АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паттăр тăван çĕрте канлĕх тупрĕ

26 апреля 2014 г.

Паттăр тăван çĕрте канлĕх тупрĕ

«Вăрçă çапăçура пуçне хунă юлашки салтака тирпейлесе пытармасăр пĕтмест», - тенĕ ĕлĕкрен. Çакна çамрăк ăрури çынсем ăнланса пыни савăнтарать - çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсенче Аслă Отечественнăй вăрçăра вилнĕ е хыпарсăр çухалнă çар çыннисене шыраса тупас тĕлĕшпе вуншар-вуншар шырав отрячĕ ĕçлет.

Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа кăçал 69 çул çитет. Хăрушă вăрçă кашни çемьерех тарăн йĕр хăварнă, пиншер çын çапăçу хирĕнче выртса юлнă. Вăрмар районĕнчен Аслă Отечественнăй вăрçа 6890 çын тухса кайнă, вĕсенчен киле 2759-шĕ кăна каялла таврăннă, 4131 çын киле таврăнайман, çав шутра 2 пинĕшĕ хыпарсăр çухалнă. Анчах та кашни килте вĕсене кĕтме пăрахман, тĕрĕс те, хыпарсăр çухалнă салтак паян-ыран мар пулсан та, 70-80 çултан та таврăнма пултарать.

2010 çулхи май уйăхĕнче Кĕлкеш çыннин Василий Иванович Ивановăн вил тăприне 68 çул иртсен тăван ял масарĕнче пытарнăччĕ. Ăна шыраса тупаканĕсем «Балтика» шырав отрячĕ членĕсем пулнă.

Акă халĕ тепĕр хыпар - 73 çул иртсен, Тверь облаçĕн Торжок хулинчен «Виктория» шырав отрячĕ С.Горонков ертсе пынипе Зубкино ял çывăхĕнче - 1941 çулта кунта хаяр çапăçусем пынă - малтан çар траншеи пулнă вырăнтан 50 метрта пирĕн районти Çĕнĕ Вĕренер ялĕнче пурăннă Иван Филиппович Филиппов салтакăн виллине тата докуменчĕсене тупнă. Хальлĕхе мĕн пĕлетпĕр-ха эпир ун çинчен/ Вăл 1900 çулта çуралнă, 1925 çулта авланнă, мăшăрĕпе, Анна Якимовнăпа, 6 ача çитĕнтернĕ, икĕ ывăл - Алексейпа Михаил, тăватă хĕр - Анастасия, Екатерина, Лидия, Юлия. 6 ачаран 1 хĕрĕ анчах сывă, халĕ Челябинск хулинче пурăнать, вăл 73 çулта. «Хĕрлĕ Мăрат» колхозра кладовщик пулса ĕçленĕ Иван Филиппович. 1941 çулта, 41 çулта пулнăскер, тăван çĕршывăн Аслă вăрçине тухса кайнă, çав çулах 1941 çулти декабрь уйăхĕнче киле вăл хыпарсăр çухални çинчен пĕлтерекен хут килнĕ. Ахальтен каламаççĕ-çке: «Паттăрсем хыпарсăр çухалмаççĕ», - тесе. Ку хутĕнче те çаплах килсе тухрĕ. Шел пулин те, Иван Филипповăн мăшăрĕ çак хыпара пĕлмесĕрех 43 çул каялла çĕре кĕнĕ.

Иван Филипповича апрелĕн 21-мĕшĕнче тăван ял масарĕнче чысласа пытарчĕç. Çак хурлăхлă, тепĕр енчен савăнăç сĕмĕллĕ - ара вăл вилнĕ пулсан та тăван çĕре кĕрет-çке - мероприятие ял, район, республика шайĕнчи влаç органĕсемпе обществăлла организацисем кăна мар, Мускаври «Сыны Отечества» офицерсен организацийĕ тата ытти çар çыннисем пухăнчĕç, çĕршывшăн пуçне хунă паттăра чысларĕç. Аслă Отечественнăй вăрçăра пуçĕсене хунă çар çыннисене асăнса лартнă палăк умĕнче митинг ирттерчĕç.

Пирĕн ентешĕмĕре юлашки çула тепĕр хут ăсатма Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин, ЧР Çар ĕç комиссариачĕн граждансемпе ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ А.Рогов, Мускаври «Сыны Отечества» офицерсен обществăлла организацийĕн председателĕн çумĕ И.Николаев, ЧР Çар ĕç комиссариачĕн Вăрмар тата Куславкка районĕсен пай пуçлăхĕ В.Ляшенко, «Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕ» организацин вице-президенчĕ В.Нягин, Вăрмар хула тăрăхĕн пуçлăхĕ С.Егоров, РФ ДОСААФĕн вырăнти уйрăмĕн представителĕсем, Иван Филипповичăн чи çывăх çыннисем - мăнукĕ Н.Иванов тата кĕçĕн мăнукĕ Е.Николаева килсе çитрĕç. Вĕсем пĕрин хыççăн тепри тăван çĕршывăн ирĕклĕхне сыхласа хăварма вăл вăхăтра питĕ йывăр пулнине палăртрĕç.

Вилнĕ çынна пытарнă чухне православи йăли-йĕркипе ирттерекен панихидăна Тихвински Турамăш Турăшĕн Мăнçырмари чиркĕвĕн настоятелĕ Леонид аттепе Наталия матушка ирттерчĕç. Çак сăваплă ĕç аслă уяв - Мăнкун эрнине лекнĕшĕн пухăннисем куççуль кăларчĕç. И.Филипповăн тупăкне антарнă чухне ЧР ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн сотрудникĕсем виçĕ хутчен автоматсенчен пени илтĕнчĕ, хăрушă вăрçă сассине тек нихăçан та илтмелле ан пултăр тенине пĕлтерчĕ ку. Иван Филиппович ĕмĕрлĕхех мăшăрĕ çумĕнче вырăн тупрĕ.

Çапла вара, 73 çул хыççăн, паттăр салтак, Иван Филиппович Филиппов, киле таврăнчĕ. Çак чаплă мероприятие ирттерме пулăшнăшăн спонсорсене - Мăнçырмаран тухнă пĕр тăван Афанасьевсене, Çĕнĕ Вĕренерти пĕр тăван Олег тата Николай Матвеев предпринимательсене, йĕркелÿ комитетне тата çак паллă мероприятие хутшăннисене ял тăрăхĕн администрацийĕ пурне те пысăк тав сăмахĕ калать.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: Т.ВАЗЮКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика