АУ «РЕДАКЦИЯ УРМАРСКОЙ РАЙОННОЙ ГАЗЕТЫ "ХĔРЛĔ ЯЛАВ" ("КРАСНОЕ ЗНАМЯ") МИНИНФОРМПОЛИТИКИ ЧУВАШИИОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чунпа ан ватăлăр нихăçан

24 апреля 2014 г.

Чунпа ан ватăлăр нихăçан

Çак сăмахсене ытларах пурнăç пурăнса ватлăх еннелле сулăннă çынсене калаççĕ. Вĕсемех çамрăксене малашлăха ĕненме, пурнăçра яваплăха туйса пурăнма пиллеççĕ, ватăсене хисеплеме вĕрентеççĕ. Çамрăк чухне ватлăх çитмест пек туйăнать, анчах çак кун пурин умне те çитет. Хÿтлĕхсĕр ытти ватăсем Арапуçĕнчи ваттисен çуртĕнче канлĕ ватлăх тупаççĕ.

Паянхи куна кунта 29 çын пурăнать. Пурте вĕсем хамăр районти ял тăрăхĕсенче ырми-канми ĕçлесе сумлă çула çитнисем. Вĕсен хыçĕнче анлă та хисеплĕ пурнăç çулĕ. Чылайăшĕ ĕçленĕшĕн Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсене те тивĕçнĕ. Район пурнăçĕшĕн хăйсен тÿпине хывнă хисеплĕ ватăсен пурнăç условийĕсене кăштах та пулин çăмăллатас тĕллевпех уçнă çак çурта. Кунта пурăнма чăннипех те пур условисем те çителĕклĕ. Çуртра таса та хăтлă. Кашни пÿлĕмре хаçат-журнал, пуçа ĕçлеттерес тесен кроссворд шутлама, шашка, шахмат вăййисене выляма пулать. Мунча кĕрес тесен - ăна хутса параççĕ, вырăнĕсем, ватăсен çи-пуçĕсем тирпейлĕ те таса. Çак ĕçсене вара пурне те Л.Софронова заведующи тирпейлесе, йĕркелесе пырать. Ăна пулăшса пыраканĕ Н.Петрова соцработник, вашаватскер, пур çĕре те ĕлкĕрет. Вĕсемсĕр пуçне апат пĕçерсе хатĕрлекенсем, тирпей-илеме пăхса тăракансем пур. Ăшă сăмахпа та кăмăлĕсене çĕклеме пĕлеççĕ кунти ĕçченсем.

«Тăван килĕсенчен кунта лексен малтанхи вăхăтра питех те тунсăхлаççĕ вĕсем. Пĕччен пурăннисем йыша та часах хăнăхса çитеймеççĕ. Тунсăхран сирес тесе тĕрлĕрен мероприятисем ирттеретпĕр. Районти шкулсемпе ача сачĕсенчи ачасем те час-часах килсе ватăсене савăнтарса хăвараççĕ. Çавăн пекех, ватăсемшĕн пачах ют уйрăм çынсем те килсе тĕрлĕ кучченеçсемпе хăналаççĕ. Хăйсене хăйсем çÿрекен хĕрарăмсем нуски-чăлха çыхаççĕ ?ÿкерчĕк çинче%, ĕçлеме ÿркенмен арçынсем вара май килнĕ таран хуçалăхри ĕçсене тума пулăшаççĕ»,- тет Людмила Алексеевна. Ватăсемпе калаçсан-калаçсан хăшĕсем эпĕ паллаканнисемех пулчĕç. Кунта пур енчен те лайăх пулсан та, çавах та вĕсене кил, тăван çын ăшши çитменни палăрчĕ. Хăшĕсен кăштах кăмăлĕсем те хуçăлчĕç. Пурнăç тути-масине самаях курнăскерсем хăйсене хăвăртах алла илме пултарчĕç. Часах унăн куçĕсем савăнăçпа тулчĕç, кулса-шÿтлесе те илчĕç. Ватăсем ялти чиркĕве те çÿресшĕн, унта çитме çывăхах мар. Çавăнпа та вĕсем район центрĕнчен Арапуç ялне çÿрекен автобуса ваттисен çурчĕ умне килсе çаврăнма май килмест-ши тесе ыйтасшăн.

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика