпе каясси пирки те сăмах хускатать. Çавăн пекех арçын ачасем виççĕшĕ те «Илем» спорт шкулĕнчи бассейна 4 çула яхăн çÿреççĕ. Артемăн аслисем хушшинче шывра ишессипе 3-мĕш разряд, Алешăн вара - çамрăксем хушшинче 1-мĕш разряд. Вĕсем пурте И.Алешин тренер патĕнче хăйсен ăсталăхне туптаççĕ. Аслăраххисем кил хушшинчи ĕçсемпе те пулăшаççĕ. Пушă вăхăтра пурте пĕрле çемье куравне йĕркелеççĕ, вăрçă çинчен тĕрлĕ Совет телефильмĕсене пăхаççĕ, ачасене çакă питĕ килĕшет, вĕсен патриотизмла туйăмĕ аталанать, тăван çĕршыва юратма вĕренеççĕ. Вăхăтне ытларах вуласси çине уйăраççĕ, тĕрлĕ художествăлла литературăпа паллашаççĕ, мĕн ăнланманнине ашшĕ-амăшĕнчен ыйтаççĕ, пĕрле ларса тишкереççĕ. Тĕрлĕ экскурсисене те çÿрет пысăк çемье: краеведени музейĕсене, куравсене, дельфинарине, планетарине - пысăк та кăсăклă тĕнчепе паллашаççĕ. Çавăн пекех Силеровсен çемйинче декоративлă - экзотикăллă ÿсен-тăран тĕсĕсем пур: форзиция, кĕрен миндаль, рододендрон, спирея, астильба чечекĕн 9 тĕсĕ тата пионсем вĕсен пахчине илем кÿреççĕ, тутлă шăршă сараççĕ.

Килĕнче йытă, кушак усраççĕ. «Вĕрентсе ÿстерни чĕр-чунсене, çут çанталăка юратнинчен, упранинчен пуçланать, эпир ачасене шапасене, эрешменсене вĕлермелле мар тесе вĕрентнĕ. Шкулта та вĕрентекенсене итлемелле, вĕсем каланине тăнламалла, хисеплемелле тесе ăнлантаратпăр», - каласа парать çемье пуçлăхĕ. Ĕçе те ачасене Силеровсем мĕн пĕчĕкренех юратма вĕрентеççĕ. Пепкерен çын тумашкăн ашшĕ-амăшĕн ыйхăсăр каç нумай пулать, тар сахал мар юхать. Тĕпренчĕкĕ çитĕнсен те унăн малашлăхĕшĕн тăрăшаççĕ çутă кун парнелекенсем. Ашшĕ-амăшĕ ырă сунса каланă сăмаха мĕнпе виçме пулать-ши/ Нимĕнпе те. Татьянăпа Игорь Силеровсем ывăлĕсемпе хĕрĕсене яланах çутă малашлăх сунаççĕ, май пур таран пулăшаççĕ, тĕслĕх кăтартаççĕ.

«Тепĕр-тепĕр мăшăрсене илсен, вĕсем малтан карьера тăвасшăн ĕмĕтленеççĕ. Кайран вара ачасем çинчен шутлама пуçлаççĕ, пирĕн çемьере пачах урăхла, ачасем пирĕншĕн пурнăç çути, чун ăшши, вĕсем пирĕншĕн яланах пĕрремĕш вырăнта. Пирĕн мăшăрпа тĕп тĕллев - ачасене ăслă-тăнлă, çирĕп сывлăхлă, çĕршывшăн усăллă çынсем çитĕнтересси», - тет И.Силеров хавхаланса. «Мĕн тумаллине ту, мĕн пулмалли пулать» девизпа пурăнать çемье. Вĕсем шутланă тăрăх, лайăх, тĕрĕс пурăнни çынпа мĕнле калаçнинчен килет, çавăнпа та çынна хисеплемелле, çынпа çын пек пулмалла.

1993 -1995 çулсенче И.Силеров Шупашкарта ĕçлет, 1995 çултанпа тăван поселокра вăй хурать. 20 çула яхăн районти тĕп больницăра стоматолог пулса ĕçленĕ, 2012 çулта вара мăшăрĕпе пĕрле хăйсен «Жемчужина» ятлă стоматологи клиникине уçнă. Унăн мăшăрĕ, Т.Силерова кунтах тĕп бухгалтер пулса вăй хурать. И.Силеров пулас мăшăрĕпе Шупашкар хулинче паллашнă. 21 çул алла-аллăн тытăнса, шăкăл-шăкăл калаçса, пĕр-пĕрне ăнланса пурăнаççĕ вĕсем, çавăнпа та çемье вĕсен пысăк та телейлĕ.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Т.ВАЗЮКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика