24 апреля 2014 г.

Семен Павлович Павлов Энĕшпуç ялĕнче 1882 çулхи январĕн 26-мĕшĕнче çуралнă. Арçын ача пулнăран çемьери хисеплĕ çын картне ларнă - ара, ун чухне арçынсене çеç çĕр пайĕ тивĕçнĕ вĕт! Ашшĕ хут ĕçне лайăх пĕлнĕ, пĕлÿ уссине аванах чухланă. Ял чиркĕвĕнче тата прихут шкулĕнче П.Васильев священник ĕçлени те хăйĕн витĕмне кÿнех : Петр Васильевич Чĕмпĕрти учительсем хатĕрлекен шкулта темиçе çул вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕскер, Вăрмар тăрăхĕнче шкулсем уçнă, чиркÿре тăрăшнипе пĕрлех халăха çутта кăларас ĕçре те хастар пулнă.
Павел Семенов хресчен пачăшкăпа туслă тăнă, унран çĕр ĕç культурине вĕреннĕ, кĕнекесем илсе вуланă. Ывăлне те вĕрентес тенĕ. 9 çула çитнĕскере ялти чиркÿ прихучĕн шкулне вырнаçтарать. Унтан Семен Паттири земство училищинче, кайран Тăвайĕнчи икĕ класлă шкулта пĕлÿ пухать. Кашни пĕлÿ çуртĕнченех лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă вăл, çавă ăна хавхалантарать, малалла ăнтăлма хистет. П.Васильев священник тата учитель пултаруллă ачана Чĕмпĕрти учительсем хатĕрлекен шкула кайма хистет. И.Я.Яковлев шкулĕнче С.Павлов 1907-1911 çулсенче пĕлÿ илнĕ, ял шкулĕн учителĕ ята тивĕçнĕ. Пĕр тапхăр хамăр тăрăхри Çиçтĕпе, Сĕнтĕр ялĕсенчи пуçламăш шкулсенче вĕрентнĕ. Çапах та пĕлĕвĕ çителĕксĕр тесе шутланă, çавăнпа 1912 çулхине Хусанти учительсен институтне вĕренме кĕрес ĕмĕтпе ăшталаннă. Çав тĕллевпе хăйĕн биографине çырса хатĕрленĕ, институт канцелярине çитернĕ. Шел пулин те, С.Павлов ку институтра вĕреннипе вĕренменнине тĕрĕс палăртма май килмерĕ, тăванĕн ачи, райадминистрацире тăрăшакан Ю.Ефимов Тутарстан наци архивĕнчен автобиографи копине çеç тупма пултарнă, çав хутсем те питĕ хаклă, питĕ интереслĕ. Вулакансене хăш-пĕр сыпăксемпе паллаштарни вырăнлă пулассăн туйăнчĕ. Акă вăл:
«... Атте манăн - хăйĕн пурнăçĕнче тем те курнă тата тем те тÿссе ирттернĕ, çавăнпа пĕлÿ уссине лайăх пĕлнĕ. Тăхăр çул тултарсан вăл мана Энĕшпуçĕнчи чиркÿ прихучĕн шкулне вĕренме ячĕ. Анне питĕ хирĕçчĕ, вăл шкула ярасшăн марччĕ. Малтанхи вăхăтра шкулта хама аванах мар туйрăм, тантăшсенчен ютшăнаттăм. Майĕпен хăнăхса çитрĕм, юлташсем те тупрăм. Чиркÿ прихучĕн шкулĕнче икĕ çул çеç вĕрентĕм, атте Паттири земство училищине илсе кайрĕ. Унта тепĕр икĕ çул вĕрентĕм те Мухтав Хучĕпе вĕçлерĕм. Турăçăм! Çак Мухтав Хучĕшĕн еплерех хĕпĕртерĕм, савăннипе ăна ачалла темиçе хутчен чуптуса та илтĕм.
Паттири земство училищинчен вĕренсе тухсан атте мана Тăвайĕнче тин çеç уçăлнă икĕ класлă училищĕне вĕренме ярас терĕ. Анне каллех хирĕç пулчĕ, çине тăрсах мана килте хăварасшăн пулчĕ. «Çитет вĕренсе, хуçалăхра пулăшакан кирлĕ»,- тесе вĕтĕртетрĕ. Вĕренни мана ним те усă памасть-мĕн, эпĕ кахалланса çеç пыратăп, хуть мĕн чухлĕ вĕренсен те манран ырри пулмасть. Тĕрĕссипе каласан, хамăн та питех вĕренес килместчĕ-ха. Кун пирки аттене пĕлтертĕм. Вăл мана ĕнентермелли чи вăйлă тĕслĕх илсе кăтартрĕ те куççуль витĕр, пĕр сăмахсăрах унпа килĕшмелле пулчĕ. «Малалла вĕренес теместĕн-и/»- ыйтрĕ атте. «Çук, - терĕм хăюллăн.- Вара мĕн - чăпăркка-и/»- чĕтрекен сасăпа ыйтрăм эпĕ, хамăн вара паçăрхи хăюлăх таçта кайса кĕчĕ. «То-тă!»- терĕ атте, урăх пĕр сăмах та шарламарĕ. Эпĕ ĕнтĕ вăл каламасăрах «то-тă» тени мĕнне лайăх ăнлантăм. Çапла вара 1905 çулхине Тăвайĕнчи икĕ класлă училищĕре вĕренме пуçларăм. 1907 çулта вĕренÿ курсне вĕçлерĕм. Хальхинче ĕнтĕ хамăн малалла вĕренес шухăш амаланчĕ, çак шухăша учителе пĕлтертĕм, вăл мана Чĕмпĕрти учительсем хатĕрлекен шкула кайма сĕнчĕ. Питĕ тĕплĕн хатĕрлентĕм те кĕркунне экзаменсем парса Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче 2-мĕш класра вĕренме пуçларăм. Кунта эпĕ 4 çул пултăм. Халăх училищисен вĕрентекенĕн аттестатне алла илсен Çĕрпÿ уесĕнче учительсен штатне йышăнчĕç. Малтан Кавал вулăсĕнчи Çиçтĕпери земство училищинче вĕрентрĕм, уйăхранах Училище Канашĕ Сĕнтĕрти шкула куçарчĕ.
... Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче лайăх пĕлÿ илнĕ эпĕ, çапах та ку çителĕксĕртерех пек туйăнать. Халăха вĕрентес ĕçре тата та нумайрах пĕлмелле, çавăнпа Хусанти учительсен институтне вĕренме кĕме экзаменсем пама йышăнма ыйтатăп...».
Ашшĕн ĕмĕтне пурнăçланă С.Павлов, учитель пĕлĕвне илнĕ. 1914 çулта, Тĕнче вăрçи пуçлансан, ăна та çара илнĕ. Хусанти кĕçĕн командирсен шкулĕнче вĕрентнĕ хыççăн прапорщик ятне парса фронта ăсатнă. Вырăс çарĕсен экспедици корпусĕпе Францире те пулнă вăл. Эмиграцире Болгарире пурăннă. Тăван çĕршывне 1960-мĕш çулсенче кăна çаврăнса çитнĕ. Йĕпреç поселокĕнче пурăннă, кунтах ĕмĕрне вĕçленĕ. ?Тĕплĕнрех И.Криковăн «Ведай край свой, Шоркистры» кĕнекере вуласа пĕлме пулать%.
С.Павлов Чĕмпĕрти чăваш шкулĕн вĕренекенĕсем хушшинче, учительтен сылтăмалла пĕрремĕш хĕр ача хыççăнхи.
Источник: "Урмарская районная газета"
Первоисточник: В.Цыфаркин.