АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх туслипе урам тикĕсленет

30 апреля 2014 г.

Саруй ялĕнче пурăнакансем урамсене тирпей-илем кĕртессипе ĕçлемелли икĕ уйăхлăха пĕр çын пек пулса йышăнчĕç. Тахçантанпах урамсенчи çул-йĕрсем пылчăклă пулнипе яла кĕме те, тухма та çуккипе тарăхса çитнĕскерсем ĕлĕкхи йăлапа «нимелле» ĕçлеме шут тытнă. Ял старости В. Павлов ял халăхĕпе калаçса талнă хыççăн хăйсен шухăшне Пысăк Енккасси ял тăрăхĕн пуçлăхне А.Васильева пĕлтернĕ. Тахçантанпах, нумай çулсем хушши хуçасăр, списать тунă, юхăнса ларакан кирпĕч хуралтăсене тирпейлесе çул çине турттарса, сарса хума тытăннă. Пĕр лав, иккĕ тата пĕр трактор тележки çул çине хурăнсан илемлех курăнма пуçлани вĕсене татах та хавхалантарса янă. Ял халăхĕ пĕрне кура тепри ĕçлеме тухма пуçланă. Пĕрисем тиесе тăнă, теприсем урама майласа сарса пынă. Кĕреçе, кувалтă, мăлатук тата ытти те хута кайнă. Ĕç шавĕ кĕрлесе кăна тăрать Саруйĕнче, хаваслă, шÿтлесе кулаççĕ, чăн-чăн ниме.

Ялти çамрăкĕ, пенсионерĕ пурте çул çинче кĕшĕлтетеççĕ: Андреевсем, Павловсем, Михайловсем, Гавриловсем, Поликарповсем, Порфирьевсем, Тимофеевсем, Захаровсем çемийсемпе, В.Михайлов, А.Васильев, В.Егоров, А.Яковлев, Л.Михайлов, В.Тимофеев, А.Андреев, Н.Яковлева, А.Архипов тата ыттисем те. А.Николаев хăйĕн килти тракторĕпе, В.Архипов - автомашинипе, Н.Тимофеев килте тытакан хăйсен лашипе ĕçлеме тухнă. «Хамăрăн çÿремелле вĕт çак çулпа, тăрăшмалла. Чулне хурсан çиелтен вак чулпа сарса тухсан питех те аванччĕ-ха. Ку енĕпе ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Александрович пулăшма шантарчĕ. Вăл пире пулăшса пынипех, халăх вăйĕпе Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçĕсене хунисене, унта хутшăннисене халалласа çĕнĕрен палăк лартма тĕллев тытнă ял халăхĕ», - тет ял старости Валерий Иванович.

Сăмах май каласан, Павловсем малтанхи çулсенче Çĕнĕ Шупашкарта ĕçлесе пурăннă. Халĕ тăван яла куçса килнĕ. Отставкăри офицер халĕ те стройра, ял пуласлăхĕшĕн тăрăшса ял тăрăхĕн пуçлăхне тĕрлĕ енлĕ пулăшса пырать.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика